Бизнесра – мал ĕмĕтлĕ çынсем кăна
Паянхи кун Чăваш Енре предпринимательсемпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ 100 пинрен те иртнĕ. Вĕсем, пур шайри бюджета та шута илес пулсан, 35 миллион тенкĕ майлă налук хываççĕ. Çакăн çинчен вице-премьер - Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов Раççей предпринимательлĕхне халалланă уявра каланă.
Майăн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра професси уявĕпе çыхăннă мероприятисем иртнĕ. Кунта округ пуçлăхĕн çумĕ Лидия Никитина ертсе пынипе Элĕк ен делегацийĕ те хутшăннă. Тĕлпулусем вăхăтĕнче Чăваш Енри ĕç рынокĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, ĕç вырăнĕ кунта ĕçлекенсемшĕн илĕртÿллĕ пултăр тесен мĕн тумалли çинчен калаçнă. Çавăн пекех Социаллă фонд, бизнес тата налук службин представителĕсем хăй тĕллĕн ĕçлекенсен уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăнă.
Тăватă çул хушшинче усламçăсем «Пĕр чÿрече» мелпе «Манăн бизнес» центрăн 20 ытла пулăшăвĕпе усă кураççĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт», «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕсем шучĕпе патшалăх пулăшăвĕсем илмелли майсене çĕнетнĕ.
Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен пултаруллă усламçăсене чысласси йăлана кĕнĕ. Акă хальхинче рес- публика шайĕнче иртекен «Çулталăкри предприниматель» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Асăннă конкурсăн «Строительство тытăмĕнчи çулталăкри предприяти» номинацире «МСО» Аликовская» строительство организацийĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем хушшинче «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсене Дмитрий Краснов вице-премьер саламланă. Дипломпа çĕнтерÿçĕ Кубокне «МСО» Аликовская» строительство организацийĕн директорĕ Сергей Лаврентьев тата «Новый путь» хуçалăхĕн тĕп экономисчĕ Елена Афанасьева тивĕçнĕ. Сăмах май, ку предприятисем асăннă конкурсăн муниципалитет шайĕнчи çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ.
Чăнах та, Элĕк енре хастар та мал ĕмĕтлĕ çынсем пурри савăнтарать. Шăпах вĕсем хамăр пурăнакан вырăна лайăххи енне улăштараççĕ, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртеççĕ, кунта пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
Н.СМИРНОВА.