Ачасем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ
Кăçалхи çичĕ уйăхра 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе Чăваш Енре 68 авари пулса иртнĕ. Вĕсенче пĕр ача вилнĕ, 78-шĕ суранланнă. 33 аварире çамрăк çул çÿревçĕсем çине кĕрсе кайнине регистрациленĕ.
Çак чуна ыраттаракан кăтартусене Патшалăх автоинспекцийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн сотрудникĕсем пĕлтереççĕ. Кунта цифрăсем кăна мар-çке, вĕсенче ачасен пурнăçĕ татăлни, ашшĕ-амăшĕн куççулĕ çырăннă. Мĕн тумалла-ха инкеке сирес тесен;
Çак ыйту, шел пулин те, çĕршывĕпе çивĕч тăрать. Çулсем çинче хăйсене тытма хăнăхмалли, йĕркесене çирĕп пăхăнмалли çинчен ачасене аса илтерсех тăмалла. Паллах, кунта ашшĕ-амăшне явăçтармасăр пулмасть. Шăпах çакна шута илсе Раççейĕн пур регионĕнче те çулсеренех Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх эрни ирттереççĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 16-20-мĕшĕсенче пулчĕ. Çак тапхăрта Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе тĕл пулса тематика урокĕсем, викторинăсем, флешмобсем йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне шкул ачисене Учи.ру платформăна вырнаçтарнă Пĕтĕм Раççейри «Хăрушлăхсăр çулсем» онлайн олимпиадăна хутшăнма йыхравланă. Вăл кăçал 5-мĕш хут иртет, сентябрĕн 24-мĕшĕнче пуçланать те октябрĕн 27-мĕшĕччен пырать. Ăна «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе олимпиадăра 4 çул хушшинче 15 млн ытла ача хутшăннă. Элĕксем те хаваспах хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе çирĕплетеççĕ.
Çак кунсенче Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх эрни Элĕк округĕнче те анлă иртрĕ. Шкул ачисемпе Элĕкри полици пайĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин инспекторĕ, полици капитанĕ Марина Никитина тата Патшалăх автоинспекцийĕн Вăрнарти уйрăмĕн инспекторĕ Анатолий Данилов тĕл пулнă. Ачасенчен ытларахăшĕ çуран çÿренĕрен тата велосипедпа ярăннăран ку тĕлĕшпе хăйсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли çине пусăм тунă, правилăсене аса илсе çирĕплетнĕ. Анатолий Андреевич уйрăмах çулсем çинче час-час тĕл пулакан кĕтменлĕхсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă, вĕсене хăйсен ĕçĕнче тĕл пулакан тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Полици лейтенанчĕ тепĕр çивĕч ыйтăва та хускатмасăр хăварма пултарайман. Ку вăл çула çитмен ачасем мопедпа, скутерпа тата питбайтпа çулсем çине тухни. Çакă вара хăйсем умне кăна мар, автотранспорт хуçисем умне те, çуран çÿрекенсем умне те хăрушлăх кăларса тăратать, инкексен сăлтавĕ пулса тăрать. Çитменнине тата транспорт рульне тытма «М» категориллĕ права пулмалла, çула çитменнисен хальлĕхе вăл çук-ха. Апла пулсан мопедсемпе çÿреме те ирĕк илмен. Шел пулин те, Элĕк округĕнчи çулсем çинче йĕркене пăсакансем тупăнсах пыраççĕ. Марина Никитина полици капитанĕ пĕлтернĕ тăрăх, 16 çул тултарнисен тĕлĕшĕпе кăçал 7 адмпротокол çырма тивнĕ, кĕçĕнреххисем тĕлĕшпе çула çитменнисен комиссине пăхса тухма 5 ĕç тăратнă. Ачасем йĕркене пăснишĕн ашшĕ-амăшĕн те явап тытма тивнине те палăртса хăвармалла. Саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене пăснă ачасен ашшĕ-амăшне 30 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ, туртса илнĕ транспорта ятарлă лапама вырнаçтараççĕ, кунта эвакуатор пулăшăвĕшĕн те, ятарлă лапамра ларнăшăн та тÿлеме тивет. Ашшĕ-амăшĕн ачисене воспитани парассипе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн те явап тытмалла пулать. Кунта асăрхаттарнипе те çырлахма пултараççĕ, е штраф тÿлеттереççĕ. Вăл 100-500 тенкĕпе танлашать.
Çул-йĕр çинчи аварисене тишкерес пулсан, инкексем çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулнине те палăртмалла. Е кирлĕ вырăнта çул урлă каçмаççĕ, е çулсем çине кĕтмен-çĕртен сиксе тухаççĕ. Çавăн пекех каçхине çутатакан паллăсемпе те çителĕклĕ усă курмаççĕ. «Çул çине тухакансен, уйрăмах çул хĕррипе утакансен каçхине çиелти тумтир çине çутатакан ятарлă паллăсене – аппликацисемпе термонаклейкăсем, йăрăмсем вырнаçтармалла. Шел пулин те, çамрăксем халĕ ытларах хура е ытти тĕксĕм тĕслĕ тумсем тăхăнма кăмăллаççĕ. Çакă вара водительсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратать, аякранах асăрхама май памасть», - тесе пĕлтерчĕ Марина Никитина инспектор.
Хальхинче Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх эрни вĕçленчĕ терĕмĕр, анчах та ачасемпе ĕçлесси вĕçленмест-ха. Вăл кулленех туса пымалли ĕç. Çакна та асра тытасчĕ, сăмахпа кăна калани çителĕксĕр, пирĕн, аслисен, ырă тĕслĕхпе вĕрентсе пырасчĕ çитĕнекен ăрăва.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
КОММЕНТАРИ
Анатолий ДАНИЛОВ,
Патшалăх автоинспекцийĕн Вăрнарти уйрăмĕн инспекторĕ:
«Шкул ачисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен калаçасси йăлана кĕчĕ. Эпир хускатакан ыйтусем чăннипех те çивĕч тăнине статистика кăтартăвĕсем çирĕплетсе параççĕ: çулсем çинчи инкексен шучĕ пĕчĕк мар. Çавăнпа та ачасемпе пĕчĕкренех ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Паллах, аслисем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартни нимрен те хаклăрах.
Нумаях пулмасть Юнтапа шкулĕнче çамрăк çул-йĕр инспекторĕсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем çулсеренех республикăра иртекен конкурссене хутшăнаççĕ, ятарлă тумĕ те пур. Хальхинче çамрăк инспекторсемпе пĕрле водительсене ятарлă асăрхаттарусем валеçсе патăмăр. Пĕрлехи ĕçсем хăйсен çимĕçне парасса шанатпăр».