Çар службине пысăк йышпа аса илчĕç
Элĕк енри моряксемпе тинĕс пехотинецĕсем Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнине асрах тытаççĕ. Вĕсем июль уйăхĕн юлашки канмалли кунĕнче çулленех Элĕк салинчи Совет Союзĕн Паттăрĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапама пухăнаççĕ. Кăçал Тинĕс-çар флочĕн уявĕ Юнтапара - Виталий Яковлевăн пĕчĕк çĕршывĕнче пуçланнă. Виталий Яковлев Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă, çар заданине пурнăçланă чухне пуçне хунă. Мероприятие хутшăннисем хастар ентеше пĕр минут шăп тăрса чысланă. Унăн вилтăпри çине чечек кăшăлĕ хунă.
Совет Союзĕн Паттăрĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра тинĕс уçлăхне сыхланисене уяв ячĕпе Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар комиссарĕ Владимир Казаков, районти «Моряксен туслăхĕ» союз председателĕ Альберт Кондратьев саламланă.
- Тăван çĕршыва сыхласси яланах арçынсем çинче пулнă. Вырăс салтакĕсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнипе палăрнă. Раççей флочĕ те вăйсăр мар, унăн çĕршыври тăнăçлăха тытса тăма майсем пур, - тенĕ Владимир Иванович.
Уявăн концерт программинчи патриотизмла тата романтикăлла юрăсене Иван Никифоровпа Юрий Давыдов шăрантарнă. Пухăннисене спорт мероприятийĕсем те савăнăç кÿнĕ. Моряксене хăйсен юратнă апатне - флот макаронне те тутанма май килнĕ. Юлашкинчен вĕсем маршпа культурăпа кану паркне кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене чысласа чечек кăшăлĕ хунă. Мероприяти «Тури чăвашсен культурипе йăли» этнокартишĕнче вĕçленнĕ.
М.МИХАЙЛОВА.