Çуллахи каникул уявран пуçланчĕ
«Ачалăх тĕнчинче!» ятпа иртрĕ ĕнер Элĕк салинчи Культура çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ уяв. Тĕрлĕ ÿсĕмри ача-пăчапа пĕрлех кунта ашшĕ-амăшне те, кукашшĕ-кукамăшне те курма май килчĕ. Пĕрисем ачалăх тĕнчинчи кашни кунпа киленсе пурăнаççĕ пулсан, теприсем ачалăх кунĕсене вăхăт иртсен те ăшшăн аса илеççĕ. Çавăнпа та пулĕ кунта хаваслăх, савăк кулă хуçаланчĕ. Культура ĕçченĕсем юмахри сăнарсене йыхравласа асамăлăх туйăмне парнелерĕç, пухăннисене вăйă картине чĕнсе кăларчĕç, ташша та явăçтарчĕç. Никам та тунсăхламарĕ.
Уява пухăннисене сумлă хăнасем саламларĕç. «Пирĕн ачасем - пирĕн пуласлăх, Раççей пуласлăхĕ!» - терĕ Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев ачасене тимлĕх уйăрма кирли çинчен палăртса. Июнĕн 1-мĕшĕнчен Элĕк енре «Аслисем – ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе пухмăча укçа куçарса пачĕ, ыттисене те хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Çавăн пекех уявпа, хаваслă каникул кунĕсем пуçланнă ятпа Элĕк муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, округри ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Эдикт Волков, Хĕрарăмсен Канашĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Ольга Алексеева саламларĕç, çуллахи вăхăтра шывра та, çул çинче те асăрханулăх çинчен манмалли марри çинчен аса илтерчĕç.
Çу кунĕн пĕрремĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ашшĕ- амăшĕн кунне те паллă тăваççĕ. Çакна тĕпе хурса нумаях пулмасть çемьесене çĕнĕ «кайăк» вĕçсе килнĕ мăшăрсене саламларĕç. Александр Юрьевич кашнинех Тав хучĕпе чысларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Элĕкри Денис тата Екатерина Романовсен çемйинче 5-мĕш ача çуралнă. Хĕр пĕрчине Калерия ят панă. Изванкăри Андрейпа Людмила Ивановсен телейĕ икĕ хут пысăкланнă. Нумаях пулмасть вĕсен Артемпа Анастасия йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ. Халĕ çемьере 4 ача ÿсет. Синерти Александрпа Вера Морозовсемшĕн пĕчĕк хĕрĕ чăн-чăн савăнăç пулса тăнă. Злата йăмăкне халĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ чунтан юратаççĕ. Анатри Юлăшри Александрпа Татьяна Дубининсем вара пĕрремĕш хут ашшĕпе амăшĕ ята тивĕçнĕ. Çамрăк мăшăра Марк ывăлĕ савăнăç кÿрет.
Уявра тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене чысласси те йăлана кĕнĕ. Акă Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр пуçарнипе «Манăн атте - паттăр» ÿкерчĕк-сен конкурсне ирттернĕ. Кунта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен ачисем хастарлăх кăтартрĕç. Центр директорĕ Вячеслав Ефимов ачасене саламларĕ, дипломсемпе пĕчĕк парнесем парса хавхавлантарчĕ.
Сцена çинче Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн çамрăк артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Элĕкри библиотека ĕçченĕсем кĕнеке куравĕсемпе паллаштарчĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.