Çĕнтерÿшĕн тавах, ветеран!
«Пĕр вăрçă ветеранĕ те тимлĕхсĕр юлмасть!» - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçă ветеранĕпе тĕл пулнă май. Ку тĕлĕшпе чăнах та Чăваш Енре пысăк уяв программи хатĕрленĕ.
Пирĕн республикăра паянхи куна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 65 ветеран, тăлăха юлнă 988 хĕрарăм, çула çитмесĕр тăшмансен пусмăрĕнче пулнă 26 паттăр, «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» паллăна тивĕçнĕ 24 çын, çавăн пекех 2 пин ытла тыл ĕçченĕ пурăнать. Вĕсенчен Элĕк округĕнче - икĕ вăрçă ветеранĕ, 15 тăлăх арăм тата 75 тыл ĕçченĕ.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул тултарнă май Элĕк округĕнче уяв мероприятийĕсем анлă иртеççĕ. Ĕнер Чулкаç ялĕнче республика шайĕнчи «Тавтапуç Çĕнтерÿшĕн!» ятпа пысăк уяв пулчĕ. Çĕр çултан иртнĕ вăрçă ветеранне Андрей Аркадьевич Аркадьевпа унăн мăшăрне, тыл ĕçченне Нонна Семеновнăна уяв ячĕпе саламлама пысăк делегаци килсе çитрĕ. Ун пеккине Чулкаç ялĕ кăна мар, Элĕк тăрăхĕ те курманах. Ветерансем пурăнакан çурт умне Чăваш Енри Шалти Ĕçсен министерствин Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн патшалăх управленийĕн автомобиль колонни килсе тăчĕ. Колонна умĕнче ялав йăтакан ушкăн Раççей Ялавĕпе пулчĕ пулсан, Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем Çĕнтерÿ Ялавĕн 30 метрлă копине илсе килсе сарчĕç. Çар оркестрĕ «Прощание Славянки» кĕвĕ калани ума тухса тăракан ÿкерчĕке татах та чуна пырса тивмелле тăвать. Çумăрпа хутăш юр чарăнми çурĕ пулин те ветеран çурчĕ умĕнчен никам та саланмарĕ, шкул ачисемпе ял çыннисем мĕн пулса иртнине тимлĕн сăнаса тăчĕç.
Андрей Аркадьевичпа Нонна Семеновнăна чи малтанах чыс парса Патшалăх автоинспекцийĕн Управленийĕн начальникĕн çумĕ Марат Михайлов Чăваш Республикин Шалти Ĕçсен министрестви ятĕнчен Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. Ветерансен паттăрлăхĕ паянхи кун службăра тăракансемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
Çак кун ветерансене саламлама Элĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин çар ĕç комиссарĕ Бахтиер Холиков полковник, Чечен Республикин Пуçлăхĕн представителĕ Салман Майрукаев, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков килсе çитнĕ. Вĕсем кашниех тухса калаçнă май пире тăнăç пурнăç парнеленĕ çынсене паттăрлăхшăн тав турĕç. Çирĕп сывлăх сунчĕç. Паллах, кашниех чĕрĕ чечексем тата парнесем пачĕç.
Андрей Аркадьевичпа Нонна Семеновна кил умĕнче иртекен пысăк уяв çине савăнса пăхса ларчĕç. Тыл ĕçченĕ Нонна Семеновна мăшăрĕ çумĕнче питех те сăпайлăн та ăшшăн кулса ларчĕ. Çывăх çыннисем ашшĕ-амăшне пĕр самант та тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Йĕркеллех-и, шăнмарăр-и тесе ыйта-ыйтах тăчĕç. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Андрей Аркадьевич вара алла микрофон тытсах пухăннисене тав сăмах каларĕ, пурне те Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламларĕ.
Вĕрсе калакансен çар оркестрĕн вăрçă вăхăтĕнчи юрри-кĕвви пурин кăмăлне те кайрĕ. Юнтапа тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем те илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Уяв Юнтапа шкулĕн çамрăк армеецĕсемпе инспекторĕсем стройпа утнипе вĕçленчĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.