45-мĕш пепке çуралнă
2019 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ Элĕк салинче пурăнакан Оксана Александровнăпа Константин Юрьевич Павловсене районта çуралнă 45-мĕш ача ашшĕ-амăшĕ пулнă ятпа пысăк савăнăçпа саламланă. Станислав - çемьери виççĕмĕш ача. Унăн пурнăçри пĕрремĕш документне - çурални çинчен свидетельствăна ашшĕ-амăшне район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева панă. Павловсене ача çуралнă ятпа районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Василиса Архипова та салам сăмахĕсем каланă.