Çирĕплĕх ачаран туптанать
Январĕн 21-мĕшĕнче Элĕкри муниципаллă округра ачасене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Ăна совет çарĕсем Сталинград çапăçăвĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 80 çул, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине, «Пирĕннисене пĕл» ятарлă çар операцине халалланă. Вăл Çĕршыва хÿтĕлекен кунĕччен пырать. Çак тапхăрта ачасене паттăрсем пирки каласа парĕç, тĕлпулусем йĕркелĕç, музейсенче пулса экскурсисем ирттерĕç, ăмăртусемпе спорт тупăшăвĕсенче чи маттуррисене палăртĕç.
«Хĕлхем» спорт шкулĕн универсаллă залне шкулсенчи çамрăк армеецсен командисем пухăнчĕç. Шкул ачисемпе педагогсене округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Наталья Николаева, Муркаш тата Элĕк муниципаллă округсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, ятарлă çар операцисене хутшăнакан Дмитрий Михайловпа Дмитрий Григорьев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ вĕрентекенĕ Николай Васильев, «Юнарми» юхăмăн вырăнти уйрăмĕн штаб начальникĕ Константин Громов саламларĕç, тупăшусенче çĕнтерме, Тăван çĕршывăн шанчăклă гражданĕсем пулса ÿсме ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Владимир Казаков çар комиссарĕ хамăр ентеше – Чулкаç ялĕнче пурăнакан, халĕ ятарлă çар операцине хутшăнса салтак тивĕçне пурнăçлакан Дмитрий Григорьева паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «За боевые отличия» медаль парса чысларĕ. Дмитрий Александрович мероприятие хăйĕн икĕ пĕчĕк хĕрачипе килнĕ. Ашшĕне саламланă чухне те хĕр пĕрчийĕ ашшĕн аллинчен каймарĕ, çывăх çыннине хытăрах ыталарĕ çеç. Тен, çавăнпа та-и Дмитрий Александрович, сăмах калама ыйтсан, кăшт хумханарах илнĕ хыççăн: «Часрах çĕнтерÿ çиттĕрччĕ, пурин те тăван килĕсене таврăнмалла пултăрччĕ», - терĕ.
Пухăннисене пирĕн тепĕр ентеш – Элĕк салинче пурăнакан, Элĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ Дмитрий Михайлов саламларĕ. «Паян стройра тăракан çамрăк армеецсем çине пăхатăп та хамăн шкул вăхăтĕнчи пурнăçа аса илетĕп. Эпĕ те «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене хутшăнса район тата республика чысне хÿтĕленĕ. Халĕ вара ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыва хÿтĕлекенсен ретĕнче. Çавăнпа та сире, ачасене, яланах муттур та хастар пулма сунатăп», - терĕ Дмитрий Николаевич.
Çар тивĕçне пурнăçлакан ентеш салтаксен сăмахĕсемпе килĕшнине пухăннисем алă çупса çирĕплетрĕç. Ун хыççăн хăнасем умĕнчен кашни команда стройпа утса тухрĕ. Малалла вара çар эстафетисем пуçланчĕç. Кунта пĕтĕмпе 12 шкулти 17 команда хутшăнчĕ. Вĕсенчен кашнинех хăйсен ÿсĕм категорине кура эстафетăн 10 тĕсĕнче вăй виçме тиврĕ: шурлăхлă вырăнта тĕмĕсем тăрăх сиксе тухасси, 2 метра яхăн çÿллĕш купаланă матсем урлă сиксе каçасси, чăрмавсене парăнтарса палăртнă дистанцие чупса тухасси, противогаз тăхăнасси, ăна хывмасăрах Калашников автоматне туллин мар сÿтсе пуçтарасси, аманнисене финиша çитиччен йăтса тухасси, кăна та противогазпах пурнăçламалла. Çакă тата ытти ăмăртусене команда еплерех пурнăçланине пăхса хаклаççĕ. Тĕрĕс тата хăвăрт финиша çитекенсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçеççĕ. Вĕсене 10-11-мĕш тата 5-9-мĕш классем хушшинче палăртаççĕ.
Хальхинче икĕ ÿсĕмĕнче те çĕнтерÿçĕ ятне Элĕк вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсем тивĕçрĕç. Мăн Вылă вăтам шкулĕн икĕ команди те ăмăртусенче хастар пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем «кĕмĕл» медальсемлĕ пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна вара аслисем хушшинче Тавăт вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем йышăнчĕç пулсан, 5-9-мĕш классем хушшинче - Чăваш Сурăм шкулĕн кадечĕсем.
Шкул ачисене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ кăна-ха. Малашне ачасене тата та кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ мероприятисем кĕтеççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.