Чун хавалне çухатман
Чăтăмлă пулнă аслă ăрурисем. Самана ырă кăтартманнине пăхмасăрах чун хавалне çухатман вĕсем. Йывăрлăха йывăр вырăнне хуман. Темĕнле лару-тăрура та çынлăхпа шанчăка çухатман Кураккасси ялĕнчи Андреевсем.
Çемьере - вунă ача
Федор Андреевичпа Матрена Ивановна вунă ачана пурнăç парнеленĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсене ыталаса ларма вăхăт пулман. Аслăраххи кĕçĕнреххисене пăхнă. Пысăк çемьене тăрантармалла. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ Андреевсем. Пурнăçа майĕпен саплаштарса пыраççĕ. Çурт-йĕр çĕклеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. «Ачасем хамăршăн, Тăван çĕршывшăн та усăллă пулччăр», - тенĕ чун-чĕреллĕ ашшĕ-амăшĕ. Ывăл-хĕрне ырă пилне те панă вĕсем.
Иван Андреев, авă, йышлă çемьери пиллĕкмĕш ача пулнă. Вăл ачалăхне, пулни-иртнине хумханса аса илчĕ. Вăрçă ачи-çке вăл.
- Ахăр самана пуçланнă чухне эпĕ икĕ çул та тултарайман-ха. Аттемĕр çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Юрать-ха вăл вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухма пултарнă. Пĕтĕм йывăрлăх анне çине тиеннĕ. Епле тÿссе çитернĕ-ши вăл? Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та çăмăл пулман. Вун виçĕ-вун тăватă çулхи ачасем аслисемпе танах ĕçленĕ. Лашапа пĕчченех çÿренĕ. Вăрмантан йывăç турттарнă. Ытти ĕçсенчен те хăраман. Мĕн хушнă - çавна пурнăçланă, - терĕ Иван Андреев.
Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă
Вăл вăхăт çитсен шкул ачи пулса тăрать. Ялта тăватă класс пĕтерет. Тепĕр çул Хирлеппуç шкулĕнче пĕлÿ илет. Часах Андреевсен çемйинче улшăну. Ырă пурнăç шыраса аякка каяс тенĕ-ши; Вĕсене пурнăç çулĕ Пăрачкав районĕнчи Глухай текен поселока илсе çитернĕ. Ваня кунта çичĕ класс пĕтерет. Часах унăн ĕç биографийĕ те çырăнма пуçлать. Ятарласа вĕренсе каменщик профессине илнĕскер çурт-йĕр хăпартассипе тимлет. Пысăк объектсене купалама хутшăнни хавхалану кÿнĕ çамрăка.
Аталанса, вăй илсе пыраканскере повестка илме те вăхăт çитнĕ. Салтака каять Иван Андреев. Çар службинче виçĕ çул таранах пулать вăл. Украина çĕрĕ çинче пурнăç шкулĕ витĕр тухать. Инженерипе техника çарĕнче ырă тĕслĕх кăтартать. Тăван кĕтесе хавхаланса таврăнать каччă.
- Строитель профессийĕпех çырлахмастăп. Водитель правине те илмеллех, - çирĕп тĕллев лартнă Иван Андреев.
Ырлăх-пурлăх турттарса киленнĕ
Шухăшланă - пурнăçланă. Вăл автомашина рульне часах алла тытать. Хăйĕнчен çирĕп ыйтать. Техникăна кирлĕ пек тытассине мала хурать. Каярах вара Чăваш Енре çитмен вырăн хаварман та тейĕн. Çĕрпÿ, Етĕрне тăрăхĕсенче ырă йĕр хăварать Иван Федорович. Элĕкри улма-çырла комбинатĕнче те тăрăшсах вăй хурать.
- Тĕрлĕ ырлăх-пурлăх сахал мар турттартăм. Рейс хыççăн рейс тăваттăм. Паха çимĕçсене, тĕрлĕ консервăсене вырăна çитерсе парасси уйрăмах савăнтаратчĕ, мĕншĕн тесен вĕсене яланах лайăх хак парса йышăннă. Республика, çĕршыв шайĕнче те хаваспах туяннă вĕт тутлă апат-çимĕçе, - хăпартланса калаçрĕ Иван Федорович.
Вăл хăйĕн юратăвне, савнă мăшăрне те улма-çырла комбинатĕнчех тупнă. Зинаида Алексеевна, Синер хĕрĕ, çап-çамрăклах çак производство предприятийĕнче. Вăл кунта çур ĕмĕре яхăн ырми-канми тимленĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кунĕсем, çулĕсем хăйсеннех тăваççĕ мар-и? Иван Федоровичпа Зинаида Алексеевна пĕр çулпа утма пуçланăранпа часах 50 çул çитет. Андреевсем ноябрĕн 20-мĕшĕнче хăйсен ылтăн туйне тивĕçлипе ирттерме хатĕрленеççĕ. Юбилей хыççăн юбилей - ырă пулăм. Кил хуçи хăйĕн сумлă менелникне те нумаях пулмасть кĕтсе илнĕ. Вăл 85 çул тултарнă.
Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ
Андреевсем вăхăта ахальлĕн ирттермен. Кирлĕ те усăллă ĕçре вăй хунă. Ачисене те - Лилия, Галина хĕрĕсене, Сергей ывăлне юратса пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Иванпа Зинаида Андреевсем халĕ тивĕçлĕ канура. Мăнукĕсем пуррипе савăнаççĕ, вĕсене пăхса ÿстерме пулăшаççĕ. Пушă вăхăта усăллă та культурăллă ирттереççĕ. Хаçат-журналпа питĕ туслă вĕсем.
- «Пурнăç çулĕпе» кăларăма алла тытсан чун уçăлать, мĕншĕн тесен кунта хамăра мĕн кирлине пĕтĕмпех тупатпăр. Район хаçачĕ чун апачĕ вырăннех, пире пурăнма хавхалантарать, - терĕ Иван Федорович.
Вăл тăван çут çанталăка, тавралăха та юратать. Кăçалхи Чăваш Енри Экологи çулталăкне тĕпе хурса ырă ĕçсем тăвать. Кирлĕ мар тимĕр-тăмăр, савăт-сапа тата ытти сапаланса выртать-и - вĕсене пуçтарса илме ÿркенмест.
- Тăван кĕтес илемлĕ, пуян пуласси хамăртан нумай килет, - тет хастар арçын.
Елена ТИМОФЕЕВА.