«Эпир почтăра çитĕннĕ»
Юнтапа салине çитсен çыхăну уйрăмне кĕрсе тухмасăр епле пултăр. Кĕтесре вырнаçнă кирпĕч çурт хăй патнех туртать. Паллах, ахальтен мар.
Ольга Томашова ертÿçĕ яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илнине асăрханă. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Ĕç-хĕлпе кăмăлпах паллаштарма пикенчĕ вăл.
- Пирĕн йыш юлса пыни пулман. Умри ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртсех пыма тăрăшнă. Чылай çул каялла «Чи лайăх çыхăну уйрăмĕ» ята та тивĕçнĕччĕ. Хальхи кăтартусене те япăх темелле мар, - хаваспах калаçрĕ Ольга Николаевна.
Янкурас хĕрĕ çыхăну ĕçченĕ пулма çуралнă тейĕн. Ара ачаллах ку енĕпе тимлеме тÿр килнĕ вĕт. Амăшĕ, Римма Александровна, Элĕкри почтăра нумай çул тăрăшнă май ачисене те ку ĕçе явăçтарнă. Хастар почтальонкăна пĕчĕк хĕрĕсем хаваспах пулăшнă.
- Эпир почтăрах çитĕнтĕмĕр, - тет халĕ шÿтлерех Ольга Николаевна. - Сортировкăна анне пыриччен ирех çитеттĕмĕр. Хамăра тивĕçекен хаçат-журнала хăвăрт суйласа илеттĕмĕр. Хыççăн ытти почтальонсене те пулăшаттăмăр. Вĕсем вара пире конфет парса хавхалантаратчĕç. Тĕрлĕ кăларăма ял-йыш нумай çырăннăран аннен почтальон сумкки яланах сулăмлăччĕ. Эпир çывăх çыннăмăра хаçат-журнала валеçме те пулăшнă. Почта еннех туртăнса ÿснĕ хĕр пĕрчи Элĕк вăтам шкулĕпе сывпуллашнă хыççăнах телеграфиста вĕренсе тухнă. Ăна валли ĕçĕ те тăван кĕтесрех.
- Районти çыхăну уйрăмĕнчи телеграф уйрăмĕнче опытлă çынсем вăй хуратчĕç. Антонина Данилова, Фаина Толмачева, Тамара Степанова тата ыттисем вĕрентсе, пулăшса пынипе, хам тăрăшнипе ĕçе часах хăнăхрăм, - терĕ почта ĕçченĕ.
Хăйĕн пурнăç çулĕ вара Элĕк енрен аякка выртнă-мĕн. Шăпа пÿрнинчен иртеймĕн. 1985 çулхи ноябрь уйăхĕнче Юнтапа салине качча тухнă Ольга. Кунти маттур яшпа Михаилпа çемье чăмăртанă. Телейĕ те пулнă-ха çĕнĕ çыннăн. Çамрăк специалиста почтăна ĕçлеме илнĕ. Ольга Томашова часах ертÿçĕ пулма та тивĕçнĕ. Вăл шанăçа тÿрре кăларсах пынă.
Тĕплĕнрех хаçатăн 26-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.