Граждансене кăсăклă ыйтусемпе йышăннă
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăра пурăнакансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Тĕрлĕ ял хулара пурăнакансем килнĕ унта. Çавăн пекех Иван Моторин патне йышăнăва Элĕк районĕнчи Крымсарайкка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров та кайнă. Вăл Сурăмпуç Мучикасси ялĕ çывăхĕнчи çула туса пĕтерме чăрмавсем сиксе тухни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă çул 900 метр тăршшĕ. Ăна 2017 çулта тума пуçланă. Анчах та ĕçсем вĕçленмен. Çула туса пĕтерме çутă юписене куçармалла. «МРСК Волги» электричество хуçалăхĕ вара çав ĕçе пурнăçлама хирĕçлет иккен.
Иван Моторин тавлашуллă ыйтăва çак ĕçе хутшăнакансене пĕрле пухса пăхса тухассине каланă.
А.СИЛИВЕСТРОВА.