Конкурсра - тĕрĕ ăстисем
Чăваш тĕррин музейĕнче «Ăстасен марафонĕ» конкурс иртнĕ. Ăстаçăсем пĕр кунра чи лайăх тĕрĕ тăвас енĕпе ăмăртнă. Конкурса Чăваш Енрен, Ульяновск тата Санкт-Петербург хулисенчен вун тăватă тĕрĕç хутшăннă. Йышра пĕр арçын та пулнă. Ăна чăваш тĕрри хăйĕн хитрелĕхĕпе илĕртнĕ-мĕн.
Районти литературăпа таврапĕлÿ специалисчĕ Вера Степанова «Эреш-2» орнамент-феста хутшăннă.
Часах кăтартусем те паллă пулнă. Элĕк ен ăсти Вера Степанова сертификата тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн художниксен союзĕн членĕ Татьяна Шаркова, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова пурне те конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламланă. «Эсир пурте ăстаçăсем тата çĕнтерÿçĕсем», - тенĕ Ирина Петровна.
Сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе ноябрĕн 26-мĕшĕнче республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тума йышăннă та.