Анне сăнарĕ вилĕме парăнтарма пулăшрĕ
Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн шкулсенче «Паттăрлăх урокĕсене» ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кашни ялăн, вĕренÿ учрежденийĕн хăйĕн паттăрĕ пур. Вĕсен шутне вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăнăçлăха сыхласа хăварнă кашни çыннах кĕртме пулать. Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă тата Çурçĕр Кавказри «вĕри точкăсене» хутшăннисене те паттăрсен йышнех кĕртмелле ахăртнех.
Февралĕн 21-мĕшĕ Ураскилтри вăтам шкул черетлĕ хут çĕршыв сыхлăхĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсене йышăнчĕ. Кунта пĕлÿ илнĕ, СОБРта тăнă, хĕрÿ çапăçусене хутшăннă Олег Данилов хальхинче тĕлпулăва кÿршĕллĕ Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройне Евгений Борисова чĕннĕ. Çавăн пекех Афган вăрçине хутшăннă Валерий Мошков ентеш килни те шкул ачисене хавхалантарчĕ. Вĕренекенсем паттăрсене патриотизмпа çыхăннă юрăсем парнелерĕç. «Паттăрлăх урокне» хутшăнакансене уяв ячĕпе шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Галина Осипова саламларĕ.
Ун хыççăн иккĕмĕш Чечен вăрçине хутшăннă Евгений Борисов сăмах илчĕ. Муркаш каччи Çурçĕр Кавказ çар округĕн типçĕр çарĕсене лекнĕ, инженерипе сапер ротинче службăна ирттернĕ. 1999 çулхи октябрь уйăхĕнче Раççей салтакĕсене Бамут сала çывăхĕнчи боевиксен тĕп тума хушнă. Çакăн чухне ĕнтĕ çар çыннисен пĕр подразделенийĕ засадăна лекнĕ. Вĕсене ирĕке кăларма Евгений Борисовсен тепĕр подразделенийĕ танкпа çула тухнă. Анчах та боевиксем те тĕлĕрмен. Вĕсем Раççей салтакĕсен танкне гранатометпа персе сиенлетнĕ. Евгений Борисовпа Урал тăрăхĕнчи Юра юлташĕ танкран тухма пултарнă. Çакăн хыççăн çамрăксемшĕн вилĕмпе пурнăç хушшинчи чăн-чăн хĕрÿ çапусем тин çеç пуçланнă. Туссен пĕрре мар боевиксемпе çапăçăва кĕме тивнĕ. Çакăн пек çапăçусенчен пĕринче Женьăна сылтăм аллинчен персе амантнă, тепринче вара граната ванчăкĕ сулахай урине суранлатнă.
«Утма мар, пăшал тытма та вăй юлмрĕ пулин те алăран граната вĕçертмерĕм. Боевиксем çывăхах килсен хампа пĕрле вĕсене те сир- пĕтсе ярасси çинчен шутланă, хамăр салтаксене тĕл пулас шанчăка вара самантлăха та çухатман. Анне çинчен шутлани вилĕме парăнтарма пулăшрĕ те ун чухне. Герой ятне тивĕçесси çинчен шутламан та», - çарти паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕ Евгений Борисов.
Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă ентешĕмĕр те Валерий Мошков та хăйĕн салтак çулĕпе паллаштарчĕ. «Пĕр кунра Элĕк тăрăхĕнчен 5-ĕн çара ăсантăмăр. Çар вĕренĕвĕ витĕр тухрăмăр, водительте ĕçлерĕм, çунтармалли-сĕрмелли материалсене тивĕçтерессишĕн яваплăччĕ. Çавăнпа та тусем-сăртсем хушшипе автотранспортпа пынă чухне душмансен пуля çумăрĕ айне лекнине те тунмастăп»,- кĕскен паллаштарчĕ Валерий Алексеевич. Пулас çĕршыв хÿтĕлевçисене яланах спортпа туслă пулма сĕнчĕ.
Шупашкарти «Живи и помни» халăх ансамблĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннисене асăнса юрăсем шăрантарчĕ. Ун хыççăн ветерансемпе аслă ÿсĕмрисем, Ураскилт, Шĕмшеш, Мăн Вылă шкулĕсенче вĕренекенсем спорт вăййисенче тупăшрĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА.