Инженер çĕнĕ сметăсем, проектсем хатĕрлет
Изванкка ялĕн пĕр урамĕ сад ячĕпе хисепленсе тăрать, Садовăй ятпа пурăнать вăл. Турикасран пуçланать те малаллах каять. Çулĕ-йĕрĕ вара пĕр тикĕсех мар. Çырмасем урлă та каçтарать иртен-çÿрене. Урам вĕçĕ пушшех те чăрмавлăрах. Анаталла аннипе пĕрлех тăвалла та хăпартать. Ту çине улăхмалла тейĕн.
«Камчаткăра» - ырă варкăш
Ахальтен мар ĕнтĕ кунта тĕпленнисем: «Эпир Камчаткăра пурăнатпăр», - тесе шÿтлеççĕ.
Юлашки вăхăтра вара кунта çĕнĕ варкăш кĕнĕ пекех туйăнать. Ял-йыша тÿрех сисĕннĕ ку. Палăртма кăмăллă. Йыш хушăннă кунта, çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Вера Анатольевнăпа Владимир Леонидович Капитоновсем пурнăç чĕртсе янă. Таçти аякрисем, курман-илтмен çынсем мар вĕсем. Вера, авă, ял хĕрех пулнă. Вăл Анатолий Гавриловичпа Галина Петровна Матвеевсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен иккĕмĕш хĕрĕ. Шел, çывăх çыннисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Ялта ятлă шутланнă вĕсем. Вера ашшĕ-амăшĕн сăнарне асра тытать, вĕсен ырă пилĕпе пурăнать.
Строитель профессине суйланă
Хĕрача пĕчĕклех тăрăшулăхпа палăрнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Вăл Йăлкăшра тăхăр класс пĕтерет. Хăйĕн пултарулăхне урăх çĕрте те тĕрĕслеме шутланă. Çапла хĕр пĕрчи Муркаш районĕнчи Тивĕш шкулĕнче вăтам пĕлÿ илет. Кунтан та «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе кăна тухнă. Хастар çамрăкăн çулĕ уçăлсах пынă. Вера Шупашкарти 12-мĕш лицей студенчĕ. Вăл штукатур-маляр, плиточник профессийĕсене илессипе тимлет. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Ку ÿсĕмпех çырлахмасть, малаллах талпăнать Изванкка хĕрĕ. Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче пилĕк çул ăс пухать. Аслă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать те промышленноçпа гражданла строительство инженерĕ пулса тăрать. Вера Анатольевна университетра юратнă çыннине те тупать. Ку кÿршĕри Вăрнар районĕнчи Кивьял яшĕ Владимир Капитонов. Пĕр-пĕрне килĕштерекен икĕ çамрăк пĕрле вĕреннĕ. Унччен каччă хура-шурне те курма ĕлкĕрнĕ. Вăл, çар службинче тăнăскер, Чечен вăрçине хутшăннă, унтан çĕнтерÿпе таврăннă. Хыççăн татах çитĕнÿ - аслă пĕлÿллĕ строитель Владимир Леонидович. Пĕр-пĕрне килĕштерекенскерсем часах пĕрлешнĕ. Çапла Капитоновсен çемйи чăмăртаннă.
Пултаруллă специалист шанăçа тивĕçнĕ
Теорилле пĕлĕве ĕçпе çирĕплетмелле. Хăйсене тĕллĕн малалла кайма çăмăл пулман. Капитоновсем вара парăнман, йывăррăн пулин те малаллах кайнă. Йывăр «лава» Шупашкар хулинче туртма пуçлаççĕ. Вера Анатольевна уйрăм организаци йĕркелесе ăна тытса пырас ĕçе кÿлĕнет. Вăл сметăсем, проектсем хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Ăсталăха ÿстерсех пынă çамрăк хĕрарăм. Çапла заказĕсем те хушăнсах пынă унăн. Вĕсене хăвăрт, лайăх пахалăхпа пурнăçлать. Ун пек çынна кам шанмĕ-ха? Пысăк строительство организацийĕн ертÿçисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлет Вера Капитонова. Вăл туса панă сметăсемпе, проектсемпе тĕп хуламăрта сахал мар объект çĕкленнĕ. Сакăр-тăхăр çул таран Шупашкара çĕнетсе улăштарас ĕçе пысăк тÿпе хывать, чыс-хисепе тивĕçет ентешĕмĕр.
Шупашкарта кăна-и - Мускавра та кирлĕ çын пулать Вера Капитонова. Кунта 2011-2020 çулсенче ырми-канми тимлет. Вăл хатĕрленĕ сметăсемпе проектсем çĕршыв шайĕнче те пурнăçа кĕнĕ, кĕреççĕ те. Вера Анатольевна ятарласа стройпроект обществине йĕркеленĕ-çке, унăн генеральнăй директорĕ шутланать.
- Нумай тĕрлĕ объектсем, пысăк çуртсем çĕклес ĕçе куллен хутшăнатăп. Сăмахран, Мускавра, Рязаньте, Сочире чиркÿсене çĕнетес енĕпе пысăк ĕçсем тунă. Ертÿçĕсемпе куллен çыхăнса ĕçлени, вĕсен шанăçне тÿрре кăларни мана савăнтарать, лайăхрах ĕçлеме вăй-хал хушать, - каласа парать ертÿçĕ.
Тăван яла пулăшасшăн
Курăнать, ăста инженер-проектировщик Изванкка хĕрĕ. Çĕршыв шайĕнчи ĕçе пурнăçлаканскер халĕ тăван ялĕнче. Капитоновсем цифра технологийĕпе усă курса ĕçе малалла тăсаççĕ. Кунта куçса килнĕренпе çулталăк кăна иртнĕ. Кĕске вăхăтрах килти хуçалăха çĕклессипе палăрмаллах ĕçсем тунă. Пурăнмалли çуртне юмахри евĕр ăсталанă. Паллă ĕнтĕ, строительство ĕçне аван пĕлет мăшăр. Мунчана тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хăтлă нÿхреп тунă. Капитоновсем çывăх вăхăтрах çĕнĕ пÿрт, ытти хуралтăсене те çĕклесшĕн. Сĕтел-пукан тăвассипе кил хуçи маçтăр. Владимир Леонидович ку енĕпе ял çыннисене те пулăшать.
- Çыннăн пурăннă чухне йĕркеллĕ пулмалла, ырă ĕç тумалла, пулăшмалла. Эпĕ ку енĕпе асаттерен, Гаврил Матвеевичран тĕслĕх илетĕп. Вăл пултаруллă пулнă, çĕнĕлĕхе хакланă, ăна пурнăçа кĕртме тăрăшнă, - терĕ Вера Анатольевна.
Чăнах та, вăл ялта ырă ят хăварнă. Ун çинчен хисеп- лĕ ватă Иван Петров та каласа панăччĕ.
- Ял çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшатчĕ. Чăн-чăн рационализаторччĕ вăл. Тырă аламалли сортировкăна моторпа ĕçлемелле турĕ. Сÿс-кантăр заводĕнче ĕçлекенскер токарь станокĕ ăсталанăччĕ. Хастар арçын килĕнче хăйне май кремль те тунăччĕ. Уншăн Мускаври премие тивĕçрĕ, - пĕлтернĕччĕ Иван Петрович.
Килне пăхса кин килнĕ. Вера Анатольевнăн амăшĕ, Галина Петровна та питĕ сăпайлăччĕ. Ашшĕ Анатолий Гаврилович та ырăпа кăна палăрнă. Вĕсен ырă енĕсене хаклать те хĕрĕ. «Çынна пулăшмалла, хисеплемелле, ырă ĕçсем ытларах тумалла», - тет Вера Капитонова.
Çав ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать те строительсен çемйи. Çывăх вăхăтра çул тума палăртнă. Объектăн сметине, проектне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Ялта пурнăçламалли ытти ĕçсем те сахал мар. Ку енĕпе те пуçарулăх кăтартасшăн Капитоновсем. Вĕсен Виктор ывăлĕ те çаврăнăçуллă иккен. Чăн-чăн строитель пулнипе пĕрлех ал ĕçĕ енĕпе те маттур кил хуçисем. Вера Анатольевна хитре япалисене пĕрин хыççăн теприне ума кăларчĕ. Мĕнех калăн, пурнăç çынни. Вĕсен ÿсĕмĕсем хушăнсах пыччăр.
Елена ТИМОФЕЕВА.