«Ачасене ашшĕ юнашар пулни кирлĕ»
Чăвашра яланах çирĕп çемьене хакланă тата ашшĕне хисепе хунă. Унăн çемьене упрамалла, ачасене ăса вĕрентсе ура çине тăма пулăшнисĕр пуçне пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмалла. Çак йĕрке авал та пулнă, халĕ те пур. Паянхи ашшĕсем общество ĕçĕнче палăраççĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулаççĕ.
Ашшĕн кунĕ умĕн эпир редакци тĕпелне Александр Терентьева чĕнтĕмĕр. Вăл Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ, виçĕ ача ашшĕ, округри Ашшĕсен Союзĕн председателĕ. Яваплă та пысăк ĕçе çемье ăшшипе мĕнле шайлаштарса пымалла, ачасене воспитани парас ĕçре мĕне мала хумалла тата муниципалитетри ашшĕсемпе пĕрлехи ĕçсене мĕнле йĕркелемелле - çакă тата ытти ыйтусем тавра йĕркелерĕмĕр хамăр калаçăва.
- Александр Юрьевич, Эсир мăшăрпа виçĕ ача çитĕнтеретĕр. Ачасене воспитани парас ĕçре чи хаклă самантсем хăçан пулаççĕ? Сирĕн шутпа, ашшĕн мĕнле пулмалла?
– Ман шутпа, ашшĕ вăл – чи малтанах çемьен никĕсĕ. Маншăн чи хаклă самантсем шăпах та çемьепе, килпе çыхăннă. Эпĕ ĕçрен килсе пурте сĕтел хушшине ларасса кĕтетпĕр. Каçхи апат вăхăтĕнче кампа мĕн пулса иртнине пĕрле сÿтсе яватпăр: аслипе шкулта мĕн пулса иртнĕ, кĕçĕнни мĕн çинчен ĕмĕтленет, вăталăххине киле ĕç мĕн парса янă... Ку вăл пирĕн килти тĕп канашлу темелле. Паллах, пушă вăхăт тупăнсанах çемьепе юхан шыв хĕррине çĕр каçмалăх канма каятпăр. Глеб ывăл мана хаваспах палатка лартма пулăшать, Софья тата Татьяна хĕрĕмсем амăшĕпе пĕрле хуранта пулă шÿрпи пĕçереççĕ. Çакăн пек самантсенче эпĕ хама чăннипех те телейлĕ тесе шутлатăп.
– Эсир яваплă должноçре ĕçлетĕр. Харăсах пуçлăх тата нумай ача ашшĕ пулма çăмăл-и? Мĕнле шайлаштарса пыратăр вĕсене?
– Кунта пĕри теприне пулăшса тăрать. Ĕç мана вăй-хăват хушать тата ачасене мĕн кирлипе тивĕçтерме майсем туса парать. Çемье вара – манăн тыл. Унсăр эпĕ кĕске вăхăтрах «çунса» кайăттăм. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн киле çитсе кĕрсен ачасен ура сассине илтсенех ĕçпе çыхăннă пĕтĕм шухăш хыçа юлать. Çемье мана кулленхи пурнăçа тавăрать.
– Ачасем валли ятарласа йĕркелекен йăла-йĕрке пур-и Сирĕн çемьере?
– Чăнах та пур. Вăл пирĕншĕн «перезагрузка» пулса тăрать. Кашни çулах эпир çемьепе юхан шыв хĕрне çĕр каçмалăх каятпăр. Палаткăна шыв хĕрринех лартатпăр. Пĕтĕм ĕçе васкамасăр тăватпăр. Çыхăну çук. Ку чухне кăвайт çуннă чух вутă шăтăртатнине кăна илтетĕн. Юнашар ачасем тата мăшăр. Умра – хуранта пиçекен пулă шÿрпи. Ачасем хăйсене тĕллĕн кăвайт чĕртме хăнăхаççĕ. Паллах, эпĕ сăнаса тăнипе. Ку вăл чăннипех хăйне евĕр пулăм. Ман шутпа, çапла майпа эпир пĕр команда пулнине кăтартса пама пултаратпăр.
– Çамрăк ашшĕсем чылай чухне хăйсем çемьери йывăрлăхсене çĕнтерейменнишĕн тата «питĕ лайăх» ашшĕ пулайманнишĕн пăшăрханаççĕ. Мĕн сĕннĕ пулăттăр вĕсене;
– «Питĕ лайăх» пулма тăрăшмалла мар. Ачасене пурне те ĕлкĕрекен робот евĕр ашшĕ кирлĕ мар. Вĕсене ашшĕ юнашар пулни кирлĕ. Ĕçрен ывăнса килсен те ачапа юнашар урайне лар та кубиксенчен башня ту. Ачасем çĕнĕ тетте çуккишĕн каçараççĕ, анчах та эсир тимлĕх уйăрманнине вара – çук.
– Александр Юрьевич, муниципалитет ертÿçи пулнă май Эсир çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре – шкулта тата обществăлла ĕçсенче ашшĕсен вырăнне мĕнлерех куратăр?
– Ашшĕ чи малтанах ачасене тĕслĕх парать. Енчен те арçын ача ашшĕ урамра çÿпĕлеменнине, хĕрарăмсене хисепленине, кÿршĕсем умĕнче сăмах тытнине курать пулсан хăй те ун пекех çитĕнет. Шкул ачасене пĕлÿ парать пулсан, пирĕн вара, ашшĕсен, вĕсене хăйсене обществăра мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Çавăнпа та эпĕ хамăн ачасене яланах: «Эпĕ мĕн каланине кăна мар, эпĕ мĕн тунине пăхăр», - тетĕп. Акă килти хуçалăхра е пахчара ĕçленĕ чухне ывăл яланах манпа юнашар. Ман çине пăхса пăта çапма вĕренет, хăйне май мĕн те пулин ăсталама тăрăшать. Эпĕ ăна чăрмантармастăп, ĕçлесе пăхтăр.
Çемье вăл - çĕршыв пуласлăхĕ. Ку вăл лозунг кăна мар. Çĕршыв вăйĕ тÿрремĕнех çемье ырăлăхĕнчен килет.
– Пирĕн округра нумай ачаллă çемьесене пулăшассине мĕнлерех йĕркеленĕ? Адреслă программăсем, çăмăллăхсем еплерех ĕçлеççĕ?
- Нумай ачаллă çемьесем федераци, регион тата муниципалитет шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе панă çăмăллăхсем пур. Шкул ачисене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, шкул тата спорт тумне туянма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ку категорири çемьесенчи ачасене ача садне черетсĕрех илеççĕ. Физкультурăпа спорт тата культура учрежденийĕсене çÿреме çăмăллăхсем пур. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма майсем туса паратпăр. Нумай ачаллă çемьесем инфратытăмпа тивĕçтернĕ çĕр лаптăкĕсем е ун вырăнне пĕр хутчен паракан тÿлев (сертификат) илме пултараççĕ. Пилĕк е унтан та ытларах ачаллă çемьесене çуртпа е çурт-йĕр сертификачĕпе тивĕçтеретпĕр.
- Наци проекчĕсем тата вырăнти пуçарулăх шучĕпе пурнăçа кĕрекен проектсенчен хăшĕсене çемье институчĕшĕн уйрăмах кирлĕ тесе шутлатăр?
- Кунта чи малтанах парксене хăтлăх кĕрни, ача-пăча тата вăйă лапамĕсене туни кирлĕ. Çавăн пекех культурăпа вĕренÿ центрĕсем тумалла, мĕншĕн тесен музейсемпе библиотекăсенче тата культура çурчĕсенче çемьесем вăхăта ытларах ирттерме пултарĕç. «Кĕмĕл» волонтерсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Аслă ăрурисем наставниксем пулни, обществăлла ĕçе хутшăнни çемьери çыхăнăва çирĕплетет.
- Пирĕн округра çемьесене канăва ачасемпе йĕркелеме, вăхăта пĕрле ирттерме майсем çителĕклĕ-и? Тата мĕн кирлĕ?
- Чăнах та, ача-пăча тата спорт лапамĕсем муниципалитетра нумайланчĕç. Анчах та кану валли пачах та «тĕкĕнмен» зонăсем çитмеççĕ. Тĕслĕхрен, шыв хĕрринче кемпинг валли хăтлăх кĕртнĕ вырăн кирлĕ тесе шутлатăп. Çемьесем округ тулашне каймасăрах палаткăсенче канма пултарччăр.
- Енчен те Эсир хăвăр ачасене ăс парса калас пулсан вĕсенчен хăшне чи кирли тесе шутлатăр?
- Пĕр-пĕринчен тытăнăр. Эсир – ĕмĕрлĕх чи лайăх виçĕ тус. Кĕçĕннишĕн – аппасем, аслисемшĕн - шăллăм чи шанчăклă тыл пулса тăратăр. Тĕнчере тем пулас пулсан та сирĕн кил тата тăвансем – крепоç вырăнĕнче пулаççĕ, кунта сире яланах йышăнаççĕ. Тата кирек мĕнле лару-тăрура та сăмаха тытмалла.
- Уявра ашшĕсене мĕн суннă пулăттăр?
- Арçынсем, ачасем валли вăхăт тупăр. Хăçан та пулсан кайран мар, çак канмалли кунсенчех. Ĕçри чатсене сÿнтерĕр, ачасемпе пĕрле уçăлма та пулин тухăр. Ачасем питĕ хăвăрт ÿсеççĕ. Шăпах та халĕ вĕсемпе юнашар пулма тăрăшăр!
- Тавах калаçушăн. Сире çывхарса килекен Ашшĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп, ачасем савăнăç кăна парнелеччĕр.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.