Цехра - виçĕ сменăпа
Улма-çырла комбиначĕ тесенех ума хăватлă производство предприятийĕ, хавас кăмăл-туйăмлă ĕçченсем, ĕç шавĕллĕ цехсем тухса тăраççĕ.
Унпа миçе çын хăйĕн пурнăçне çыхăнтарман-ши? Çавна шутласа та кăларас çук. Хастаррисем, ĕçе чун-чĕререн парăннисем кăна вăй хунă. Çавна май промышленность предприятийĕ районта, Чăваш Енре, çĕршыв шайĕнче те ырăпа кăна палăрнă.
Улма-çырлапа пахча çимĕç комбиначĕ ятпа пурăннăскер çамрăк мар ĕнтĕ. Çитес çулхи апрельте утмăл çул тултарать. Çав тапхăрта Элĕк енĕн чысĕ, хисепĕ пулса пурăнни, чăннипех те, пархатарлă. Паянхи куна та, авă, шав малаллах талпăнать мар-и; «Ÿсĕм çулĕнчен пăрăнмалла мар», - çак тĕллевпе вăй хураççĕ кунта. Йыш çĕнелсе, улшăнса пыни - ырă пулăм. Екатерина Павлова техник-лаборант, авă, производствăри ĕç-хĕле йĕркелесе ертсе пырассипе яваплă. Светлана Дубинина, Вероника Воинова шут ĕçне туса пыраççĕ. Надежда Артемьева çине вара уйрăмах пысăк шанăç. Тĕп бухгалтерта вунă çул ытла тимлекенскер пуринчен те çирĕп ыйтать, ĕç-хĕле куллен тĕплĕ тишкерет. Çавна май кăтартусене тĕкĕр çинчи пекех курса тăрать.
- План-заданисене пурнăçласах пыма тăрăшатпăр. Паянхи куна илсен, хамăр çине илнĕ патшалăх контрактне ĕçе кĕртессипе тимлетпĕр. Пĕтĕмпе 185,8 тонна продукци хатĕрлесе ăсатмалла. Халĕ ку енĕпе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Цехра - ĕç шавĕ, виçĕ сменăпа вăй хураççĕ. Иртнĕ вун пĕр уйăхра 35351,3 пин тенкĕлĕх ĕç турăмăр, плана 107 процент пурнăçларăмăр, - хыпарларĕ опытлă шут ĕçченĕ.
Ĕçлĕ калаçу пынă вăхăтрах пÿлĕме Александр Никифоров генеральнăй директор пырса кĕчĕ. Кулленхи ĕç йĕрки çапла ĕнтĕ унăн. Производство предприятине çитсе кирлĕ кăтартусем памалла.
Паллă ĕнтĕ, юлашки вăхăтра производство тытăмĕнче улшăну пулнă. Улма-çырла комбиначĕпе çăкăр завочĕ халĕ пĕр йышра. Пысăкланса сарăлнă промышленность предприятине шăпах Александр Николаевич ертсе пырать. Вăл кунти коллектив çине пысăк шанăç пуррине палăртрĕ.
Ырлăх-пурлăх тăвакансем камсем пулччăр; Паллах, кунти ĕçченсем. Консерва цехĕнче, авă, яра куна, каçхине те ĕç вĕрет. Çирĕм çынран тăракан йыш - виçĕ бригадăра. Вĕсем ылмашăнса ĕçлеççĕ. Вера Леонтьева, Полина Спиридонова, Зинаида Филиппова бригадирсем çĕнĕ çынсем мар ĕнтĕ. Вĕсем цехри ĕç-хĕле йĕркелессипе чăн ăстасем. Виçĕ сменăпа тимлени продукцие ытларах туса кăларма, ÿсĕм тума та май парать.
- Хальхи вăхăтра саккаспа килĕшÿллĕн пĕрремĕш блюдăсем валли - щи, рассольник, борщ, çавăн пекех купăста та çемĕçтерсе хатĕрлетпĕр. Продукци ассортименчĕ пуянрах пултăр тетпĕр. Вăтăр-хĕрĕх тĕрлĕ çимĕç янтăлатпăр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ йышши салатсем хатĕрлеме пуçласшăн, - каласа пачĕ Екатерина Павлова техник-лаборант.
Ĕç конвейерĕ вырăнта тăраймĕ, шăвать те шăвать вăл. Хатĕр продукцие тавар сĕмĕ кĕртмелле-çке. Ку енĕпе Оксана Васильевăпа Екатерина Никифорова вăр-вар ĕçлеме хăнăхнă. Этикетка çыпăçтараççĕ те ятарлă машинăпа типтерлĕн чĕркеççĕ. Çапла тавар хатĕр те.
Тавара йышăнса ăсатассипе Надежда Игнатьева пултаруллă. Вăл комбинатра вăтăр çичĕ çул ырă тĕслĕх кăтартать. Учетпа отчет ĕçне çирĕп пăхăнать. Пурлăха шанчăклă упрать.
Ăнăçлăх кашнинчен, ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килет. Юлашки вăхăтра предприятире çĕнĕ котельнăй ĕçе кайнă. Автомат-техника пысăк çăмăллăх вырăннех. Ăшă пырса тăрасси лайăхланнă. Цехсенчи ĕç-хĕл те чăрмавсăр пулса пыма пуçланă. Энерги те палăрмаллах перекетленет. Машина-тракторсăр та май çук. Владимир Григорьев инженер каланă тăрăх, Александр Поклаков, Владимир Никифоров водительсем, Николай Леонтьев тракторист техника чĕлхине пĕлеççĕ. Вячеслав Сорокин агроном ертсе пынипе купăста, хăяр чылай туса илнĕ. Вырăнти чĕр тавара мĕн çиттĕр. Хăмла çырли, виктори, хурлăхан та ăнса пулнă. Вĕсенчен варени хатĕрленĕ. Пылак шыв тума та тахçанах вĕренсе çитнĕ кунта. Çичĕ тĕрлĕ напиток, минерал шывĕ янтăлаççĕ цехсенче. Малта пыма хăнăхнă комбинат малашне те ятлă-сумлă пуласса шанас килет.
Елена ТИМОФЕЕВА.