Алла Салаева: Раççей вăйĕ - регионсенче!
Апрелĕн 28-мĕшĕнче Элĕк муниципаллă округĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пулчĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Лежнина, ЧР Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев килсе çитрĕç. Элĕк муниципаллă округ ертÿлĕхĕ Александр Терентьев тата Лидия Никитина хутшăннипе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе курчĕç.
Ĕçлĕ çул çÿрев Юнтапа вăтам шкулĕнчен пуçланчĕ. Кунта шăпах капиталлă юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Вĕсем «Вĕренĕве аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн «Шкулăн вĕренÿ тытăмне çĕнетесси» программа шучĕпе пурнăçланаççĕ. Ĕçсене «ПСП «Импери» строительство организацийĕ пурнăçлать. Подрядчик пĕлтернĕ тăрăх, объектра чăрмавсем çук, ĕçсем палăртнă план тăрăх пыраççĕ. Ку вăхăта пÿлĕмсене хăтлăх кĕртессипе тимлеме пуçланă, çурт тăррине витеççĕ, канализаци тытăмне тĕпрен улăштараççĕ, электричество çутипе тивĕçтерес тытăмра монтаж ĕçĕсем пыраççĕ.
Алла Леонидовна пÿлĕмсене кĕрсе курнă май кунта мĕнлерех дизайн пулассипе интересленчĕ, тематикăллă классем йĕркелеме сĕнчĕ. Çапла майпа вара çитĕнекен ăрăва шкул тата ялсен историйĕпе паллаштарма, ку тăрăхран тухнă паллă çынсем çинчен каласа пама пулать. Шкул директорĕпе Альберт Кондратьевпа пĕрле вĕренÿпе производство класĕсем уçассине сÿтсе яврĕç. Алла Леонидовна ку тĕлĕшпе кÿршĕсен – Хĕрлĕчутайсен опычĕпе паллашма сĕнчĕ. Кунти шкулсенче тĕрлĕ профессие алла илме пулăшаççĕ. Юнтапасен те мухтанмалăх сăлтавĕ пур. Шкулта 10-11-мĕш классенче вĕренекенсене валли «Трактор» ятарлă курс йĕркеленĕ. Арçын ачасем В тата С категорие илме экзаменсем тытаççĕ.
«Ялти шкулсен нихăш енчен те хуларисенчен кая пулмалла мар – хальхи йышши оборудовани тĕлĕшĕнчен те», - тесе шутлать Алла Леонидовна. Çул çÿревĕн малалли пайĕ Тавăт шкулĕнче иртрĕ. Кунти капиталлă юсав ĕçĕсем хыççăн ачасене вĕренме пур услови те çителĕклĕ. Юсав ĕçĕсем «Вĕренÿ аталанăвĕ» патшалăх программин шучĕпе иртнĕ.
Хăнасем «Воспитани ĕçĕн çĕнĕ философийĕ» класс ертÿçисен форумне хутшăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Сăмах май, кунта республикăри тăватă округран – Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне шкулĕсенчен 120 педагог пуçтарăннă. «Чăваш Енри шкулсем еплерех улшăннине курса тăратпăр. Комплекслă модернизаци программине ĕçлеттерсе яма пуçласан эпир хамăр ума ачасемпе вĕрентекенсем валли хăтлă условисем туса пама тĕллев лартрăмăр. Тĕслĕх вырăнне Тавăт шкулне илме пултаратпăр. Шăпах вăл капиталлă юсав витĕр пĕрремĕш тухакансенчен пĕри пулчĕ», - терĕ Алла Леонидовна. Форума хутшăнакансене саламланă май педагогсене ăнăçу сунчĕ.
«Раççей вăйĕ - регионсенче, регионсен вăйĕ вара ял-саласемпе хуласенче. Воспитани ĕçĕн философийĕ вăл çĕнех те мар. Унăн никĕсĕнче - Тăван çĕршыва юратни тата унпа мăнаçланни», - хушса каларĕ Патшалăх Думин депутачĕ.
Элĕк ен вĕренекенĕсем ал ĕçĕ тума маттур пулнине ăстаçă лаççинче кăтартрĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли çăмран çăлтăр евĕр сувенирсем хатĕрлеççĕ. Кун пек пĕчĕк парнене Алла Леонидовна та тивĕçрĕ, çавăн пекех тĕлпулура Тавăтсем асăнмалăх хăйсен аллипе хатĕрленĕ сехете парнелерĕç. Депутат ăна Патшалăх Думине илсе кайма шантарчĕ.
Тепĕр чарăну Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче иртрĕ. Кунта «МСО «Аликовское» строительство организацийĕ тимленипе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Объекта «Единая Россия» Халăх программине кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра кунта малтанхи шкул çуртĕнчен стенисем кăна тăрса юлнă. Строительсем пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче путвала кĕмелли вырăн тупнă. «Тен, унта районăн иртнĕ кун-çулĕпе çыхăннă истори пуянлăхĕ упранать?» - интересленчĕç хăнасем. Алла Салаева ÿнер шкулне уçнă çĕре килме шантарчĕ. Графикпа килĕшÿллĕн кунти ĕçсем 2024 çулта вĕçленмелле.
Элĕк тăрăхне килмессерен кашнинчех граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те калаçу округ администрацийĕн пĕчĕк залĕнче иртрĕ. Депутатран хальхинче те тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтрĕç. Тавăт шкулĕн территорине хăтлăх кĕртессипе ĕçсене вĕçлесси, Крымсарайкка ялĕнче клуб тăвасси канăç памасть ку тăрăхра пурăнакансене. Çавăн пекех «Никольски – Нурăс – Мăн Ямаш» тата Анатри Юлăшри çулсене юсасси пăшăрхантарать çынсене. Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ котельнăйне çĕнетме пулăшу ыйтрĕ. Алла Леонидовна кашни ыйтăвах округ ертÿлĕхĕпе тата министерствăсен представителĕсемпе сÿтсе яврĕ, тивĕçлĕ хурав пачĕ.
Тĕлпулăва вĕçленĕ май Алла Леонидовна администрацин акт залĕнче Элĕк енĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Депутат «Единая Россия» партин Халăх программи еплерех пурнăçланни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл Патшалăх Думинчи ĕçсем, Парламентари умĕнчи татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕлпулу савăнăçлă лару-тăрупа вĕçленчĕ. Финанс пайĕн тĕп специалист-экспертне Елена Аверкиевăна, Элĕк муниципаллă округ депутатне Вячеслав Маркова, вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумне Наталия Николаевăна Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.