Ĕç савăнăç кÿрет пулсан...
Чечек лавккинче ĕçлекенсем çине пăхсан ăмсану туйăмĕ те çуралать. Ара, кунĕпех куçа илĕртекен илем хушшинче-çке! Çитменнине тата хăйсен пурнăçне юратнă ĕçпе çыхăнтарма пултарнă вĕсем.
Сăмахăма хальхинче чечек бизнесĕпе çыхăнтарнă усламçăсем çинчен пуçаратăп. Пĕр-пĕр уяв ячĕпе чечек кирлĕ-и е сăлтавсăрах çывăх çынсене савăнтармалла-и – Элĕк енре пурăнакансем чылайăшĕ Инна Романова тытса тăракан «Цветочный дом» магазинпа çыхăнаççĕ. Акă халĕ те унпа калаçу йĕркеленĕ хушăра Юлашки шăнкăрав валли чечек çыххисем саккас пама килчĕç. Ĕнер каçхине кăна кÿрсе килнĕ чĕп-чĕрĕ чечексене пăхса тухнă хыççăн хăйĕн кăмăлне, кам валли пулнине пĕлтерчĕ хĕрарăм.
– Виçĕ букет пĕр пеккисене хатĕрлесе парсан аван пулĕччĕ. Ачасем хăйсен вĕрентекенĕсемпе воспитателĕсене валли илсе каясшăн. Çавăнпа та эрнекун ирех илме килетĕп, – терĕ хайхискер Инна Витальевнăпа сывпуллашнă май.
Саккассен списокĕ пĕчĕкех мар пулнине кура хама кăсăклантаракан ыйтăва памасăр чăтаймастăп:
- Хăçан ĕлкĕретĕн пурин ыйтăвне те тивĕçтерме?
– Чăнах та, кун пек кунсенче ывăннине пăхмасăрах ĕçлеме тивет. Ирхине васкамалла ан пултăр тесе каçа юлсах ĕçлетĕп. Букетсене хатĕрленĕ чухне кашнин кăмăлне, сĕнĕвне шута илме тăрăшатăп. Паллах, чылайăшĕ чечек пуçтарассине çĕр проценчĕпех хама шанса параççĕ, теприсем хăйсем курнă пек сĕнеççĕ. Пуçланать вара фантази ĕçлеме, - кăшт куларах хуравларĕ Инна Витальевна.
- Çапах та ăçтан пуçланчĕ-ха чечек бизнесĕ?
– Пурнăç хăех илсе çитерет тесе калас килет. Чун туртнине туйма, вăхăт таппине курма пĕлни те кирлĕ. Предпринимательствăра эпĕ 4-мĕш çул. Пĕтĕм ĕçе çăмăлах мар тапхăрта – ковид сарăлнă вăхăтра йĕркелесе ятăмăр. Паллах, шиклĕх туйăмĕ пулнă. Çĕнĕ ĕçре пĕрремĕш утăмсем тунă чухне мĕнле-ха унсăр? Тĕрĕссипе каласан, ĕç каяссипе каймассинчен те хăраман. Мана ытларах букетсем тăвасси кăштах шиклентеретчĕ. Çынсем валли хатĕрлесе курман-çке. Хам ачасем шкула кайнă чухне уявсем валли чечек çыххисем хатĕрленипе кăна çырлахнă.
- Халĕ вара Сире ку енĕпе никам та ÿпкелеме пултараймасть. Чечек çыххисем пĕринчен тепри илемлĕ. Ăçта алла илтĕр ку вăрттăнлăха?
– Интернет пулăшать. Видеосем пăхса çĕнĕлĕхсене шута илме тăрăшатăп. Кунсăр пуçне илеме курни чунра та пулмалла тесе шутлатăп. Пытармасăрах калатăп, килĕшет мана хамăн ĕç. Çынсем савăннине курсан кăмăл çĕкленет.
- Сирĕн çине пăхсан тип-тикĕс çулпа пырать ку тесе калас килет. Ку чăнах та çапла-и? Чечек бизнесĕнче мĕне шута илмелле?
– Ума лартнă тĕллев патне ниме пăхмасăрах утмалла. Çакă кирлĕ пирĕн ĕçре. Чечек бизнесĕн те хăйĕн йĕркисем пур. Чечексем питĕ хăвăрт пăсăлаççĕ-çке – шанаççĕ, типеççĕ. Çавăнпа та вăхăтне те, пăхмалли уйрăмлăхсене те шута илмелле. Типсе кайнă чечек тыттарса ярсан тепрехинче вăл çын сан пата килмест. Паянхи кун саккассемпе ĕçлени пысăк пулăшу парать. Хамăр тăрăхрисем кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен социаллă сетьсемпе мессенджерсем урлă çыхăнăва тухаççĕ. Ытларах амăшĕсене, мăшăрĕсене уявсемпе тата çуралнă кунĕсемпе саламлаççĕ. Кун пек саламсем Украинăра ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсенчен чылай килеççĕ. Чăнах та, чечексем мĕн тери савăнăç кÿнине çак вăхăтра аванах куратăн.
- Хатĕр чечек çыххине те хăвăрах çитерсе паратăр-и?
– Ку енĕпе мана Сергей мăшăр пулăшать. Çавăнпа та эпĕ хатĕрленĕ илеме çынсем мĕнлерех йышăннине вăл ытларах курать. Манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшаканĕ шăпах та çемье пулчĕ. Тавах вĕсене уншăн. Тĕрĕссипе, эпĕ киле кайсан та чечек тĕнчине лекетĕп. Темĕнле ывăнса килсен те парника кĕрсе ĕçлесен чун канлĕхне туятăп. Кил картинче те, пахчара та темĕнле чечек те ÿсет.
- Ытларах хăш чечекне кăмăллатăр? - ыйту паратăп Инна Витальевнăна роза, хризантема е лили тесе каласса кĕтсе. Çук иккен, хирти ромашкăсене килĕштерет вăл. Ансатлăхăн хăйĕн асамлăхĕ мар-и?
Инна Витальевнăн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пынăран урăх чăрмантарса тăмарăм. Вăл хăйĕн патне килнĕ çынсене чечексен çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарма пуçларĕ. Иккĕленместĕп, çитес вăхăтра Инна Витальевна хатĕрленĕ тепĕр илемлĕ композици каллех кам патне те пулсан савăнăç илсе çитерет.
Çакна та палăртса хăварассăм килет, Инна Романова ирнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Предприниматель – 2024» конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕнче «Ĕçлĕ хĕрарăм» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. Конкурс «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕ шучĕпе иртет.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.