Ача чухне инспекторсене курсан вĕсем патне чупса пынă
Патшалăх автоинспекцийĕн инспекторĕн кирек мĕнле çанталăкра та - шăрăхра, шартлама сивĕре, çумăрта, çил-тăманра - ĕçлемелле, çул çинчи хăрушсăрлăха тимлемелле. Июлĕн 3-мĕшĕнче Раççейре Патшалăх автоинспекцийĕн кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн редакци тĕпелне РФ ШĔМĕн Вăрнарти уйрăмĕн Патшалăх автоинспекцийĕн çул-йĕрпе патруль службин инспекторне, полици лейтенантне Александр Димитриева чĕнтĕмĕр.
- Александр Григорьевич, хăвăрпа паллаштарăр-ха.
- Эпĕ Элĕк районĕнчи Шуркасси ялĕнче 1993 çулта çуралнă, анчах Элĕк салинче çитĕннĕ, унтах вĕреннĕ. Çемьере эпир иккĕн ÿсрĕмĕр. Йăмăк медицина енĕпе кайрĕ.
- Манăн шухăшпа, йĕрке хуралĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Мĕншĕн шăпах ку профессие суйланă Эсир?
- Кун пирки эпĕ ачаранпах ĕмĕтленнĕ. Ку професси мана мĕнпе илĕртнине пĕлместĕп, анчах чун туртатчĕ. Атте, Григорий Вениаминович, Элĕкре полици тытăмĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Ăна кура полицейски пулас килетчĕ. Урăх нимĕнле професси пирки те шухăшламан эпĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне ПАИ ĕçченĕсене курсан вĕсем патне чупса пыраттăм та вĕсен ĕçне куç илмесĕр сăнаттăм. «Сирĕн пата ĕçлеме килĕп», - тени те пулнă вĕсене.
- Инспектор ĕçĕ йывăр мар-и? Кирек мĕнле çанталăкра та çул çинчи йĕркене сыхламалла-çке-ха.
- Маншăн йывăр мар. Çанталăкĕ хăйне май романтика (кулать. – Авт.). Ку тытăмра 2022 çултанпа ĕçлетĕп. Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухсан салтака кайрăм. Унтан таврăнсан полицие ĕçлеме кĕтĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче право хуралĕн ĕçĕ енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ПАИе ĕçлеме куçрăм.
- Апла эсир хăвăрăн ĕçре йывăрлăхсем пачах курмастăр?
- Çын çитменни анчах. Пĕр талăк ĕçленĕ хыççăн хăçан - пĕр талăк, хăçан иккĕ канатпăр. Эпир Элĕк тата Вăрнар округĕсенчи çул-йĕр çинчи йĕркене пăхса тăратпăр.
- Халĕ хĕрарăмсем те машинăпа çÿреççĕ. Çул çинче вĕсене чарсан куç хĕссе штраф тÿлессинчен хăтăлма тăрăшмаççĕ-и?
- Çук, манăн практикăра ун пекки пулман.
- Хальхи вăхăтра çул çинче водительсем ытларах мĕнле йĕркене пăсаççĕ?
- Ÿсĕр водитель нумай. Кунне 2-3 ÿсĕр водитель çакланни те пулать. Хăйсем эрех-сăра ĕçнине йышăнманнисем те пур. Ÿсĕр лекнисен йышĕнче хĕрарăмсем сахал, 5 процент кăна. Анчах кашни çул вĕсен йышĕ те нумайланса пырать. Ÿсĕм енчен пăхас пулсан, çамрăккисем те, аслăрах ÿсĕмрисем те ÿсĕрле çакланаççĕ. Кашни уйăхрах рейдсем иттеретпĕр. Хĕрĕнкĕ кăна мар, лачкам ÿсĕррисем те лекеççĕ.
- Çул çинчи йĕркене пăсакансенчен хăшĕ-пĕри инспектора взятка сĕнме хăтланать.
- Ун пекки ĕлĕк нумай пулнă, халĕ йĕри-тавралла видеокамера ÿкерет. Кун пирки водительсене тÿрех калатпăр.
- Çапах та водитель взятка питĕ парасшăн пулсан мĕн тăватăр?
- Малтан асăрхаттаратпăр. Пачĕç пулсан кун пирки тÿрех ертÿлĕхе пĕлтеретпĕр. Тавах Турра, манпа хальччен кун пек тĕслĕхсем пулман.
- Уйрăмах çамрăксем пысăк хăвăртлăхпа çÿреме кăмăллаççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Халĕ çул çинче пур çĕрте те камерăсем вырнăçтарнă. Тĕслĕхрен, Ишекрен Элĕке çити - 5 видеокамера. Вĕсем пурри питĕ пысăк усă парать.
- Ĕç кăна мар, чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупмалла. Пушă чухне мĕнпе кăсăкланатăр?
- Ытларах «кил - ĕç» графикпе пурăнатăп. Пушă вăхăта çемьепе ирттерме кăмăллатăп. Мăшăрпа икĕ ача ÿстеретпĕр: хĕрĕмĕр - 2, ывăлăмăр 6 çул тултарать.
- Водительсене мĕн калас килет?
- Руль умне ÿсĕрле лармалла мар.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
КОММЕНТАРИ
РФ ШĔМĕн Вăрнарти уйрăмĕн Патшалăх автоинспекцийĕн çул-йĕрпе патруль службин пуçлăхĕ Геннадий КАЗЫКИН:
- Шкулта вĕреннĕ чухне Александр пирĕн пата (эпĕ ун чухне инспекторта ĕçлеттĕм) чупса килсе ĕç пирки ыйтусем парса кăсăкланатчĕ. Вăл 2024 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Енри испекторсем хушшинче призерсен йышне кĕчĕ.
Ĕçтешĕмсене уяв ячĕпе саламлатăп! Хальхи вăхăтра ку тытăмра ĕçлекенсене чăтăмлăх, çирĕплĕх, тивĕçлĕ канăва кайиччен тивĕçлипе ĕçлеме сунатăп. Ветерансене вара çак тытăмра вăя шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Пурне те чи кирлине - çирĕп сывлăх - сунатăп!