«Ÿсĕм вырăнĕн» ертÿçисем - Мускавра
Ноябрĕн 6-7-мĕшĕсенче Мускавра «Вĕренÿ» Наци проекчĕ: пĕрлĕх, ушкăн, пĕтĕмлетÿ» Пĕтĕм Раççейри 1-мĕш форум иртнĕ. Унта «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсен ертÿçисем хутшăннă. Вăл шутра Чăваш Республикин делегацийĕ те пулнă. Ку йышра - Элĕк районĕнчен Тавăт вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен, центр ертÿçи Марина Федорова та. Форумра вĕсене валли вĕренÿ сессийĕсем, ăстаçă-классем, ĕç опычĕпе паллашмалли семинарсем иртнĕ. Пухăннисем малтанхи кăтартусене сÿтсе явнă, малашлăхри тĕллевсене палăртнă. Чылай ялти шкулта технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсене çĕнĕ оборудованипе усă курса вĕрентеççĕ. Асăннă центрсем пулăшнипе вĕренекенсем командăпа ĕçлеме хăнăхаççĕ, регион тата федераци шайĕнчи конкурссене, форумсене, слетсене хутшăнма хатĕрленме пултараççĕ.