Çĕр ĕçченĕн династине малалла тăсаççĕ
Чăваш Енре кăçалхипе 18-мĕш хут, Çĕрпÿре 9-мĕш хут иртрĕ те «Уй-хир кунĕ» курав. Июлĕн 17-18-мĕшĕсенче республикăри аграрисем пĕр-пĕрин опычĕпе, çитĕнĕвĕсемпе тата ял хуçалăх тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.
Ку хутĕнче асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн 16 регионĕнчен 74 предприяти-организаци хутшăннă. Икĕ кун хушшинче унта виçĕ пине яхăн çын çитсе курнă. Кусем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, тыр-пул ÿстерес енĕпе ĕçлекен селекционерсем, экспертсемпе специалистсем. Çак ĕçе ял хуçалăх енĕпе пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекен студентсене те явăçтарнă.
«Уй-хир кунĕ» курава 34 компанирен 227 еденица техникăпа оборудовани илсе килнĕ. Асăннă курава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Аграрисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятире ял хуçалăх тытăмĕнче чылай çул ĕçленĕ чи хастар ĕçченсене чысланă. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче водительте ĕçлекен Валерий Арсентьев та пулнă. Валерий Петровича Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне панă.
Кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă арçын техникăпа ачаллах туслашнă. Шкул пĕтерсен çак тĕллевпех водитель правине алла илнĕ те тăван кĕтесех таврăннă, «Сорма» хуçалăха ĕçе вырнаçнă.
- 1994 çулхи февраль уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăм. ГАЗ-53 автомашина шанса пачĕç. Çуркунне ака вăхăтĕнче уй-хире тыр-пул турттарссипе тимлетĕп пулсан, çулла выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хутшăнатăп, симĕс масса турттаратăп. Вырма вăхăтĕнче пиçнĕ тыр-пула комбайнсем патĕнчен йĕтем çине илсе килетĕп, - кĕскен хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать опытлă водитель.
Сăмах май, Мăн Шĕвĕшри Арсентьесем ял хуçалăхĕ енĕпе чăн-чăн династи. Ывăлĕ-хĕрĕ ашшĕ-амăшне кура кун-çулне обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес, тыр-пултан пысăк тухăç илес ĕçе халалланă.
Эльвира КУЗЬМИНА.