Диспансеризаци чире вăхăтра палăртма пулăшать
Элĕкри тĕп больницăра тăрăшуллă та опытлă специалистсем сахал мар. Çавсенчен пĕри Любовь Смирнова. Фельдшер профессине илнĕскер хăйĕн ĕç биографине васкавлă пулăшу уйрăмĕнчен пуçланă. Юнтапари, Ассакассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче те ĕçлесе курнă вăл.
Любовь Ивановна юлашки çулсенче чылайранпа тĕп больницăри медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ пулса вăй хурать. Ăна нумаях пулмасть тепĕр яваплă ĕçе те шаннă. Вăл Карачурари фельдшерпа акушер пунктĕнче те çынсене йышăнать. Медицина профилактики енĕпе нумай çул ĕçлекенскер сывлăхшăн тăрăшассипе епле ĕçлесе пынине уççăнах пĕлсе тăрать. Иртнĕ 2024 çулхи диспансеризаци кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ши? Ку енĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама пулчĕ те вăл.
- Любовь Ивановна, Эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр? Çынсем диспансеризацие хаклаççĕ-и?
- Элĕк енре медицинăпа санитари пулăшăвĕ пама çирĕплетнĕ çула çитнĕ çынсем 10484 шутланаççĕ. Иртнĕ çул профилактика медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци витĕр тухмалли уйрăм ушкăнрисем 5962-ĕн пулнă. Çав шутран тĕрĕслевре 6165 çын таранах (103 процент) пулнă.
Диспансеризаци пĕлтерĕшĕ паллă ĕнтĕ. Сывлăх мĕнлине палăртма май парать. Урăхла каласан, чир паллисене тата вăл мĕнле сăлтава пула пуçланнине, аталаннине пĕлме пулăшать. Нумай чухне чир-чĕр вăй илсех кайиччен сипленни çынна ăнăçу кÿрет те. Çавна тĕрĕс ăнланса, диспансеризацие чылайăшĕ пысăка хурса хаклани сисĕнет те. Иртнĕ çул, авă, диспансеризацие 4517 çын вырăнне 4638 çын хутшăннă, çапла вара ку енĕпе çулталăкри плана 102,6 процент пурнăçланă. Çынсем ытти профилактика мероприятийĕсене çÿрени пирки те çавнах каламалла. Тĕплĕ (углубленный) диспансеризаци енĕпе те палăртнине ĕçе кĕртнĕ. Профилактика медицина тĕрĕслевĕпе те парăмра юлман. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев витĕр тухнисенчен вăйпиттисем 3111 çын, ку ÿсĕмрен аслисем - 3054. Уйрăммăн илсен, 18-34 çулсенчисем 444-ăн, 35-39 ÿсĕмрисем - 256-ăн, 40-54 хисеприсем - 1537-ĕн, 55-59-тисем - 820-ĕн, 60-64-рисем - 848-ăн, 65-74-рисем 1363-ĕн, 75-рен аслисем 897 çын тĕрĕслевре пулнă.
- Тĕрĕслев икĕ тапхăрпа иртни паллă. Пĕрремĕшĕнче мĕнле тĕпчевсем пулнă-ха?
- Паллă ĕнтĕ, тишкерÿсем нумай енлĕ. Юнри глюкоза шайĕпе интересленнĕ, нормăпа килĕшсе тăманни 673 тĕслĕх палăрнă. ЭКГ енĕпе илсен, 673 çын чирли курăннă. Хĕрарăмсене цитологи енĕпе тĕпченĕ хыççăн 236-шĕ сывă маррине тупса палăртнă. Ÿпке флюорографийĕ 72 çын чирлине кăтартнă. Маммографи хыççăн 35 хĕрарăм сывă марри курăннă. Куç пусăмĕн виçи 81 çыннăн тивĕçтермен. Юнра холестерин пысăк пулнă тĕслĕхсем вара 3785 таранах. Кирлĕ пек шайлашăнса пыманни ытти енĕпе те ума тухса тăнă.
Кун пек чухне чир-чĕр сарăлса вăй илес хăрушлăх та пур. Сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Кунта чĕлĕм туртни, эрех-сăрапа ашкăнни, кирлĕ пек апатланманни, хусканура сахал пулни, кĕлетке ытлашшипех самăрăлни япăх витĕм кÿреççĕ. Чĕрепе юн тымарĕсем енĕпе вăйлах чирлес хăрушлăх, сăмахран, 1866 çыннăн палăрнă.
- Любовь Ивановна, мĕнле чирсене тупса палăртни çинчен те пĕлтерĕр-ха.
- Шел пулин те, кунашкал тĕслĕхсем пур. Пĕтĕмпе 7450 çын чирленине палăртнă, çав шутран 7241-шне диспансер сăнавне илнĕ. 410 çын чирлени вара пĕрремĕш хут çиеле тухнă. Ку тĕслĕхсем халĕ пурте учетра. Диспансеризаци 4 çын шыçăпа, çав шутран 3-шĕ усал шыçăпа, 112 çын эндокрин тытăмĕ енĕпе, 25 çын юн тата юн тăвакан органсем, 205 çын юн çаврăнăшĕ, 19-шĕ вар-хырăм, 11 çын сывлав, 33 çын шăкпа ар органĕсем енĕпе чирленине ума кăларнă.
- Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕ çинчен те калаçар-ха. Ку тĕрĕслев мĕн енĕпе палăрнă?
- Çак тапхăра тĕрĕслеве 1411 çынна янă, çав шутран 1346-шĕ тишкерÿ витĕр тухнă. Çынсене сывлăх ушкăнĕсем енĕпе пайланă. Пĕрремĕш ушкăнра - 1083 çын, иккĕмĕшĕнче - 693, виççĕмĕшĕнче 4389 çын. Медицина кăтартăвĕсене шута илсе диспансеризаци калăпăшне кĕмен хушма тĕпчевсене 1346 çынна янă.
Мобильлĕ медицина бригадисем 1611 çынна тĕрĕслев витĕр кăларнă. Коллективсене 10 хутчен тухса çÿренĕ. COVID-19-па чирленисене тимлĕхсĕр хăварман. Вĕсемпе тĕплĕнрех диспансеризаци ирттернĕ. Çак тĕрĕслевпе килĕшÿллĕн чылай медицина мероприятийĕ пулнă. Сăмахран, юна нумай енлĕ тĕпченĕ, çав вăхăтрах патологи çитменлĕхĕсем те палăрнă.
Пĕлтĕрхи диспансеризаци вăхăтĕнче çамрăкрах ÿсĕмрисем - 18-49 çулхисем çине те тимлĕх уйăрнă. Анчах та 1307 çын вырăнне 524-шĕ кăна тĕрĕслевре пулнă. Çав шутра 190 арçын тата 334 хĕрарăм. Чир паллисемлĕ хĕрарăмсене тепĕр хут та тĕпченĕ. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри çав-çавах чирлени палăрнă. Вĕсем çине тухтăрсем тимлĕх уйăрсах тăрĕç.
Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕ те сывлăх ушкăнĕсене палăртнă. Пĕрремĕшне 186 арçын тата 207 хĕрарăм кĕнĕ. Иккĕмĕшĕнче 1 арçын тата 76 хĕрарăм. Виççĕмĕш ушкăнра вара 3 арçынпа 51 хĕрарăм.
Сывлăх çыншăн чи хаклă пуянлăх. Ăна кашнин упрама тăрăшасчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасчĕ. Ăнăçлăх вара диспансеризацирен те нумай килет. 2019-2024 çулсенче диспансеризаци тухассипе çыхăннă ĕçсем «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă. Кăçалтан ку енĕпе «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА
калаçнă.