Чи маттур çамрăк армеецсене палăртрĕç
Ĕнер Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче «Пире çак çĕршыва хÿтĕлеме шаннă!» ятпа районти «Юнарми» отрячĕсем хушшинче фестиваль 3-мĕш хут иртрĕ. Кунта пĕтĕмпе 12 шкулти çамрăк армеецсен 13 отрячĕ хутшăнчĕ. Элĕксем ку хутĕнче икĕ ушкăнпа тухма кăмăл турĕç, кĕçĕнрех çулхисене те явăçтарчĕç.
Ăмăртусем пуçланиччен çамрăк армеецсене район пуçлăхĕ Эдикт Волков, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Наталия Николаева, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, районти «Юнарми» юхăмĕн вырăнти уйăрăмĕн штаб начальникĕ Константин Громов, Чăваш Республикинчи Раççей ДОСААФĕн Шупашкарти автошкулăн инструкторĕ Сергей Степанов майор, «Авангард» вĕренÿпе меслетлĕх центрĕн представителĕсем Вячеслав Антоновпа Марина Суворова саламласа ăнăçу сунчĕç.
Фестивальте хĕрачасемпе арçын ачасем стройпа утассипе, çар эстафетинче, пултарулăх тата теори конкурсĕсенче вăй виçрĕç, çавăн пекех Калашников автоматне салатса пуçтарассипе тупăшрĕç. Кашни отряд хăйĕн тумĕпе, тыткаларăшĕпе уйрăлса тăчĕ, командирĕсем те çирĕплĕхпе палăрчĕç. Кăçалхи фестиваль çĕнтерÿçин ятне Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн отрячĕ тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Элĕк тата Мăн Вылă вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем пайларĕç. Чи лайăх командир ята Элĕк вăтам шкулĕн кĕçĕн ушкăнĕнчи Дарья Петрова тивĕçрĕ.
Светлана Васильева,
район администрацийĕн специалисчĕ.