Çĕр çул иртсен те халăхпах ĕçлетпĕр
Яланах тутлă, илемлĕ тата шанчăклă. Çапларах кĕскен хак пама пулать Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи районти потребительсен кооперацин ĕç-хĕлĕ çинчен сăмах пуçарсан. Унăн вара 100 çулхи кун-çулĕнче темĕн те пулнă. Совет саманинче вăй илсе аталаннă пулсан, çĕнĕ йĕркелÿ вăхăтĕнче хăйсене сыхласа хăварма майсем тупнă, халĕ вара 21-мĕш ĕмĕрте те ура çинче çирĕппĕн тăма çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ. Анчах мĕнле самана таппин авăрне лексен те район çыннисемпе яланах юнашар пулни, вĕсен шанчăкне тÿрре кăларни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Шăпах çакăн çинчен калаçрăмăр та кооператорсен професси уявĕ умĕн Элĕкри райпо Канашĕн председателĕпе – Юрий Александрович Харитоновпа.
- Юрий Александрович, пĕр ĕмĕр вăл 100 кун мар. Райпон пуян историйĕ паянхи кооператорсен ĕçĕ çине витĕм кÿрет-и?
- Паллах, çĕр çул хушшинче никĕсленнĕ йăла-йĕркесем, ĕçлĕ хутшăнусем паянхи çул-йĕре палăртма пулăшаççĕ. Чăнах та, Элĕк райповĕн кун-çулĕ пуян та хăйне евĕрлĕ. 1921 çулхи ноябрь уйăхĕнче пĕрремĕш потребительсен обществи йĕркеленни паллă. 1922 çултан вара Тавăтра, Вырăс Сурăмпа Чăваш Сурăм салисенче, каярах ытти ялсенче ĕçлеме пуçланă вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче потребкоопераци çине хатĕрлев ĕçĕ тиеннĕ. Вăрçă хыççăн та арканнă экономикăна ура çине тăратас ĕçре унăн тÿпи пысăк пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче колхозсем пулăшнипе ял магазинĕсемпе столовăйсене туса лартаççĕ, çăкăр пĕçерме пуçлаççĕ. Çакă пысăк утăм пулнă.
- Паян мĕнлерех пурăнать районти потребкоопераци?
- Паянхи кун та кооператорсем пĕр вырăнта тăмаççĕ. Вăхăт таппине туйса производствăна çĕнетсех тăратпăр, информатизацилетпĕр. Халăх ыйтнине туйса ĕçлени те ĕмĕр хушшинче йĕркеленнĕ шанăçа упраса хăварма пулăшать. Çакна кура кăтартусем те япăх мар. Акă çак кунсенче республикăра Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен организацисемпе предприятисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Кунта Элĕк райповĕн çитĕнĕвĕсем те куç кĕрет. Хатĕрлев ĕçне туса пынипе кăçалхи пĕрремĕш кварталта малти вырăна тухнă пулсан, обществăлла апатланăва аталантарассипе тата йăла пулăшăвĕсем парассипе 2 - мĕш вырăн йышăннă. Кунсăр пуçне халăхран сĕт пухассипе 1-мĕш вырăна тухрăмăр. Магазинсенче çĕр улми сутассине йĕркелени те халăхшăн усăллă пулчĕ. Республикăра ку енĕпе каллех малтисен йышĕнче. Алкогольсĕр напитоксем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку енĕпе пирĕн кооператорсем Чăваш Енре 2-мĕш вырăнта. Паллах, çурма фабрикатсене те халăх кăмăлласах туянать. Кăна та Чăвашпотребсоюз шайĕнче палăртнă.
- Кăçал райпо магазинĕсенче вăрлăх çĕр улми сутни çĕнĕлĕх пулчĕ пулас. Мĕнле çуралчĕ ку шухăш?
- Кунта тĕлĕнмелли çук. Ял çынни килте туса илекен çĕр улми вăрлăхне яланах çĕнетме тăрăшать, çавăнпа та эпир магазинсенче туянма тĕрлĕ сорт сĕнтĕмĕр, халăх ыйтăвĕсене тÿрре кăлартăмăр темелле. Пĕтĕмпе çак тапхăрта 40 тонна вăрлăх сутма ĕлкĕрнĕ. Вăрлăх çĕр улми сутассипе уйрăмах Элĕкри «Товары для дома» тата Тавăтри магазинсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Çавăн пекех вăрлăх сухан сутассине те аван йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе райпо магазинĕсенчен район çыннисем 5 тонна сухан туянма пултарчĕç.
- Çу кунĕсем çитнĕ май ял çынни çурт-йĕре те вăхăтра çĕнетме тăрăшать. Строительство материалĕсемпе тивĕçтересси çине райпо магазинĕсем яланах тимлĕх уйăратчĕç. Халĕ ку ĕçе мĕнлерех йĕркеленĕ?
- Стройматериалсемпе кулленех тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çу кунĕсенче хĕрÿ вăхăт пулнине шута илсе профнастил тата профтăрпа хакĕсене акципе сутатпăр - 30 процент йÿнетрĕмĕр. Стройматериал ассортиментне çĕнетсех тăратпăр. Ял çыннисене çăмăлрах пултăр тесе вырăнти магазинсенче заявка йышăнатпăр, тавара килех çитерсе паратпăр. Стройматериалсем сутассипе кăçалхи çурçулта Ураскилтпе Шĕвĕш магазинĕсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Çĕмĕрле районĕнчи Турханти сутуçăсене те ырăпа палăртмалла.
- Çуллахи вăхăтра ял çынни чăх-чĕп те ÿстерсе тупăш илесшĕн. Райпо магазинĕсем ку енĕпе мĕнлерех пулăшма пултараççĕ?
- Халăха чăх-чĕппе тивĕçтерес ĕçе пĕрремĕш çул кăна йĕркелеместпĕр ĕнтĕ. Кунта та заявкăсемпе ĕçлетпĕр. Кирлĕ пулсан чăх, кăвакал, хур чĕпписем туянтаратпăр. Ял çыннисем бройлерсемпе мулардсем те çитĕнтересшĕн, вĕсен ыйтăвне те тивĕçтеретпĕр. Чăх-чĕпе шанчăклă партнерсенчен кÿрсе килетпĕр, сутлăха кăлариччен вĕсене прививкăсем тунă. Çынсем ыйтнипе тавара вырăнах çитерсе паратпăр.
- Сиплĕ курăксем пухассипе те Элĕксем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çу кунĕсен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ. Кăтартусем мĕнлерех?
- Эмел курăкĕсем пухассипе «Коопзаготпром» пĕрлешÿ ăнăçлă ĕçлесе пырать. Юлашки вăхăтра чĕрĕ курăка вырăнтах сушилкăра типĕтме майсем пур. Çакă ĕçе самай çăмăллатать, уяр та хĕвеллĕ кунсене кăна кĕтмелле мар. Çу каçипе Элĕксем 30 тонна таран эмел курăкĕ пухни те пулнă. Паянхи кун та хатĕрлевçĕсен хĕрÿ тапхăр пырать. Акă Йăлкăшра пурăнакан Иван Степанов ку вăхăтра кăна 1496 килограмм типĕтнĕ курăк килсе пачĕ, пĕтĕмпе 90 пине яхăн ĕçлесе илме пултарчĕ. Çавăн пекех Татмăшри Елена Багрова та таврари курăксен уссине аван пĕлет. Вăл 800 килограмм типĕ курăкпа 50 пин тенкĕрен те ытларах тупăш илчĕ. Куратăр ĕнтĕ, ÿркенмесен çуллахи вăхăтра кăна укçа-тенкĕ ĕçлесе илме майсем пур.
- Чăваш Енре туризма аталантарас тĕлĕшпе наци апат-çимĕçĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юрий Александрович, Элĕк районĕнчи кафе-столовăйсенче чăваш апатне тутанса пăхма пулать-и?
- Чăнах та, чăваш апат-çимĕçĕ урлă эпир хăнасене хамăр халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштаратпăр. Çакна шута илсе районти апатлану предприятийĕсенче менюна чăваш апат-çимĕçне кĕртнĕ. Апатланакансем хуран кукли, шÿрпе кăмăллаççĕ. Кунсăр пуçне çынсем ыйтнипе уяв сĕтелĕ валли те апат хатĕрлесе парассине йăлана кĕртнĕ. Кукăльсемпе икерчсем пĕçерсе туянтараççĕ. Юлашки вăхăтра заказпа торт хатĕрлеме пуçларĕç. Çуралнă кунсемпе юбилейсем тĕлне çынсем хăйсем сĕннĕ пек тортсем туса параççĕ.
Апатлану предприятийĕсем кулленех республикăра иртекен куравсене те хутшăнаççĕ. Çакă ăсталăха ÿстерме те пулăшать. Нумаях пулмасть Чăвашпотребсоюз ирттернĕ «Вкусы Чувашии» фестивальте пултаруллă кулинарсем хушшинче тупăшса кĕмĕл медале тивĕçрĕç.
- Юрий Александрович, професси уявĕ умĕн районти кооператорсене мĕн суннă пулăттăр?
- Районти потребительсен обществине илес пулсан пур тытăмĕнче те тăрăшуллă та опытлă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсем малашне те яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурасса шанатăп. Элĕк районĕн потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсене, пайщиксене тата ветерансене Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе саламлатăп. Кулленхи пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.
Марина ЛЕОНТЬЕВА
калаçнă.