Лайăх ашшĕ-амăшĕ - пурнăç тĕрекĕ
Мăшăрсем çинчен сăмах пуçарсан çÿпçи çине хупăлчи теме пăхатпăр. Каларăш ахальлĕнех çуралман ĕнтĕ. Чылай чухне пĕрешкелтереххисем пĕр-пĕрне асăрхаççĕ вĕт. Килĕштереççĕ те яланах пĕрле пулма сăмах параççĕ. Çапла чăмăртанать те çемье. Арăмĕпе упăшки алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утни мĕн тери килĕшÿллĕ. Ун пеккисем шав малаллах талпăнса ÿсĕм тăваççĕ, пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартаççĕ. Ачисене те йĕркеллĕ пăхса ÿстереççĕ. Ывăл-хĕрĕ хăйсемшĕн, Тăван çĕршывшăн та усăллă пулни чăннипех те пархатарлă.
Ку хутĕнче Мăн Йăлкăш ялĕнчи Константиновсем çинче чарăнса тăма кăмăл пур. Владимир Петровичпа Галина Яковлевна пĕр-пĕринпе тупăнма пĕлни те тĕлĕнтерет. Чăн çÿпçипе хупăлчи вĕсем. Паллах, ырă енĕпе кăна. Мĕн тери уçă кăмăллă та сăпайлă мăшăр. Çынна итлеме, ăнланма пĕлеççĕ, пулăшма та хатĕр. Вĕсем халиччен пĕр-пĕрин çине сасă хăпартса курнă-ши? Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ те, Константиновсем, тен, ун пек сас-чÿ те кăларман пулĕ. Владимир Петровичпа Галина Яковлевна хĕрĕх тăхăр çул юнашар. Вĕсем хăйсен ылтăн туйне паллă тума ĕмĕтленеççĕ. Ара çав тапхăрта ахаль пачах та пурăнман. Тар кăларсах тимленĕ. 1946 çулта çут тĕнчене килнĕ Владимир Константинов. Ача чухнех йĕрке- лĕхпе палăрса тăнă. Ĕçе юратнă вăл. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Ар пÿне çитсен яша çывăх çыннисем, ял-йыш салтака ăсатнă. Совет Çарĕн службинче - виçĕ çул. Тăван çĕршыва шанчăклă хураллать Володя. Çапла пурнăç шкулĕ витĕр те тухать. Пысăк хавхаланупа, ырă ĕмĕтпе таврăннă каччă çартан. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен специальноçне илет çамрăк. Ачасене пĕлÿ парас ĕçе кÿлĕнет. Малтанах Çулавăç шкулĕнче, хыççăн - тăван Мăн Йăлкăшра.
Вăхăтра авланассине те мала хурать Владимир Константинов. Турă çырни вара - Ехремкасси хĕрĕ Галина. Лайăх çемьере ÿссе çитĕннĕ вăл. Вунă ачаран пĕри. Ун пек пысăк йышра тивĕçлĕ воспитани илме пултарни те паллах. Планпа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер шут ĕçченĕнче тăрăшать. Пурнăç çулĕ ăна Йăлкăшри сĕт-çу комплексне илсе çитернĕ. Кунта сĕт пахалăхĕшĕн тимлет вăл. Лаборантка тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Константиновсем ăмăртсах ĕçленĕн туйăнать. Пĕри шкулта, тепри - производствăра.
«Ачасăр кил-йыш - калчасăр уй», - тенĕ ваттисем. Ача-пăча кил-çурт тултарать. Çапах та пилĕк ачана çитĕнтерме çăмăлах пулман. Сăмахран, пĕр харăсах пилĕк чĕлĕ çăкăр каснă. Çие тăхăнма та чылай япала кирлĕ-çке. Çавăнпах Владимир Петровичпа Галина Яковлевна вăй-хала шеллемесĕр тимленĕ. Ачисене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Шкултан таврăнсан килти хуçалăхра кашнин валли ĕç пулнă. Пĕри кил-çурта тирпейленĕ, тепри выльăх-чĕрлĕх пăхнă, виççĕмĕшĕ апат пĕçернĕ. Аслисем пĕчĕккисене пăхнă, уроксем тума та пулăшнă. Ахальтен мар Константиновсен ачисем шкулта лайăх вĕреннĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕ енчен çирĕп ыйтни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекен-ашшĕ чăн воспитатель-çке. Амăшĕ пирки те çавнах каламалла. Туслăх хуçаланнă çемьере. Çав туйăм халĕ те упранса юлнă. «Пĕчĕк кайăксем» аталанса, ÿссе пырса, çунат хушса аякка вĕçнĕ ĕнтĕ. Кашни тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Хăйсем тата уйрăлми çыхăннă. Виктор, Николай, Константин аслă вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă та Шупашкарти производство предприятине ĕçе вырнаçнă. Виççĕшĕ те пĕр çĕртех тимлеççĕ. Виктор ертÿçĕ пулсан, Николайпа Константин - пысăк разрядлă ĕçченсем. Оксана та аслă шкул пĕтернĕ, çĕвĕçре тăрăшулăх кăтартать. Вăл Элĕк енрех тимлет. Сергей Вăрнарти ял хуçалăх училищинче пĕлÿ илнĕ, хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе алла илнĕ. Вăл тăван килĕнчех.
- Сергей пире ачана пăхнă пекех усрать. Ытти йывăр ĕçсем те ун çинех тиеннĕ, - хыпарларĕ кĕçĕн ывăлĕ пирки Галина Яковлевна.
- Ачасем - пирĕн шанăç, пурнăç тĕрекĕ. Вĕсем пуррипе эпир телейлĕ, - калаçăва хутшăнчĕ Владимир Петрович та.
Константиновсем халĕ тивĕçлĕ канура. Пурнăç таппипе танах пыраççĕ-ха вĕсем. Ял-йышпа хутшăнаççĕ, ырă ятпа пурăнаççĕ. Ятлă çынна ял савать çав. Владимир Петровичпа Галина Яковлевна хăй вăхăтĕнче кирлине, усăллине сахал мар тунă. Кил хуçи, пилĕк ача ашшĕ, тăван кĕтесе тирпей-илем кÿрессишĕн, ырлăх-пурлăхлă тăвассишĕн вăй-хала шеллемен. Йывăç-курăк лартса чĕртессипе чăн ăста Владимир Петрович. Унăн пуçарулăхĕ вара чăн-чăн ашшĕ пулнипе те çыхăннă тейĕн. Пĕррремĕш ачи - ывăл çуралсан, акă, вăл 25 йăмра лартнă. Телее, çамрăк хунавсем пурте чĕрĕлнĕ. Çамрăк вĕрентекен куншăн хытах савăнать. Йăмра аллейине тума тĕллев лартать. Çутă ĕмĕтне чыслăн пурнăçлать. Халĕ, авă, ку вырăн «Кив çурт» ятпа пурăнать. Эрози çулне пÿлме те май панă. Пысăк çырма вуçех те ишĕлмест.
1986 çулта тепĕр ырă ĕç тăвать Владимир Константинов. Юратнă амăшĕ 80 çул тултарнă ятпа 80 çăка лартать. Илемлĕ йывăçсем çÿлех кармашнă ĕнтĕ. Вĕсем çумне ытти йывăçсене, тĕмсене те хушнă. Ку вырăна Йăлкăшсем «Çуртри карта» теççĕ. Йывăçсем вăрмана та куçнă. Çулла кунта шăпчăксем юрлаççĕ. Пыл хурчĕсем вара сĕткен пуçтараççĕ. Ял варринче - Аслă Çĕнтерĕве халалласа çĕкленĕ парк. Унта та пысăк тÿпе хывнă çут çанталăк тусĕ. Шкулта ĕç урокĕсене ирттернĕ чухне ачасемпе вăрмана кайнă. Унтан çамрăк хунавсем илсе килсе лартнă. Йăлкăша пырса кĕрекен умне шкул çурчĕ пулнă капмар объект тухса тăрать. Унăн территорийĕ тавра - хĕрлĕ пилеш йывăççисем. Кама кăна илĕртмеççĕ-ши вĕсем? Илемĕпе кăна мар, çимĕçĕпе те савăнтараççĕ.
Владимир Петрович хăй вăхăтĕнче Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ирттернĕ велочупу валли парне те тунă. 60 тĕп хунав хатĕрленĕ. Вĕсене лартма та хутшăннă. Хастар ĕçченĕн ырă ĕçĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Ялтан 1 километрта - эрозие хирĕç кĕрешмелли вăрман тăрăхĕ. «Кунта выльăхсене çÿретмелле мар», - тенĕ вăл. Халĕ Йăлкăшсем, аякрисем те кăмпа, çырла, эмел курăкĕсем пухма çÿреççĕ. Çынсем канма та хаваспах килеççĕ кунта.
- Йывăç-курăк лаптăкĕсене ÿстерсех пымалла. Вĕсемпе кирлĕ пек усă курмалла. Çут тĕнчере вара тăнăç пурнăç хуçалантăр, - терĕ сывпуллашнă май сăпайлă ашшĕ.
Чăн-чăн арçыннăн çурт çĕклемелле, йывăç лартса чĕртмелле, çемьеленсе ача та ÿстермелле теççĕ. Владимир Петровичпа Галина Яковлевна Константиновсем вара ку тивĕçе ытлашшипех пурнăçланă. Çапла ырă ашшĕ-амăшĕ вĕсем, пуриншĕн те ырă тĕслĕх, пурнăç тĕрекĕ те.
Елена ТИМОФЕЕВА.