Йĕлтĕрçĕсене сивĕ çил те хăратмасть
Хĕллехи вăхăтра спортпа туслă çынсене ытларах йĕлтĕрпе ярăнасси пĕрлештерет-тĕр. Ку спорт тĕсне пĕчĕк ачасенчен пуçласа аслă ăрурисем таранах кăмăллаççĕ. Йĕлтĕр çине тăрса ăмăртасси вара кашни ăрăвах пĕрлештерет.
Шăпах февралĕн 23-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕн стадионне районти мĕнпур йĕлтĕрçĕ пухăнчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2020» ăмăрту иртрĕ. Кăçалхипе йĕлтĕрçĕсем 38-мĕш хут асăннă хĕллехи спорт тĕсне юратнине çирĕплетрĕç. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах йĕлтĕр çине тăракансен йышĕ пĕчĕкех пулмарĕ.
Çулсеренхи ăмăрту çак кун уява çаврăнчĕ. Апла пулмасăр: шăп çак кун Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ. Çавна май спорт мероприятине уçнă чухне Элĕкри культура çурчĕн ĕçченĕсем Иван Никифоровпа Сергей Иванов пухăннисене, уйрăмах арçынсене, саламласа илемлĕ юрă парнелерĕç.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2020» ăмăртăва Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Левицкая тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уçрĕç. Çавăн пекех кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Валерий Егоров, çăмăл атлетикăн спорт мастерĕ, тренерĕ Виктор Семенов, «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Сергей Леонтьев хутшăнчĕç.
Малтанах старта VIP-чупăва хутшăнакансем тухрĕç. «Тепловодаканал» общество ертÿçи Александр Никифоров, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, районти тĕп врач Валерий Егоров финиша чи пĕрремĕш çитрĕç. Хĕрарăмсенчен ветеринари станцийĕн начальникĕн çумĕ Лариса Львова, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алина Филипповăпа районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Василиса Архипова палăрчĕç.
Спорт çемйисем хутшăнасси те ырă йăлара. Çĕнтерÿçĕсем - Элĕкри Андреевсем, Ураскилтри - Филипповсемпе Мăн Ямашри Ильдерсем - призерсем.
Шкул ачисем хушшинче те ÿсĕме кура ăмăртусем пĕринчен тепри çивĕчрех те интереслĕрех иртрĕç.
18-29 çулхи çамрăксен йышĕнче Николай Запасов (çĕнтерÿçĕ), Дмитрий Ермаков (кĕмĕл), Руслан Капитонов (пăхăр), хĕрсем хушшинче Александра Филипповăпа Лариса Федорова палăрчĕç.
30-39 çулсенчисем хушшинче йĕлтĕр çине чылаййăн тăчĕç. Апла пулин те арçынсенчен финиша чи малтан Никита Макаров çитрĕ-çитрех. Ун хыççăн Евгений Аверкиев пулчĕ. Алексей Якимов виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Хĕрарăмсенчен малти вырăнсене йышăнса Элĕкре пурăнакансемех палăрма пултарчĕç. Кусем - Оксана Петрова (çĕнтерÿçĕ), Ольга Ефимова (кĕмĕл), Оксана Андреева (пăхăр).
40-49 çулхи арçынсенчен Сергей Филиппов 1-мĕш, Николай Нестеров - 2-мĕш, Илья Михайлов 3-мĕш пулчĕç. Хĕрарăмсен йышĕнче Людмила Ананьева тата Ирина Ильдер финиша ăнăçлă çитрĕç.
50-59 çулхисем нумаййăнах пулмарĕç пулин те палăртнă дистанцие вĕçне çитиех чупса тухни пĕлтерĕшлĕ. Пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине Виктор Гаврилов тăчĕ, иккĕмĕшĕ - Виталий Максимов. Елена Гаврилова та çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.
60 çула çитнисем тата аслă ÿсĕмрисем те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Василий Гаврилов пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ăна Виталий Никандров кăшт çеç хăваласа çитеймерĕ - иккĕмĕш, финиша виççĕмĕш çитекенни Вячеслав Осипов пулчĕ. Çак ÿсĕмре хĕрарăмсенчен Алевтина Андреева мала тухрĕ.
Аслисем çамрăксене яланах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Мĕн ачаран юратнă спорт тĕсне тивĕçлĕ канура чухне те пăрахманни аван. Акă вĕсенчен пĕри Анатри Юлăшри Владимир Ефимов. 68-ти арçын 2008 çултанпа «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнать. «Эпир паян кунта мăшăрпа килтĕмĕр. Эпĕ çамрăкранпах йĕлтĕр сырма юрататтăм. Хальхи вăхăтра та ăна пăрахмастăп. Пĕлтĕр хутшăнма май килмерĕ, кăçал килесех терĕм», - тесе пĕлтерчĕ чылай çул Вырăс Сурăм шкулĕнче директорта ĕçленĕскер. Сăмах май, вăл хăй ăсталаса çирĕплетнĕ, юсаса çĕнетнĕ йĕлтĕрпе ăмăртăва хутшăнчĕ.
Пиллĕкри Ярослав Федоров йĕлтĕрçĕсен йышĕнче чи кĕçĕнни пулчĕ. Кубока тивĕçнине пĕлсен тÿрех кукамăшĕ патне шăнкăравласа хăйĕн савăнăçне пайларĕ. Чи асли вара ăмăртура 71 çулхи Николай Павлов пулчĕ.
«Йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» чи вăйлисен ăмăртăвĕпе вĕçленчĕ. Вĕсен йышĕнче шкулта пĕлÿ илекен çамрăксем пулчĕç. Сергей Афанасьев тата Анастасия Спиридонова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Даниил Ефремовпа Ксения Захарова тухрĕç. Никита Павлов тата Татьяна Краснова виççĕмĕш пулса пăхăр медале тивĕçрĕç. Ку ушкăнри çамрăксене Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ уйрăм парнесемпе хавхалантарчĕ.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.