Ăнăçу - çĕнĕлĕхрен хăраман педагогсенче
Вĕрентекенсен ĕçне вырăна хурас, ăста педагогсене тупса палăртас тĕллевпе районта çулсеренех конкурссем йĕркелеççĕ. Кăçал та çак йăлана пăрахăçламан. Иртнĕ эрнере районти тата шкул çумĕсенче йĕркеленнĕ ача сачĕсенче тăрăшакан воспитательсем хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç. Пандемие пула «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ - 2021» конкурс йĕрки кăшт улшăннă пулин те, районти чи пултаруллă педагогсен ĕçĕ-хĕлĕпе февралĕн 19-мĕшĕнче Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче тÿрремĕнех паллашма май килчĕ.
Кăçалхи конкурса Аня Ананьева, Людмила Васильева, Галина Потапова («Çăлкуç» ача сачĕ), Светлана Трофимова («Хĕвел» ача сачĕ»), Светлана Степанова (Тавăтри «Пучах» ача сачĕ), Эльвира Кузьмина (Ураскилтри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ) хутшăнчĕç. «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ - 2021» конкурса воспитательсем çулсеренех хастар хутшăнса район чысне республика шайĕнче хÿтĕлени яваплă та йывăр ĕç», - палăртрĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ Валентина Семенова. «Ăнăçу - çĕнĕлĕхрен хăраман, хальхи технологисене ĕçе кĕртекен педагогсенче. Эсир кашниех пултаруллă та ăста, пурне те ăнăçу сунатăп», - терĕ «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова.
Конкурсантсен икĕ тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулчĕ. «Манăн педагогикăри çĕнĕлĕх» тĕрĕслевре воспитательсем шкул çулне çитменнисене воспитани парас, тавракурăмне ÿстерес ĕçре хальхи йышши çĕнĕлĕхсемпе тата мелсемпе усă курнине, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура пулнине кăтартса пачĕç. Кашни педагог презентаци тата видеокурав хатĕрлени воспитатель хальхи пурнăçпа тан утнине, вĕсен ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк шайра пулнине, вĕсем хăйсен профессине чунтан юратнине палăртрĕç жюри пайташĕсем.
Воспитательсем ачасемпе ирттернĕ мероприятие те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сăмахран, Тавăтри «Пучах» ача сачĕн педагогĕ Светлана Степанова ачасемпе пĕрле хăйăрпа ÿкерчĕксем ăсталать. Галина Потапова учитель-логопед презентацире ачасене чĕлхе массажĕ хĕрачасемпе арçын ачасене пуплеве тĕрĕс йĕркелеме пулăшнине кăтартса пачĕ. «Хĕвел» ача сачĕн воспитанникĕсем вара юмах тĕнчипе туслă пулни, Светлана Трофимова вĕсене кулленех тĕрлĕ юмахпа паллаштарни курăнчĕ. Людмила Васильева ачасен тавракурăмĕ тĕпчев урлă аталанса пуянланнине палăртрĕ. Уçлăхри интереслĕ самантсемпе планетăсем Ураскилтри ача сачĕн воспитанникĕсемшĕн ним те мар тейĕн. Эльвира Кузьмина воспитатель хăйĕн ĕçĕнче çак темăна хускатрĕ те. Шăпăрлансен пуплевне тĕрĕс йĕркелеме, пуç мимине лайăх ĕçлеттерме кинезиологи мелĕ уйрăммăнах пысăк пулăшу панине «Çăлкуç» ача садĕнче тăрăшакан Аня Ананьева презентацийĕнче курма тÿр килчĕ.
Асăннă ĕçе пурте тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани курăнчĕ. Телейлĕ ачалăх управçисем хăйсен ĕçĕнче педагогикăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнисĕр пуçне оратор тата актер ăсталăхĕпе палăрни тыткăнларĕ. Ачасем хăйĕн «иккĕмĕш амăшне» ăшă сăмахпа хавхалантарни кашнин чунне ăшăтрĕ тейĕн. Ку тĕрĕслевре те педагогсем хăйсене хастар кăтартрĕç.
Жюри пĕтĕмлетÿ тунă май кашни педагог ăсталăхпа, пултарулăхпа палăрнине каларĕç, вĕсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. «Çăлкуç» ача садĕнче тăрăшакан Аня Ананьева çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çак ача садĕнчех учитель-логопедра тимлекен Галина Потапова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ пулсан, «Хĕвел» ача садĕнчи Светлана Трофимовăпа «Пучах» ача садĕнче тăрăшакан Светлана Степанова виççĕмĕшсем пулчĕç. «Профессие чунтан парăннăшăн» номинацире Людмила Васильева («Çăлкуç» ача сачĕ), «Чĕреме ачасене парнелĕп» номинацире Эльвира Кузьмина лауреатсем пулчĕç.
Конкурс районти ача сачĕсенче чăннипех те ăста, пултаруллă, анлă тавракурăмлă, хастар, мал ĕмĕтлĕ воспитательсем тăрăшнине, хăйсен ĕçĕнче ку чухнехи технологисене мала хунине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Аня Владимировнăна вара район чысне республика шайĕнче чыслăн хÿтĕлеме ăнăçу сунатпăр.
Вера МОРОЗОВА, «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.