Страхлав компанийĕ çĕнĕ вырăна куçнă
«Россгострах» страхлав компанийĕн агенство центрĕсем кашни муниципалитетрах ĕçлеççĕ. Элĕк округĕнче те вĕсем хăйсен ĕçне анлă йĕркеленĕ. Кунта чăннипех те хăйсен ĕçне пĕлекен 23 агент тăрăшать, вĕсене кашнинех чăн-чăн финанс консультачĕсем теме пулать. Консультаци памалла-и, страхлав енĕпе ыйтусене уçăмлатмалла-и – ентешĕсене пулăшма кирек хăçан та хатĕр.
Шăпах çакăн пек ĕçлĕ ушкăнпа харăсах тĕл пулма тиврĕ те Элĕк салинче. Тĕрĕсрех каласан, «Россгострах» страхлав компанийĕн «Аликовский» агенство центрĕн çĕнĕ офисне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте. Халĕ офис Элĕк салинчи Советски урамĕнчи 25-мĕш «А» çуртри 2-мĕш хутра вырнаçнă. Халăхра ăна ытларах «Элĕк» суту-илÿ çурчĕ тенипе пĕлеççĕ.
Савăнăçлă мероприятие сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Офис çĕнĕ вырăна куçнă ятпа Элĕксене «Росгосстрах» страхлав компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Алексей Пирожков, Элĕк округĕн администрацийĕн представителĕ тата хастар страхлакан Владимир Алексеев, Элĕкри агент центрĕн ертÿçи Альбина Павлова саламларĕç. Кунта ялсенчи агентсем хутшăнчĕç, чăваш йăлине пăхăнса хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Алексей Геннадиевич салам сăмахĕсем каласа ăнăçу суннă май Элĕк енри агентсене 2025 çулхи ĕçшĕн тав турĕ, страхлав продукчĕсене сутассипе малтисен йышĕнче пулнине асăнса хăварчĕ. Ытларах пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, пурнăçа страхлассине суйлаççĕ Элĕксем. Вырăнти агенство центрĕ çулталăкне 20 миллион тенкĕ пухма тĕллев лартнă пулсан иртнĕ çул ăна ирттерсе пурнăçлама вăй-хал çитернĕ. Çакă, паллах, коллектив тăрăшулăхĕнчен, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен килнине палăртрĕ Алексей Пирожков.
Владимир Алексеев «Россгострах» страхлав компанийĕпе пĕрремĕш çул кăна ĕçлемест. «Кунта тăрăшакансене аванах пĕлсе тăратăп, шанчăклă пулнишĕн хаклатăп, малашне те сирĕнпе ĕçлеме хатĕр», – терĕ вăл. Çĕнĕ вырăнта ĕçсем татах та ăнса пыччăр тесе ăнăçу сунчĕ.
Альбина Павлова «Россгосстрах» страхлав компанийĕн ертÿлĕхне ĕçлеме хăтлă условисем туса панăшăн тав турĕ. Суту-илÿ офисĕ чăннипех те çутă та илемлĕ, клиентсене йышăнма хатĕр. Ĕç тухăçлăхне ÿстерме пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарни те пĕлтерĕшлĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте пĕрле ĕç пÿлĕмĕсене пăхса çаврăнчĕç.
Элĕкри агенство центрĕн малтанхи офисĕ Парк урамĕнче вырнаçнăччĕ. Ăна 1996 çулта уçнă. Вăтăр çул каялла пулнă мероприятие паянхи агентсенчен тăваттăшĕ - Мăн Вылă участокĕнче ĕçлекен Эльвира Кондратьева, Çулавăç участокĕшĕн яваплă Ираида Казакова, Тени тăрăхне страхлав продукчĕсемпе тивĕçтерекен Валентина Аверкиева тата Ехремкасси участокĕпе тимлекен Руфина Максимова – хутшăннине ăшшăн аса илеççĕ. Вĕсем шăпах та каярах йыша хутшăннисемшĕн наставниксем пулса тăраççĕ те. Альбина Порфирьевна палăртнă тăрăх, агент центрĕнче чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Акă иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх, икĕ агент – Мăн Вылăри Эльвира Кондратьева тата Сурăмварринчи Людмила Атюкина «миллионер» пулма тивĕçнĕ. Ку ĕнтĕ вĕсем çулталăкне страхлав продукчĕсене пĕр миллионлăх сутнине пĕлтерет. Тĕрĕссипе, ку ята çулсеренех тивĕçекенсем те пур.
Элĕкри страхлавçăсене тăрăшулăхшăн тав тăватпăр, çĕнĕ вырăнта çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.