Ачасене музея çÿреме килĕшет
Çитес шăматкун тепĕр паллă та пĕлтерĕшлĕ кун кĕтет пире. Майăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Музей кунне паллă тăватпăр. Унăн хăйĕн историйĕ те пур иккен. 1977 çулта Мускавпа Ленинградра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери музейсен Канашĕн конференцийĕнче Раççей делегацийĕ сĕннипе професси уявне ирттерме йышăннă. Унтанпа вăл çулсеренех иртет. Çак кун музейсем куракансене çĕнĕ экспонатсемпе паллаштараççĕ, тематика лекцийĕсемпе фестивальсем, ăслăлăх вулавĕсем тата ачасем валли хатĕрленĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Сăмах май, «Музейсен каçĕ» акцие те çак куна халалланă.
Элĕк енри музей ĕçченĕсем хăйсен професси уявне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕн директорĕпе Ольга Алексеевăпа тĕл пултăмăр.
- «Музейсен каçĕ» акцие эпир те хутшăнатпăр. Вăл майăн 17-мĕшĕнче иртет. Курав залĕнче «Шăхличĕ тетте» ăстаçă сехечĕ йĕркелетпĕр. Ачасем хăйсен аллипе тăмран кайăк евĕр шăхличĕ ăсталама хăнăхаççĕ. Ку ĕçĕн уйрăмлăхĕ çинчен те каласа паратпăр кунта хутшăнакансене. Кунсăр пуçне пирĕн музейра çак кунсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă «Вăрçă историйĕ салтаксен çырăвĕсенче...» курав ĕçлет. Кăмăл тăвакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен упранса юлнă виç кĕтеслĕ çырусемпе те паллашма пултараççĕ. Чăваш тумĕн куравĕ те интереслĕ пуласса шанатпăр. Кунсăр пуçне Чăваш Сурăмĕнчи таврапĕлÿ музейĕ те акцие хатĕрленет. Кунта Çемье çулталăкне халалланă «Чăваш çемйисенчи наци уйрăмлăхĕсем» темăпа тĕрлĕ ĕç туса ирттерĕç.
- Ольга Евгеньевна, асăрханă тăрăх, музейра иртекен мероприятисене шкул ачисене сахал мар явăçтаратăр.
- Тĕрĕссипе, музей ĕçне йĕркеленĕ чухне тĕрлĕ ăрури çынсене явăçтарма тăрăшатпăр. Паллах, шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Ачасем валли экскурсисем, ăстаçă сехечĕсем, квест-вăйăсем, вĕренÿ сехечĕсем йĕркелетпĕр. «Пушкин картти» программăпа ĕçлени те хăйĕн витĕмне кÿрет. Пĕлтĕр акă вăл пулăшнипе 30 ытла мероприяти ирттерме пултартăмăр.
- Ытларах мĕн кăмăллаççĕ ачасем;
- Ачасем пуринпе те кăсăкланаççĕ. Ĕçе хăйсене хутшăнтарни ытларах килĕшет вĕсене. Акă «Уйра кĕпе çитĕннĕ» занятинче ачасем малтанах кĕпесене килте тĕртсе хатĕрленĕ пиртен çĕлени çинчен пĕлеççĕ. Музейра упранакан пир тĕртмелли станокпа мĕнле ĕçленине кăтартнă хыççăн хăйсем те хаваспах ĕçе кÿлĕнеççĕ. Çавăн пекех ăстаçă сехечĕсенче хÿтĕлев пĕлтерĕшлĕ пуканесем ăсталаççĕ, хăйсен ĕçĕсене кайран киле илсе кайса ашшĕ-амăшне кăтартаççĕ.
- Музейра йĕркеленĕ экскурсисем те яланах интереслĕ иртеççĕ. Ятарлă уроксем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ пулас.
- Элĕк енри тĕрлĕ шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕрентекенсем уйрăм темăсемпе уроксене кунта ирттерме тăрăшаççĕ. Чăнах та, музейри экспонатсем ку енĕпе пысăк пулăшу параççĕ. Пĕлтĕр И.Я.Яковлев юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» курав ăнăçлă ĕçлерĕ. Çавăн пекех хамăр ентешсен пултарулăхĕпе паллаштарма та тăрăшатпăр. Писĕпре çуралса ÿснĕ Иван Владимиров художник пултарулăхне халалланă куравра ентешĕн 50 ĕçĕпе паллаштарма май килчĕ.
- Ольга Евгеньевна, музейра иртекен мероприятисен анонсĕпе мĕнлерех паллашма пулать-ши?
- Музейăн хăйĕн сайчĕ пур. Çавăн пекех ВКонтакте тата Одноклассники социаллă сетьсенче кулленхи ĕçсем çинчен каласа паратпăр. Хамăр патра та яланах хапăлласах кĕтсе илетпĕр.
М.МИХАЙЛОВА.