Кăçал - икĕ чемпион
Районта спорт шкулне çÿрекенсен йышĕ ÿсни палăрмаллах сисĕнет. Уйрăмах бокс секцине кăмăллакансен кăтартăвĕсемпе мухтанма пулать. Спортсменсем районта çеç мар, республикăра та хăйсен вăй-халне шеллемесĕр малти вырăнсене йышăнса илеççĕ.
Иртнĕ кунсенче акă Çĕнĕ Шупашкар хулинче бокс енĕпе республика чемпионачĕ иртрĕ. Кĕрешĕве Чăваш Енри 200 яхăн боксер хутшăнчĕ. Паллах, Элĕк район чысне хÿтĕлекенсем те аякра юлмарĕç ку ăмăртуран. Хальхинче вĕсем виççĕн республикăри боксерсемпе ринга тухрĕç. Эдуард Маслов, Даниэль Семенов тата Дмитрий Каратаев бокспа чылай çул туслă. Çавăнпа та вĕсем чăн-чăн профессионалсенчен те кая мар. Сăмах май, Эдуард иртнĕ çулта чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Даниэль те пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри профсоюз ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.
Чемпионат темиçе кунах тăсăлчĕ. Пĕрремĕш кунне Вутлан шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Каратаев Çĕрпÿ районĕн боксерĕпе ринга тухрĕ. Ун хыççăн Э.Маслов Çĕнĕ Шупашкарти Олимп шкулĕн спортсменĕпе кĕрешрĕ. Хĕрÿ çапăçура Эдик хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ, хула боксерне çĕнтерчĕ.
Иккĕмĕш кунĕ те çăмăл килмерĕ пирĕн боксерсемшĕн. Вĕсем Шупашкарти «Динамо» спорт шкулĕнче вăй виçрĕç. Кунта та Эдуард çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Виççĕмĕш кунĕнче каллех вăл мала тухассишĕн пур вăйран тăрăшрĕ. Çĕрпÿ боксерне çĕнтерчĕ. Çавăнпах судьясем вăл пултаруллă пулнине те çирĕплетрĕç.
Даниэль Семенов 91 килограмм виçеллĕ категоринче район чысне хÿтĕлерĕ. Вăл, пĕрре кăна мар республикăн чемпионĕ пулнăскер, финалта Ял хуçалăх академийĕн студенчĕпе тупăшрĕ. Даниэль чăнахах та ку чемпионата питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вăл пĕрремĕш раундрах хăйне хирĕç кĕрешекене «вырăна лартрĕ». Çапла майпа пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине хăпарчĕ.
Чемпионата хутшăнма тивĕçлĕ пулнă каччăсемпе мухтанма кăмăллă. Мĕншĕн тесен вĕсем кăçал боксра тата та пысăкрах çитĕнÿсем турĕç. Эдуардпа Даниэль чемпион ятне йышăнса илчĕç. Иртнĕ çул пирĕн районта пĕрре кăна пулнă пулсан, кăçал вара иккĕн чемпион пулма пултарчĕç. Çĕнĕ çул тĕлне ку пысăк парне тейĕн.
Çакна та палăртам. Çак кунсенчех Анапа хулинче Раççей шайĕнчи чемпионат иртрĕ. Унта вара Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕн боксерĕ Кирилл Юртаев хутшăнчĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи команда йышне кĕчĕ. Çакна та палăртам, Чăваш Енрен вăл пĕччен хутшăнма тивĕçнĕ. Кирилл 2001-2002 çулсенче çуралнă, 60 килограмлă боксерсемпе кĕрешсе республика чысне хÿтĕленĕ.
В.ГОРДЕЕВ, тренер.