Карачурасем куракансене савăнăç кÿреççĕ
«Пурăнмалла, савăнма пĕлмелле» - Карачура культура çурчĕ çумĕнчи ушкăнăн хăйне евĕр девизĕ ку. Кунта çÿрекенсенчен хăшĕсем тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ, анчах вĕсенчен пĕри те килте тунсăхласа ларма шутламасть - пурнăçне илемлĕ те киленÿллĕ, тулли тума тăрăшать. Кашниех ăнланать: ушкăнпа чухне вăхăт та интереслĕ иртет, чунра та кăмăллă. Культура çурчĕн заведующийĕ Людмила Николаева: «Атьăр, пĕрле савăнар, тĕрлĕ юрă шăрантарар!» - тесен Карачура тăрă- хĕнче пурăнакансем унăн сĕнĕвне хапăлласа йышăннă, культура çуртне пуçтарăнма пуçланă. Пĕри тухнă, унтан тепри - йыш пĕчĕккĕн хушăнсах пынă. Халĕ ушкăнра 10 çын. Людмила Николаева, Иван Комаров, Ирина Иванова, Надежда Медведева, Людмила Трофимова, Алена Комарова, Нина Моисеева, Фаина Григорьева, Валентина Брусникова, Валентина Титова - пурте пултаруллăскерсем. Кашниех юрă-ташă енне чунĕпе туртăннă. Ушкăнри юрăçсем хăйсен кăмăлне çĕкленисĕр пуçне ыттисене те савăнăç, хаваслăх кÿреççĕ.
Л.Николаева шучĕпе, чи пĕлтĕрĕшли - ку таврара пурăнакансене пĕр çĕре пухма пултарни. Юрласа ярсан мĕнпур йывăрлăх çинчен манаççĕ. Акă, Фаина Григорьева хуçалăхра бухгалтерта нумай çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах сцена çине те тухнă. Вăл каланă тăрăх, юрласа ярсан çав самантра чир-чĕр те тарса çухалнăн туйăнать иккен. Людмила Трофимова вара çулсем кайнишĕн вуçех те ÿпкелешмест, мĕншĕн тесен вăл çутă ĕмĕтпе пурăнать. Валентина Брусникова та юрă-кĕвĕ енне чунĕпе туртăннă. Унăн та килте пăчăхса ларас килмест, уйрăмах хĕл кунĕсенче. «Халăх хушшинче пулнă май пĕтĕм хуйха сиретĕн. Çакă йывăрлăха та хыçа хăварма пулăшать», - шухăша уçрĕ юрлама юратаканскер.
Ушкăнри пĕртен пĕр арçын - Иван Комаров. Вăл шкулта вĕреннĕ чух купăс калама вĕреннĕ. Халĕ те музыка инструментне алăран вĕçертмест. Çуралнă куна е салтак ăсатма чĕнеççĕ-и - хирĕçлесе тăмасть, кайса каласа парать. Купăс кĕввисĕр юрă та илемлĕ тухманнине лайăх пĕлет, çавăнпах ушкăнран уйрăлмасть. «Культура ĕçĕнче пĕччен нимех те тăваймăн. Йыш кирлĕ. Юрлама юратакансем пурри вара шанчăк парать, ĕç-хĕле йĕркелесе пыма хавхалану хушать. Сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ концерт программипе тухас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Пĕр сăмахпа, пурнăçран юлас мар тетпĕр», - пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ Людмила Витальевна.
Хĕл кунĕсенче репетицие уйрăмах час-часах пуçтарăнаççĕ, чăваш халăх юррисене шăрантараççĕ. Ик-виçĕ сехет юрлаççĕ, килĕсене те кайма васкамаççĕ, мĕншĕн тесен пурне те ушкăнра питех те кăмăллă та килĕшÿллĕ.
Карачурари юрă-ташă ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе Вăрнар округĕнчи Кушар Юнтапара, Чăрăш Шĕнерте, Çавалкасра, Красноармейскинчи Кошкинăра пурăнакансене паллаштарнă. Хамăр тăрăхри ялсенче те пулнă.
Карачурасем илемлĕ юрăсем шăрантарсан залра ларакансем чăннипех те хĕпĕртеççĕ. Ара, тепĕр тесен, çыннăн кăмăлне çĕклеме нумай-и кирлĕ; Юрă-кĕвĕ вара чуна ăшăлăх кĕртет, чун хавхаланупа тулать.
Юрий КОРНИЛОВ.