Ĕç ăнăçлăхĕ пулăшупа тимлĕхрен килет
Ĕç рынокĕнче кÿрентерме çăмăл категориллĕ граждансен шутне вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут ĕç шыракан çамрăксем кĕреççĕ те. Çакăн сăлтавне тупма вара ансатах мар. Мĕншĕн тесен ĕç рынокне тухма пуçланă яшсемпе хĕрсен ĕçри опычĕ те, стажĕ те çук. Алла илнĕ професси вара ĕçпе тивĕçтерекене питех кăсăклантармасть. Анчах ĕçлеме пуçлакан специалистшăн хăйĕн вăйне шанни, патшалăх тата ĕçпе тивĕçтерекенĕн пулăшăвĕ профессири ăнăçу никĕсĕ шутланать.
Ĕçе вырнаçассипе çыхăннă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăк ĕçпе тивĕçтерекен центр ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне «Ятарлă професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут ĕç шыракан 18-20 çулхи çамрăксене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси» патшалăх программи хĕрсемпе каччăсене професси ăсталăхне ÿстерме пулăшать. Тепĕр майлă асăннă программăна «Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» тесе те палăртаççĕ.
- Стажировка вăл - çамрăк специалистсене, тин çеç ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хĕрсемпе каччăсене вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтерни, - ăнлантарчĕ пире Элĕкри Ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ Елена Мартынова. - Диплом илнĕ çамрăксем вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центра килсе регистрациленеççĕ. Кунта ĕçлекен сотрудниксем стажировка ирттерме предприятисен переченьне сĕнеççĕ. Стажировкăна 20 çул тултарман, унччен ниçта та ĕçлемен, ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.
Çÿлерех асăннă ÿсĕмри хĕрсемпе каччăсем асăннă программăпа килĕшÿллĕн ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕпе илнĕ специальноçпа стажировка тухма ĕç вырăнĕ йĕркелеме май пур юридици сăпатлă организацисене, уйрăм предпринимательсем патне ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Анчах та ку чухне патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕ- сенче стажировка ирттерме май çуккине программăра уйрăммăн палăртнă.
- Çакна валли çамрăк суйласа илнĕ организацире вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ. Ултă уйăх стажировка ирттерме организаци е уйрăм предприниматель вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тăвать. Ĕç законодательствине тĕпе хурса стажировка тапхăрĕнче ĕçе вырнаçнă çамрăкпа та ĕç килĕшĕвĕ çыраççĕ.
Вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăка валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ ĕçпе тивĕçтерекене шалу тÿлесе тăкакланнине тата бюджетлă мар патшалăх фончĕсене куçарнă страхлав тÿлевĕсене саплаштараççĕ, - ăнлантарать Елена Вениаминовна.
Ку чухне çамрăк специалистсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Элĕкри Ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ пĕлтернĕ тăрăх, «Ятарлă професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут ĕç шыракан 18-20 çулхи çамрăксене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси» патшалăх программипе вĕсем ĕçпе тивĕçтерекен килĕшÿре палăртнă шалăва илеççĕ. Кунпа пĕрлех асăннă центр ĕçсĕррисене паракан чи пĕчĕк виçене икĕ хут ÿстерсе 4500-3000 тенкĕ тÿлет.
Кунсăр пуçне çамрăксен стажировкăра пулнă тапхăрта хăйсем лайăх ĕçлеме пултарнине кăтартма май пур. Коллективра ĕçлеме хăнăхаççĕ. Пурте аванах пĕлетпĕр ĕнтĕ, кирек епле предприятире те кадрсем тĕлĕшĕпе яланах улшăнусем пулса иртеççĕ. Пĕри тивĕçлĕ канăва, тепри декретлă отпуска каять. Эппин, стажировка ирттернĕ вырăнтах яланлăхах ĕçе вырнаçса юлас шанчăк та пысăк çамрăкăн.
Паллах, ĕçпе тивĕçтерекен хĕрсемпе каччăсене яланлăхах ĕçе илесси çамрăксенчен хăйсенчен те килет. Професси пахалăхĕсене мĕнле ÿстерсе пынипе, хастарлăхĕпе, ăс-хакăл çивĕчлĕхĕнчен те килет тата ĕçлеме хатĕр пулнипе те çыхăннă çакă. Енчен те çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелесе панă ертÿçĕ унăн ĕçĕпе кăмăллă пулсан малашне те хăй патĕнчех хăварасси иккĕлентермест.
- Ку енĕпе Элĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центр та пĕрремĕш хут ĕçлемест ĕнтĕ. Пĕлтĕр асăннă программăпа районти темиçе çамрăка ĕç вырăнĕсем тупса панă. Çавăнпа та вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçассипе йывăрлăхсем тухса тăнă 18-20 çулсенчи çамрăксене хамăр пата чĕнетпĕр те. Тĕрĕссипе, хĕрсемпе каччăсене нумаях кирлĕ мар, вĕсене ырлани тата пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Шăп та шай çÿлерех асăннă прграммăна хутшăнни çамрăксене хăйсен вăйне шанма, хăйсем суйласа илнĕ профессире çитĕнÿсем тума хавхалантарать те. Ĕçпе тивĕçтерни вĕсемшĕн профессире çитĕнÿсем тума май паракан «старт» темелле. Малашлăхри ăнăçу та çак ĕç пуçламăшĕ мĕнле пулнинчен килет, - çамрăксене асăннă программăна хутшăнма сĕнсе калаçăва вĕçлерĕ Елена Мартынова.
Э.ЭЛИНА.