Олег Николаев: Элĕксен патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла
Чăваш Енри чылай муниципалитетра Правительство кунĕсем иртме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Черет Элĕксем патне çитрĕ. Иртнĕ шăматкун Элĕкри Культура çуртĕнче Правительство кунĕ иртрĕ. Кунта муниципалитетăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата 2025-2030 çулсенчи тĕллевсене палăртрĕç.
Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев пухăннисем умĕнче доклад туса пачĕ. Региона тата муниципалитета ертсе пыракан командăсен умне республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи комплекслă программинчен тухса тăракан тĕллевсемпе Дмитрий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем, культура министрĕ Светлана Каликова, финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева, ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова паллаштарчĕç.
Хайхи программăпа килĕшÿллĕн округри инфратытăма çĕнетме строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспорт тата çул-йĕр, сывлăх сыхлавĕ, ытти енĕпе 4,8 млрд тенкĕлĕх 64 проект тата 1,19 млрд тенкĕлĕх 9 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртме палăртса хунă.
Элĕк округĕн территорийĕ 11 мегапроекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Вăл шутра нумай çул пурăнакансен «Манăн социаллă центр» сечĕсене инфратытăмпа тивĕçтересси. Элĕксем проект-драйвер шучĕпе территорисене комплекслă майпа хăтлăх кĕртесшĕн. Вăл 5 çум проектран тăрать: Элĕк салинчи комплекслă пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, автомобиль çулне хăтлăх кĕртсе тăвасси, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, канализаци тытăмне реконструкцилесси, пурăнмалли çуртсем тăвасси.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитета ертсе пыракансене, кунта пурăнакансене умри лартнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.
– Усламçăсем, çав шутра округри аграрисем федераци тата республика кÿрекен патшалăх пулăшăвĕпе çителĕксĕр усă кураççĕ, - терĕ вăл. – Муниципалитет командин грантсем ытларах илсе вĕсемпе туллин усă курмалла. Вырăнти влаçăн бизнес, уйрăмах ял хуçалăхĕнче продукци туса илекенсем патне информаци вăхăтра çитермелле, вĕсене пулăшмалла. Элĕк округĕнче кил хуçалăхĕсем йышлă, анчах хăйсен ĕçне пуçаракансем сахал! Пирĕн тĕллев – хуçалăха тытса пымалли çав формăна вăй парасси, çак категорири усламçăсене пулăшмалли тĕлĕнмелле пысăк мерăсемпе тухăçлă усă курасси. Ку енĕпе Чăваш Енре паха опыт пухăнчĕ ĕнтĕ. Элĕк округĕнче те хальхи йышши производствăн ырă тĕслĕх-не куратпăр. Акă пĕрремĕш робот фермине илер, кунта пĕчĕк команда пысăк ĕç тухăçлăхĕпе тата сĕт пахалăхĕпе тивĕçтерет. Ку опыта анлă сармалла!
Марина Леонтьева.
Тĕплĕнрех хаçатăн 11-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.