Курăк чейне ĕçет, мунчара милĕкпе çапăнать
Чăрăшкасси ял урамĕн анат вĕçĕнчен пĕчĕк урапа туртса пĕр кинемей хăпарать. Васкасах утать ватă. Иртенпех хĕвел питтинче çÿренĕрен сăнне хĕрлĕ тĕс çапнă, хĕвел çинче пиçнĕ, ахăртнех. Çывăхарах çитсен палласа илтĕм ватăна. Ара, ку çут çанталăк тусĕ Елизавета Пантелеймоновна Пантелеймонова-çке.
- Ир кÿлĕмех кайнăччĕ. Тепĕр кăштах та çÿреме пулатчĕ. Ачасем хуларан килме тухнă тесе шăнкăравларĕç те, вĕсем килнĕ тĕле хăмла çырлине татса компот вĕретес тетĕп. Çуралнă кунпа саламлама килетпĕр терĕç те, паян 95-е пусăмларăм-çке, - калаçать типтерлĕ тумланнă, сăнран илемлĕ ватă.
- 95-е? - тĕлĕнсе ыйтатăп хăйĕн ÿсĕмне кура мар çамрăк курăнакан ватăран. Йăл куларах пуçне сĕлтет каллех ватă. Елизавета Пантелеймоновна çийĕнчех вăрăм ĕмĕрлĕ пулни сăлтавне уçса пама васкать.
Чи пĕрремĕшĕ вăл - çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнни. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухнăранпах сиплĕ курăк пухассипе ĕçлет вăл. Çак ĕçе вĕлтĕрен кăштах сăмсалансан тытăнать те мĕн кĕркуннечченех пуçтарать вара курăксем. Чĕр тавара Элĕк райповĕн хатĕрлев кантурне аппăшĕн ачисем кайса параççĕ. Чечек-курăкăн сиплĕхне упраса хăварас тĕлĕшпе ăна сулхăнра типĕтет. Çакна валли çуртăн иккĕмĕш хутĕнче тата шушулара ятарлă вырăнсем йĕркеленĕ. Унта картлашкапа, пусмапа хăпарса анасси те 95-ри ватăшăн чăрмавлă мар. Çирĕплĕхпе пиçĕхлĕх те кун-çул тăсăмĕ çине витĕм кÿнине палăртать. Çак пахалăхсем вара Елизавета Пантелеймоновнăра ачаллах туптаннă. Ашшĕ вырăнти хуçалăхăн председателĕ пулнă май ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Авăн çапнă çĕрте аслисем çапуççипе çапнă пулсан, ачасем кĕлте тавăрассипе тимленĕ, çĕрĕпех ĕçленине те аванах ас тăвать вăрçă ачи. 1936 çулта ялти пĕр çын хуçалăхăн лашине вăрланă. Айăпли кам пулнине палăртса хайхискерне суд тенкелĕ çине лартнă. Лешĕ вара ăна Елизавета Пантелеймоновнăн ашшĕ тыттарнă тесе вĕсен килне вут тивреттернĕ.
Çемье килсĕр-çуртсăр тăрса юлнăран пурте пĕрле Владивостока вербовкăпа тухса кайнă. Унта та ырри кĕтмен çемьене. Ытти çĕрти пекех выçлăх хуçаланнă. Пĕр çулхине уйрăмах типĕ килнĕ. Çĕр улми та чи пысăкки чăх çăмарти сарри пысăкăш çеç пулнă. Пурне те çиме çиттĕр тесе амăшĕ тяпкăпа тÿсе çитернине ас тăвать аслă ÿсĕмри çын. Çавăн пекех пур-çук укçапа пасартан çăнăх илсе килсе шывпа лăкаса çисе хырăм выççине ирттернине те палăртать.
- Атте тăван тăрăха та килсе кураймарĕ. Владивостокранах вăрçа илсе кайрĕç. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче ăсанчĕ унта вăл. Эпир вара каялла таврăнтăмăр. Пĕр уйăх Свердловскинче вокзалта пуйăс кĕтсе лартăмăр. Кукаçисем патĕнче пурăнма пуçларăмăр. Çав çулхине вĕсен çĕр улми çав тери шултăра пулнăччĕ, тăраничченех çинĕччĕ вара, - иртнине аса илсе каласа парать кинемей. Анчах яла таврăннипе пĕрлех инкек сиксе тухать çемьере. Малтанах çулталăка çитмен пĕртăванĕ пурнăçран уйрăлать, унта тиф чирĕпе шкул ÿсĕмне çитнĕ шăллĕ вилет. Çапла виçĕ пĕр тăван çеç тăрса юлаççĕ.
Чăрăшкассине таврăнсан ĕнтĕ вĕрентекенре ĕçлекен тăванĕ ачасен вĕренмеллине, шкула каймаллине палăртать. 13-ри хĕр ачана Чăрăшкассинчи пуçламăш шкула тÿрех иккĕмĕш класа илет. Серафима аппăшне тăваттăмĕш класа илнĕ пулсан, Зинаидăна чи аслине - виççĕмĕш. Анчах та аппăшĕсен вĕренсе пĕлÿ илме май килмест-ха. Алă пускалама çеç вĕренеççĕ.
Елизавета Пантелеймоновна çичĕ класс вĕренсе пĕтерет те колхоза кĕрет. Ялти ытти хĕр-хĕрарăмпа вăрман ĕçлеме каять. Çавăн пекех çул тăвас ĕçе те хутшăнать. Йывăр наçилккасемпе йăтнине, халтан кайнине халĕ те пăшăрханса каласа парать. Çамрăк тăрăшулăхпа палăрнине вĕрентекенсем малтанах асăрханă-ха. Яваплăха туякан хĕр-упраçа Чăрăшкассинчи пуçламăш шкула техничкăна илнĕ. Асăннă шкул хупăнсан Ассакассине куçсан вăл та унта кайнă. Кунта кăнтăрла вĕренекенсене валли апат пĕçернĕ пулсан, каçхине шкул çумĕнчи Интернатра ачасене пăхнă.
Шкула, киле çу кунĕсенче велосипедпа кĕскетнĕ пулсан, хĕлле урине йĕлтĕр сырнă. Ассакассинчи вĕренÿ çуртне хупсан, ăна Тури Карачурана куçарсан та шкултан пăрахман Е.Пантелеймонова. Каллех тасалăхпа тирпейлĕхе тытса тăма çирĕплетнĕ ăна. Ĕçе велосипедпа тата йĕлтĕрпе çÿрени çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстернĕ тесе шутлать те вăл. 1991 çулччен Карачура шкулĕнче техничкăра ĕçлет. Колхозра та ĕçе 70 çулта çеç пăрахнă. Унччен пĕр кун та колхозра сиктерменнине пĕлтерет ĕç ветеранĕ.
Пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕрен, пурнăç çăмăлах пулманран çемье çавăрма та тăхтаса тăрать Елизавета. Серафима аппăшĕ те качча каймасть.
- Илес текенсем пурччĕ-ха. Ватăлсан та пĕрле пурăнма сĕнекенсем тупăннă, анчах та кукаçи кил хуçалăхне аркатма шутламан, аппапа иксĕмĕрех кун-кунларăмăр. Вăл 91 çулччен пурăнчĕ, виçĕ çул каялла вилчĕ. Зинаидăн хĕрĕсем Валентинăпа Серафима асăрхаса тăчĕç. Халĕ те вĕсем пăхаççĕ мана. Сăмах май, анне те пирĕн вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă, 94 çул та ултă уйăх пурăннă. Эпĕ унран иртсе кайрăм-ха, - каласа парать 95-рискер.
Çулсене кура мар пахчара та хăех ĕçлет кинемей. Йăрансене пусать, çимĕçсене лартать, кăларать. Эрне вĕçĕнче вара аппăшĕн ачисем килсен мунча хутса кĕреççĕ. Çĕнĕлле тунă мунчара милĕкпе çапăнма юратать вăл. Çулла тулта ĕç-пуç нумайран телевизор пăхмасть, кĕнеке-журнал сайра хутра çеç вулать. Хĕлле вара хаçатсене пĕтĕмпех шĕкĕлчет, куçлăхсăрах вулать.
Район хаçачĕн вулаканĕсене вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, ытларах уçă сывлăшра çÿреме сĕнет.
Елизавета Пантелеймоновнăна сумлă юбилей ячĕпе Элĕк муниципаллă округĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Ильина тата Юнтапа территори пайĕн начальникĕ Леонид Мукин саламланă. Раççей Президенчĕн владимир Путинăн салам çырăвне вуласа панă. Çавăн пекех Тăвăш Юнтапари фольклор ансамблĕ те хăнана килнĕ. Хисеплĕ ватăна менелник ячĕпе чăн-чăн уяв йĕркеленĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.