Бизнесра – хăюллисем тата пуçаруллисем
«Предпринимательлĕх вăл - хăюлăх, пуçарулăх тата яваплăх. Шăпах эсир, усламçăсем, регионăн экономики çине пысăк витĕм кÿретĕр: ĕç вырăнĕсем тăватăр, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртетĕр, çынсен пурнăçне лайăххи енне улăштаратăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Предпринимательлĕх кунĕ ячĕпе саламланă май. Ултă çул хушшинче республикăра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекенсен шучĕ 53 процент ытла ÿснĕ - 174-ран 235 пин çынна çитнĕ. Пилĕк çулта предпринимательлĕхе аталантарма 5,6 миллиард тенкĕ уйăрнă, бизнесăн 41 процентне пулăшу панă.
Элĕк округĕнче те пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси çине тимлĕх уйраççĕ. Кунта пĕтĕмпе 385 бизнес объекчĕ ĕçлет. Вĕсен шутĕнче 340 харпăр хăй ĕçне пуçарнă тата 45 юридици сăпатлă предприниматель. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ ÿссе пырать. Паянхи куна çак статуспа 300 ытла çынна регистрациленĕ.
Професси уявĕ умĕн Чăваш Енре «Çулталăкри предприниматель» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене регион Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. «Çулталăкри агроинноватор» номинацире Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи çĕнтернĕ. Кунта ял хуçалăх продукцине туса илес тата тирпейлес ĕçре тунă кăтартусем çине тимлĕх уйăрнă.
Хăй тĕллĕн ĕçлекен Кристина Афанасьева «Самозанятый с характером» номинацире палăрнă. Кристина кун пек конкурса пĕрремĕш хут хутшăнать. Муниципалитет шайĕнче палăрса республикăна тухни малтанах хĕр чĕринче шиклĕх туйăмĕ çуратнă-ха. «Хам ĕç çинчен пысăках мар видео ÿкерсе ятăмăр. Пĕр минут çурăра хамăр ĕçĕн уйрăмлăхне кăтартса памалла пулчĕ. Эпĕ тĕрлĕ шăршăллă çуртасемпе мĕнлерех ĕçленине сăнласа патăм», - пĕлтерчĕ Кристина.
Кристина Афанасьева малтанах округ администрацийĕнче ĕçленĕ. Анчах та пикесене илемлетме – куç хăрпăкĕсемпе харшисене сăрлама пултарнине кура хăй тĕллĕн ĕç пуçарса ярасси çинчен шутланă. Чун киленĕçĕ юратнă ĕçе куçнинчен пахи мĕн пултăр. Çитменнине тата патшалăх енчен пулăшу илме пулать. «Эпĕ икĕ çул каялла самозанятăй пулса хам ĕçе йĕркелесе ятăм. Социаллă контаракт мелĕпе 350 пин тенкĕ илсе кирлĕ оборудовани туянтăм. Çакă пуçласа ĕçе йĕркелесе яма питех те пулăшать», - хăйĕнпе паллаштарчĕ пултаруллă хĕр. Халĕ вăл хăйне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхать. Гипспа та, çуртасемпе те ĕçлеме хăнăхнă. «Ĕçлеме килĕшет, вăхăта хам йĕркелесе пыратăп», - терĕ вăл ăшшăн куларах. Сăмах май, унăн ĕç вырăнĕ «Меркурий» бизнес-инкубаторта вырнаçнă.
Сумлă конкурсра тивĕçнĕ номинацире характер пирки сăмах пырать те, Кристинăран ыйтмасăр чăтаймарăм: «Санăн ĕçре мĕнле характер палăртнă-ши жюри пайташĕсем?» - терĕм. «Тÿрех калама та пĕлместĕп. Тепĕр тесен, харпăр хăй ĕçне çирĕп характерсăр пуçарса яма май та çук пулĕ. Пирĕн ĕçре хамăра хамăр шанни кирлĕ», - уçăмлатрĕ Кристина.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.