Чăваш тĕрри - çыруллă
Паян эпир Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Ăна Чăваш Енре иккĕмĕш çул кăна паллă тăватпăр пулин те унăн пуçламăшĕ тымарĕсемпе аваллăха илсе çитерет. «Чăваш тĕрри çыруллă», - тенĕ ăсчахсем пирĕн мăн асаннесен ал ĕçĕсене сăнаса. Чăнах та, чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен алли витĕр тухнă ĕçсенче тăван халăхăн кун-çулĕ çырăннă. Сас паллисемпе мар, шурă пир çинче хĕресле тĕрленĕ паллăсемпе тата тĕссемпе. Вĕсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ тата тарăн шухăшĕ. Шел, çулсем кайнăçем çак пуянлăха çухатма пуçланă эпир. Çавăнпа та регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе Чăваш тĕррин кунне паллă тума палăртнă.
Çулталăк кăна иртрĕ пулин те чăваш тĕррипе çыхăннă ыйтусем çине тимлĕрех те анлăрах пăха пуçларĕç. Акă тĕрлес ăсталăха çамрăксем хушшинче сарас тесе Чăваш тĕррин наци шкулне йĕркелесе ячĕç. Ал ĕç ăстисем хушшинче конкурссемпе ăстаçă урокĕсем ирттересси те йăлана кĕчĕ. Вĕсен ĕçĕсене куравсенче пăхса тĕлĕнетĕн вара. Шăпах çакăн пек курав йĕркелерĕç çак кунсенче Элĕкри культура çуртĕнче. Пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ĕçне курава вырнаçтарнипе кăна çырлахмарĕç, улах ларса выляса кăтартрĕç, тĕрĕ ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Шăпах кĕркуннехи ĕçсене пĕтерсен хĕрсемпе каччăсем улах ларма тытăннă-çке. Кунта ал ĕçне тунă май юрăсем шăрантарнă, ташласа савăннă. Валентина Зиновьева, Людмила Андреева, Ольгăпа Надежда Платоновăсен ĕçĕсем куракансен кăмăлне кайрĕç.
Ковид инфекцийĕ сарăлнăран культура учрежденийĕн ĕçне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕрен Тĕрĕ кунне халалланă курава онлайн мелĕпе те йĕркеленĕ. Районти ăстасен ĕçĕсене сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе, видео материалсене сайтсемпе социаллă сетьсенче вырнаçтарнă. Паянхи кун Чăваш Енре те пĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлать. «Паха тĕрĕ» специалисчĕсем «Тĕрлесе ÿкернĕ Чăваш Ен» проекта пурнăçа кĕртсехамăр республикăн карттине хатĕрлесе çитернĕ, халăх умне кăлараççĕ. Ку пысăк ĕçе тума кашни районти ал ĕç ăстисем хутшăннă, хăйсен район карттине тĕрленĕ. Кунта Элĕк енрен районти литературăпа тавра пĕлÿ музейĕн специалисчĕсем Светлана Железновăпа Вера Степанова хутшăннă. Район кун-çулне тĕрĕ чĕлхипе сăнласа пама пултарнă ăстасем. Сăмах май, иртнĕ çул Чăваш тĕррин кунне халалласа «Сурпан Пĕрле» акци иртнĕччĕ.
М.МИХАЙЛОВА.