Кашни çын пулăшăвĕ кирлĕ
«Тыл çирĕп пулсан фронт та çирĕп пулать», - тенĕ сăмахсем ахальлĕн кăна мар пулнине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çирĕплетсе панă. Вăй питти арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем фронта мĕнле май килнĕ, çапла пулăшнă. Çак тĕслĕхсене паянхи кун та, Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, аса илетпĕр. Аса илетпĕр кăна мар, çар тивĕçне пурнăçлакан ентешсенчен аякра пулин те чунпа вĕсемпе пулнине ĕçпе кăтартса паратпăр. Волонтерсем гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе хастар хутшăнаççĕ, ятран посылкăсем хатĕрлеççĕ, ăшă япаласемпе тивĕçтереççĕ, шурă хут çине шăрçаласа çырнă пил сăмахĕсем те чуна ăшăтаççĕ. Ун пек чухне тăван енрен хÿтлĕх илнĕ салтака нимĕнле тăшман та çĕнеймĕ.
Хальхинче сăмахăм Çулавăç тăрăхĕнчи хастар çынсем çинчен пулĕ. Кунти Смоленск Турă амăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи çуртра вырнаçнă ĕçлĕ ушкăн. Вĕсене ĕçе пуçарса яма Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев пил панă. Çулавăç, Писĕп тата Анаткас Çулавăç ялĕнчи хĕрарăмсем ĕçе килнĕ пекех пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ кунта. Вырăнти волонтерсен ĕçне Светлана Клементьева йĕркелесе пырать.
Ĕçсĕр ларма пултараймасть
Светлана Алексеевнăпа пуçласа вăл хăй вăхăтĕнче Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă чухне паллашнăччĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван тăрăха куçса килнĕскер ниепле те алă усса ларма пултарайман ун чухнех. Ял халăхĕ валли çул тумалла, чиркÿре юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшмалла тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе тимлетчĕ. Каярахри вăхăтсенче Элĕк салинче тĕл пулсан та калаçмасăр нихăçан та иртсе кайман.
- Эпĕ Çулавăç ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ.10 çул каялла хуларан тăван тăрăха куçса килтĕм. Пире мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Çавăнпа та паянхи кун та ĕçсĕр ларма пултараймастăп. Эпĕ яланах çынсене, пурнăçа тата Турра юратнă. Халĕ те çаплах.
Паянхи кун пирĕн пĕр шухăш - çар тивĕçне пурнăçлакан салтаксене пулăшасси. Çывăх çыннисем тăван килтен аякра пулнă чухне килте юлнисене те çăмăл мар. Çакна эпĕ хам та аванах пĕлетĕп. Манăн кĕрÿ 2014 çултанпах çар тивĕçне пурнăçлать. Виçĕ хутчен аманса килчĕ. Халĕ акă нумаях пулмасть каллех ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. Ку уншăн 3-мĕш вăрçă. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç тăнă чухне эпир мĕнле-ха алă усса ларма пултаратпăр? Пирĕн вĕсене пулăшмаллах, - каласа пачĕ Светлана Алексеевна.
Светлана Клементьевăн пуçарулăхне ял çыннисем те хаваспах йышăннă. Акă халĕ ĕçлĕ ушкăнăн шăнăрĕ çирĕпленнĕ те ĕнтĕ. Кашни хăйĕн ĕçне пĕлет, пĕри теприне пÿлмест, сĕнÿ-канаш панине вара хаваспах йышăнаççĕ. Вăл е ку ĕçе хăйсем хушшинче пултарулăхне кура шанса парасси йăлана кĕнĕ.
Купăста тăварлама пуçланă
Çулавăç тăрăхĕн хастарĕсем малтанах пуçласа Питĕшкасси ялĕнчи Культура çуртне маскировка тата шлем çине тăхăнмалли хÿтлĕх çеткисем çыхма çÿренĕ. Пĕр вăхăтра кунта ĕçсем пĕтсен хăйсем патĕнчех пухăнасси пирки шухăшланă. Анчах та маскировка çеткисем çыхма станокне вырнаçтарма вырăнĕ çителĕклех пулман, çавăнпа та шлем çине тăхăнмалли хÿтлĕх çеткисем хатĕрлесси çинче чарăнса тăнă. Анчах кунпа кăна çырлахса ларма пултарайман вĕсем. Светлана Никитина тăрăшнипе Шупашкарти «Домашняя кухня Чувашии» ушкăнпа паллашса ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесе янă. Вĕсем пахча çимĕçрен салтаксем валли «типĕ яшка» хатĕрлеме пулăшаççĕ. Çулавăç тăрăхĕнчи хастарсем те хăйсемшĕн çĕнĕ ĕçе хаваспах хутшăнма пуçлаççĕ.
– Эпир вĕсем саккас панипе ĕçлеме пуçларăмăр. Çийĕнчех купăста тăварлассине йĕркелесе ятăмăр. Ку ĕçе Ирина Трофимова ертсе пырать. Унăн чăнах та ку енĕпе ăсталăхĕ пысăк, - ĕçсемпе паллаштарма пуçларĕ Светлана Алексеевна.
Тăварлаççĕ, йÿçĕтеççĕ – кайран Шупашкара ярса параççĕ. Халĕ те хĕрарăмсем вăрăм сĕтел хушшине икĕ енчен тăрса тухнă та шурă пуçлă купăстана пĕр чарăнми тураççĕ. Çывăхрах шурă витресене хура пакетпа хупланă çурма хатĕр продукци хăйĕн вăхăтне кĕтсе ларать. Хăйне евĕр конвеер тейĕн. Купăстине ăçтан тупаççĕ-ха?
– Купăстине ял çыннисем нумай килсе пачĕç. Пĕлтерÿ патăмăр кăна, хăш вăхăтра пухса çитерчĕç? Паянхи кун та кам та пулин мĕн те пулин илсе килетех. Чĕрĕ купăста, кишĕр, сухан тата ыхра кирлĕ. Тăварланă хăяр нумай тиесе ятăмăр, вĕсем рассольник валли питĕ аван, - тăсрĕ хăйĕн сăмахне волонтерсен ертÿçи. Пахча çимĕçпе тивĕçтерес ĕçрен вырăнти фермерсем те пăрăнса юлманнине палăртрĕ вăл. Сергейпа Галина Волковсем акă 800 ытла килограмм купăста панă. Леонид Четриковпа Иван Лукин та хăйсен тÿпине хывнă.
Минтерсем те çĕлеççĕ, нускисем те çыхаççĕ
Çĕнĕ çул канмалли кунсемпе пуян, анчах та волонтерсем пĕр саманта та усăсăр ирттересшĕн пулман. Пахча çимĕçсем пухассипе тăхтама ыйтнă пулсан тата мĕнле те пулин усăллă ĕç тума пулать-çке. Анчах мĕнлине; Ытти ялсенчи волонтерсем минтерсем çĕленине кура Çулавăçсем те çак çĕнĕ ĕçе кÿлĕнсе пăхма шутланă. Камăн арчинче мĕнле пусма пур, пурне тенĕ пекех ĕçе янă. Кĕске вăхăтрах 150 минтер пичĕ çĕлесе хатĕрленĕ. Ку енĕпе пултаруллисем Зоя Егорова, Света Никитина, Мария Семенова, Альбина Павлова. Вĕсене тултарма синтепонне те Элĕкри çĕвĕ цехĕсенчен илсе килнĕ. Ĕçĕ кал-кал йĕркеленсе пынă. Ял çыннисем хăйсем кăнтăрлахи вăхăтра волонтерсен ушкăнне хутшăнма пултарайман пулин те пушă вăхăтпа усă курса пулăшма тăрăшнă. Акă Алина Федотова килтен 21 минтер хатĕрленĕ.
Волонтерсен ĕçне ял çыннисем те пур енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Акă çăм нуски çыхса памалла тесен чылайăшĕ хаваспах килĕшнĕ. Çулавăçри Андрей Казаков уйăрса панă укçапа çип туянсан ăна унăн амăшĕ Ираида Гавриловна нуски çыхма çынсене валеçсе панă. Çак ĕçре Ирина Кириллова, Эльза Вилежанина, Римма Ксенафонтова, Зоя Шашкарина, Светлана Борисова, Валентина Прокопьева ырă сăмаха тивĕç. Хăйсен çиппипе усă куракансем те чылай пулнă. Хыççăнах Çулавăçсем 5 посылка нуски ăсатма пултарнă. Халĕ те çула тухма хатĕр курупкасем хăйсен вăхăтне кĕтеççĕ.
Нумаях пулмасть волонтерсем патĕнче Питĕшкасси шкулĕнчи вĕренекенсем пулнă. Елена Лукина вĕрентекен хăй ячĕпе 6 мăшăр нуски çыхса килнĕ. Шкул ачисем те ыркăмăллăх акцине хутшăнса 14 çăм нуски çитерсе панă. Тата вĕсем салтаксем валли виç кĕтеслĕ çырусем çырса хăварнă. Шăпах посылкăсем тултарнă чухне вĕсене нускисем ăшне чиксе параççĕ те. Чăваш ялĕсенче çыхнă нускисем урана ăшăтаççĕ пулсан, çырури йĕркесем чуна çемçетеççĕ.
Светлана Алексеева пачах шутламан-туман çĕртенех стелькăсем хатĕрлеме вĕренни çинчен те каласа пачĕ. «Япала кирлĕ тесе кăна калаччăр, пирĕн хĕрарăмсем тем тума та вĕренеççĕ», - терĕ вăл ял хастарĕсене мухтаса.
Кашнин ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ
Çулавăç тăрăхĕнчи ялсенчи çар çыннисене кĕлĕ вуласа та пулăшма тăрăшаççĕ ял çыннисем. Пĕтĕмпе кунти 18 арçын çĕршыв хÿтĕлевçинче. Вĕсен ячĕсене кулленех кĕлĕсенче вуласа Турăран пулăшу ыйтаççĕ.
Паянхи кун Çулавăçсен ушкăнĕнче Светлана Никитина, Елена Филиппова, Альбина Самохвалова, Лариса Павлова, Любовь Уляхина, Ирина Трофимова, Альбина Прокопьева, Ираида Казакова, Альбина Егорова, Ренаида Прокопьева, Валентина Васильева, Мария Семенова, Виталий Филиппов тăрăшаççĕ. Юрий Трофимовпа Степан Спиридонов кирек мĕнле пулăшу ыйтсан та яланах юнашар. Хатĕр продукцие вырăна çитерме Валентин Самохвалов пулăшса тăрать. Хăй те, Афган вăрçи витĕр тухнăскер,эпир куллен туса пыракан ĕç кирлĕлĕхне аванах ăнланать. Альбинăпа Николай Егоровсем минтер ăшне тултармалли синтепона Элĕкри çĕвĕ цехĕн ĕçченĕпе Мария Никитинăпа çыхăнса тивĕçтереççĕ. Владимир Сорокин сысна ашĕнчен тĕтĕмленĕ аш тата шăратнă çу илсе килнĕ. Валентина Евдокимова 16 çăм нуски тата 30 перчетке хатĕрленĕ. Питĕшкасси волонтерĕсем те тăтăшах пулăшса тăраççĕ.
«Паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăннишĕн кашни çынна тав сăмахĕ калатпăр. Ял çыннисен пулăшăвĕ çав тери пысăк. Лару-тăрăва кашниех ăнланма тăрăшать. Пирĕн ĕçре пĕчĕк ĕçсем çук, кашниех кирлĕ. Вăрçă вăл пĕтетех, анчах эпир фронтпа юнашар пулни салтаксене кирлĕ. Пирĕн хамăр çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшмаллах! Килĕр, хутшăнăр!» - чĕнсе каларĕ Светлана Алексеевна.
Волонтерсем палăртнă тăрăх çитес гуманитари пулăшăвне Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне ăсатма палăртаççĕ. Хатĕрлев ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ Çулавăç тăрăхĕнче. Паянхи куна 9 посылка хатĕр. Гуманитари пулăшăвне ăсатассине «Надежный тыл Чувашии» фонд урлă йĕркеленĕ. Ăçта мĕн чухлĕ посылка ăсатнине, кам хутшăннине, укçа хывнине е япаласем туяннине - пĕтĕмпех ĕлĕкхилле ампар кĕнекине çырса пыраççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.