Куравра - чăвашсен çи-пуçĕ
Тĕрĕ - чăваш халăхĕн мухтавĕ, мăнаçлăхĕ. Янкăр сăрăллă тĕррисем тата илемлĕ эрешлесе тĕрленĕ чăваш тумĕсем мĕн ĕлĕк ренех Атăл çинчи хуларан пуçласа пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă.
Чăваш халăхĕн культуринче тĕрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕррин кунĕ çинчен указ кăларнă. Çак уяв кăçал пĕрремĕш хутчен ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ.
Асăннă куна ахальтен суйласа илмен. Шăпах ун чухне, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, тĕрĕ ÿнерçин Екатерина Ефремовăн çуралнă кунĕ. Вăл алăпа тĕрлессине упраса хăварас тата халăх искусствине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă.
Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне Элĕкри культура çуртĕнче чăваш наци çи-пуçĕн куравĕ иртнĕ. Культура ĕçченĕсем хĕр-хĕрарăмсен, арçынсен тумĕсене видео мелĕпе ÿкерсе кăтартнă. Вĕсенче чăваш тĕррисем уççăнах палăрнă. Мода кăтартнă евĕрех иртнĕ курав. Кашни кĕпи-саппунĕ, эрешĕ, тĕсĕ хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ чăвашсен. Кашни эрешĕ вĕсен кун-çулне çутатать.
Чăваш тумтирне кăтартса хатĕрленĕ дефилене социаллă сетьсенче https://youtu.be/ZIRyGYawvpw ссылкăпа пăхма пулать.
И.НИКИФОРОВ.