Икĕ ялта çĕнĕ клубсем уçăлчĕç
Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи икĕ ялта хăйне евĕр тепĕр уяв пулса иртрĕ. Анатри Юлăш тата Мартынкасси ялĕсенче савăнăçлă лару-тăрура вырăнти культура çурчĕсене тĕпрен юсаса хăтлăх кĕртнĕ хыççăн уçрĕç.
Уяв чи малтанах Юлăш ял клубĕнче иртрĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин директорĕ Иван Никифоров, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Инга Игнатьева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Марина Леонтьева хутшăнчĕç.
Юлăш тăрăхĕнчи çынсем яланах хăнасене çăкăр-тăварпа, тулли кăмăлпа кĕтсе илнине пĕрре кăна мар сăнама тÿр килнĕ, анчах та хальхинче вĕсем урамри сивĕ çанталăка пăхмасăрах нихçанхинчен те ăшă кăмăллăрах пек туйăнчĕç. Палăртнă вăхăта çитрĕмĕр пулин те фойере халăх чылаййăн пухăннă. Пурте илемлетнĕ зала кĕме хатĕрленеççĕ. Çутă та хăтлă фойене те уяв сĕмĕ çапнă. Кунта культура çурчĕ çумĕнчи «Ăста алăсем» кружока çÿрекенсен чи лайăх ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Кĕçех «Юлăш» фольклор ушкăнĕн хастарĕсем те юрă пуçласа уяв уçăлнине пĕлтерчĕç. Мăн асаттесен авалхи йăли-йĕркипе - çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа сăйларĕç хăнасене, уява пухăннисене.
Мероприятин малашнехи пайĕ залра иртрĕ. Паллах, ял клубĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илнĕ тейĕн. Пластик чÿречесем, çутă стенасем, капăр сцена куçа илĕртет, кунсăр пуçне ăшă тата çутă тытăмне тĕпренех улăштарнă. Тухса калаçакан хăнасем те хăйсен сăмахĕнче çак ырă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕç, ял халăхне малашне те пултарулăха аталантарма ăнăçу сунчĕç. Людмила Степановна палăртнă тăрăх, Юлăш клубне юсама пĕтĕмпе 3011,3 пин тенкĕ тăкакланă. Çак ĕçсем пĕтĕмпех «Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕ- пе пурнăçланса пыраççĕ. Кунсăр пуçне кăçал ял клубĕ татах пурлăх енчен пуянланĕ. Çитес вăхăтра сцена тумне çĕлеме, çутăпа музыка аппаратурине туянма 479,8 пин тенкĕ уйăрнă.
Юлăшсем юрă-тăшăран нихăçан та татăк пулман. Кивĕ ял клубĕнчех фольклор ушкăнĕ йĕркелесе ярса районта кăна мар, Чăваш Енĕпех палăрчĕç. «Вун сакăр çул тимлетĕп çак ĕçре. Манпа пĕрле коллектив та вун çичĕ çул клуба кунсеренех ĕçе çÿренĕ пекех çÿрет», - тесе пĕлтерет Валентина Иванова заведующи кăшт шÿтлерех. Паллах, кунта ертÿçĕн пуçарулăхне уйрăмах палăртмалла. Валентина Зиновьевна хăйĕн ĕçĕшĕн чунтан çуннине ял халăхĕ курса тăрать. Акă халĕ те «Мухтавлă тăван енĕм» смотр-конкурса хутшăнса тĕрлĕ жанрлă концерт программи хатĕрленĕ. Чăваш кĕввисемпе танах вăрçă темипе те янăрарĕç юрăсем. Илемлĕ ташăсемпе сценкăсем те куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Кунсăр пуçне сцена çине ачасене кăларнине те ырламалла. Эх, чунтанах тăрăшрĕç пулас салтаксем. Шутласан, шăпах çакăнта ăрусем хушшинчи çыхăну тĕвĕленет мар-и-ха.
Малаллахи çул Мартынкасси енне выртрĕ. Ялĕ пысăках мар пулин те чун хавалĕ пысăк кунта пурăнакансен. Ял клубĕ кивелсе кайни çинчен пĕрре кăна мар тĕрлĕ шайри пуçлăхсем умĕнче çивĕч ыйтăва çĕклерĕç вĕсем. Çийĕнчех пулмарĕ пулин те халăх ыйтăвне татса пама май килчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» указĕпе Мартынкассисем те вырăнти культура вучахне тĕпренех юсаса çĕнетме пултарчĕç. Акă халĕ çурт тăррине витнĕ, залри урайĕпе маччине те, ăшă тытăмĕсене те улăштарнă, çĕнĕ чÿречесем хăтлăх кÿреççĕ. Уйрăмах вырăнти артистсем капăр сцена çине тухма кăмăллă пулнине палăртаççĕ.
«Пĕтĕмпе 3323,3 пин тенкĕ тăкакланă. Укçана района илсе килме çăмăлах пулмарĕ, тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухма тиврĕ. Районти культура секторĕн тата ял çыннисен тăрăшăвне пула кунти ĕçсене вĕçне çитерме май килчĕ», - тесе пĕлтерчĕ Петр Павлов.
Людмила Степановна пĕлтернĕ тăрăх, Мартынкасси клубне музыкăпа, çутă аппаратурипе тата сцена тумĕпе тивĕçтерме тата 367,1 пин тенкĕ уйăрнă. Кĕçех вырăнти артистсем çĕнĕ тумпа куракансем умне тухĕç. «Сирĕн культура çуртĕнче, сăнарлă каласан, çулăм пур. Çак çулăма эсир тытса тăратăр», - тесе пĕлтерчĕ вăл.
Ял çыннисен ячĕпе пухăннисем умне Вениамин Архипов ĕç ветеранĕ тухса калаçрĕ, клуб ял çыннишĕн яланах юратнă вырăн пулнине палăртрĕ.
Малалла сцена çине клуб заведующийĕ Алина Ильина ертсе пынипе вырăнти пултарулăх коллективĕ «Мухтавлă тăван енĕм» смотр-конкурс программипе тухрĕ. Куракансем кашни номере ăшшăн йышăнчĕç. Мана вара уйрăмах купăс калакан çамрăк интереслентерчĕ. Районти чылай конкурс-фестивале сăнама тÿр килнĕ пулин те ку пултаруллă купăсçă куç тĕлне пулман-ха. Вăл пухăннисене вăрçă юррисемпе тата чăваш кĕввисемпе савăнтарчĕ. Каярахпа унпа тĕл пулса паллашма май килчĕ. «Эпĕ Шапкино ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускаври çар университетĕнче 2-мĕш курсра пĕлÿ пухатăп», - тесе пĕлтерчĕ Святослав Сергеев. Вăл каласа панă тăрăх, купăс калама шкул çулĕсенчех хăй тĕллĕн вĕреннĕ. «Килте вара ват мамакăн куккăшĕнчен юлнă купăспа калама хăнăхнă, вăл халĕ те упранать, - хушса каларĕ çамрăк. - Вĕреннĕ вăхăтра чăваш кĕввисемсĕр тунсăхлатăп, çавăнпа та отпуска килсен меллĕ самантпа усă курса ял сцени çине тухма тăрăшатăп».
Кашни ялăн хăйĕн шăпи тесе калас килет. Пĕрисем халăхран йышлă, анчах та ĕç тума тытăнсан ниепле те пĕр йыша пухăнаймаççĕ. Теприсем вара пĕчĕк ушкăнпах темĕнле ĕçе те парăнтарма пултараççĕ. Чĕрисем хĕмленсе тăраççĕ çав вĕсен.
М.МИХАЙЛОВА.