Ăрусен çыхăнăвĕ: пĕр тĕллев, пĕр чĕре, пĕр ĕç
Çакăн пек ятпа иртрĕ Элĕк округĕнче республикăри социаллă тата патриотизмла пĕлтерĕшлĕ проект. Чăваш Республикинчи пысăк пуçару Элĕк тăрăхĕнчен пуçланнине те палăртмалла. Çак кун Çулавăçри Смоленск Турă Амăшĕн чиркĕвне чăннипех те тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланакансем пухăнчĕç. Вĕсем хушшинче округри шкулсенчи çамрăк армеецсем те, «кĕмĕл» волонтерсем те пулчĕç. Пухăннисем умĕнче Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Енри «Юнармия» юхăмăн регионти уйрăмĕн Штаб начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Димитрий Димитриев, унăн çумĕ – Раççейри ДОСААФăн Шупашкарти шкулĕн инструкторĕ Сергей Степанов, Ураскилтри Туррăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Егоров протоиерей, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕн» Элĕкри уйрăмĕн правлени председателĕ Валерий Иванов тухса калаçрĕç.
Элĕк тăрăхĕ яланах аслă ăрăва хисепленипе тата çемьесенче йăла-йĕркене çирĕп тытса пынипе палăрнă, халĕ те палăрать. Çакна Александр Юрьевич та хăйĕн сăмахĕсемпе çирĕплетсе пачĕ. «Паян «кĕмĕл» волонтерпа юнашар çамрăк армеец пĕр сĕтел хушшине ларса ятарлă çар операцинчи ентешсем патне çыру çырсан е хÿтлĕх çетки çыхсан чăннипех те хăйне евĕр асамлă ĕç пулса иртет. Астăвăмăн чĕрĕ историйĕ ăруран ăрăва куçать. Пирĕн округ республикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ проектра пĕрремĕш пулнипе мăнаçлать», - терĕ муниципалитет ертÿçи.
Проекта пурнăçа кĕртме Çулавăçри Смоленск Турă Амăшĕн чиркĕвне суйлани те ăнсăртран мар. Смоленск Турă Амăшĕн турăшĕ авалтанах тăван çĕре хÿтĕлессипе çыхăннă. Шăпах та кунта ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ. Пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет - Тăван çĕршыва хÿтĕлесси. Тата шăпах та Çулавăç чиркĕвĕ çумĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе «кĕмĕл» волонтерсен пысăк ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсем хÿтлĕх çеткисем çыхнисĕр пуçне пĕр чарăнми салтаксем валли типĕ апат хатĕрлеççĕ, аялти кĕпе-йĕм, вырăн таврашĕ çĕлеççĕ. Чăннипех те ăрусен çыхăнăвне çирĕплетмелли вырăн пулса тăчĕ чиркÿ территорийĕ.
Çĕнĕ проект ĕçлесе кайнине палăртса тепĕр ырă ĕçе хутшăнчĕç шкул ачисемпе хăнасем. «Пирĕн вăй – пĕрлĕхре, пирĕн чун – туслăхра» ятпа астăвăм аллейине пуçарса ячĕç. Пурте пĕрле туя хунавĕсене лартрĕç. «Астăвăм аллейинчи йывăçсем ахаль йывăçсем кăна мар. Ку вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене, пирĕн асаттесемпе мăн асаттесене тата паянхи кун çĕршыва хÿтĕлекенсене асра тытни пулать. Туя – яланах ешерекен йывăç, пирĕн астăвăм та ĕмĕрлĕх пулĕ. Аллейăна чиркÿ çумĕнче уçма шутланă, мĕншĕн тесен кунта кĕлĕ вулаççĕ, пурăнакансен сывлăхĕшĕн тата пирĕнтен уйрăлса кайнисен чун канлĕхĕшĕн.
«Çак аллея – ăрусен çыхăнăвне çирĕплетекен паллă. Çыхăну ан татăлтăр, çирĕпленсе кăна пытăр! Çак ачасем çитĕннĕçем йывăççисем те вăй илччĕр. Тăван çĕршывшăн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсен ячĕсем ĕмĕр асра пулччăр!», - терĕ Виталий Филиппов, Астăвăм аллейине пуçарса яраканĕ. Кунта хăнасемпе тата ачасемпе пĕрле «кĕмĕл» волонтерсем тата «Алтăр çăлтăр» ансамбльте юрлакансем те хутшăнчĕç.
Çак кун «кĕмĕл» волонтерсем çамрăк армеецсем валли ăстаçă сехечĕсем йĕркелерĕç. Шкул ачисем хаваспах салтаксем валли типĕ апат хатĕрлеме вĕренчĕç. Хăйсем те ĕçе хутшăнчĕç. Çавăн пекех салтак апатне тутанса та пăхрĕç. Окоп çуртине хатĕрлеме те ăсталăх кирлĕ. Ку енĕпе те хăнăхрĕç çамрăксем. Тăван килтен аякра чухне ачасенчен килнĕ çырусем чуна ăшăтаççĕ, хавхалантараççĕ. Çыру çырас вăрттăнлăха алла илчĕç тепĕр сĕтел хушшинче. «Воин» центр специалисчĕсем «типĕ душ» хатĕрлеме вĕрентнине те тимлесе сăнарĕç çамрăк армеецсем.
Паллах, ятарлă çар операцине гуманитари рейсĕ ăсатас ĕçе те хутшăнчĕç мероприятие пухăннисем. Пĕрлехи вăйпа машина çине кирлĕ япаласене тиеме пулăшрĕç.
Çулавăçра иртнĕ мероприяти пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ пулса тăчĕ. Малашне çамрăк армеецсемпе «кĕмĕл» волонтерсем хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пырĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пурнăçа кĕртмелли ĕçсен планне йĕркеленĕ.
Марина МИТРОФАНОВА, проект авторĕ, методист.