Çÿп-çап çунтарнă чухне асăрханăр
Юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн пушар тухас хăрушлăх пысăкланать. Ытларах чухне сăлтавĕ - çынсем йĕркене пăсни. Çуркунне çынсем кил таврашĕнче тирпейлеме пуçлаççĕ, çÿп-çапа çунтараççĕ. Çавна май асăрханулăх пирки тепĕр хутчен аса илтерĕпĕр.
Картишре, пахчара çÿп-çап çунтариччен территорие 10 метр радиус таран йывăçран, типĕ курăкран тата ытти çÿп-çапран тасатмалла. Унтан 30 сантиметртан кая мар тарăнăш шăтăк тумалла, диаметрĕ 1 метртан ытларах пултăр. Е çÿп-çапа тимĕр пичкере чĕртме юрать. Çулăм çурт-йĕртен, хуралтă таврашĕнчен 50 метртан çывăхра ан пултăр. Асăрханулăх пирки малтанах шухăшламалла, çулăм сарăлас тăк ăна сÿнтермелли хатĕрсене çывăхрах тытмалла (кĕреçе, шыв тултарнă савăт, огнетушитель). Çÿп-çапа чĕртсе ярсан ăна пăхса тăмалла, айккинелле пăрăнмалла мар.
Хăш-пĕр вырăнта пачах та шăрпăк чĕртме юрамасть, торфлă çĕр çинче, йывăç айĕнче. Çил çеккунтра 10 метртан ытларах хăвăртлăхпа вĕрет пулсан та нимĕн те çунтармалла мар. Регионта пушара хирĕçле уйрăм режим пулнине йышăннă хыççăн та çÿп-çап çунтарма юрамасть.
Йĕркене пăснăшăн штраф тÿлеттереççĕ. Регионта пушара хирĕçле уйрăм режим пулнă чухне кăвайт чĕртнĕшĕн ахаль çынсене - 10-20, должноçри çынсене - 30-60, юридици сăпачĕсене 400-800 пин тенкĕ штраф хураççĕ. Çын пурлăхне асăрханмасăр çунтарса ярсан уголовлă майпа явап тыттарма та пултараççĕ. Кун пек чухне 120 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ е ирĕкрен 1 çул таран хăтараççĕ. Пушарта вăрман шар курнă тăк явап пушшех те çирĕп, штраф - 500 пин тенкĕрен пуçласа. Е ирĕкрен 4 çул таран хăтарма пултараççĕ.
Асăрханăр! Пушар çут çанталăк айăпĕпе мар, çын тимсĕрлĕхне пула тухать. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсанах «101», «01» е «112» номерсемпе шăнкăравламалла!
Дмитрий ИВАНОВ,
Элĕк округĕнчи пушар надзорĕн тĕп патшалăх инспекторĕ.