«Ылтăн кĕркунне» уяв
Ача садĕнчи уяв - хăйне евĕрлĕ тĕлĕнтермĕш. Кунта кашни ача артист та, куракан та. Юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнче «Ылтăн кĕркунне» уяв иртрĕ. Пĕр кунта Кĕр пики садикри кашни ушкăна çитсе курма ĕлкĕрчĕ.
Вăтам ушкăнра вара Кĕр пикипе пĕрле юмах сăнарĕ Арçури пулчĕ. Вăл ачасемпе пĕрле шÿтлерĕ, тĕрлĕрен интереслĕ вăрман вăййисем выляттарчĕ. Ачасем «Асамлă кĕркунне», «Çумăр» юрăсем шăрантарчĕç. Кĕр хăйĕн çанталăк пулăмĕпе яланах тунсăх илсе килет, анчах пирĕн уява уçă кăмăлпа килчĕ. Ачасем Кĕр пикипе пĕрле сарă, хĕрлĕ вĕрене çулçисемпе илемлĕ ташă ташларĕç, ăмăрту вăййи вылярĕç. Хĕрачасен ушкăнĕ вара пурне те сунчăксемпе ташласа савăнтарчĕ. Юлашкинчен ачасене аса илмелли кĕтмен парне - пĕр карçинкка сĕтеклĕ панулми. Ку вара Кĕр пикен кучченеçĕ. Уяв питĕ интереслĕ, хаваслă иртрĕ.
Ашшĕ-амăшĕпе ачасем уяв валли тĕрлĕ пахча çимĕçрен, çут çанталăк пуянлăхĕнчен кĕрхи парнесем хатĕрлерĕç. Мĕн чухлĕ пултарулăх, ăслăлăх, тавçăрулăх! Вĕсен ĕçĕсем курма пыракансене питĕ килĕшрĕç. Ачасене хавхалантарма Хисеп хучĕсем парса чыс турăмăр.
Т. АНТОНОВА, «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ.