Лашасене юратнăран ветеринар пулса тăнă
«Новый путь» хуçалăхра ĕçлекен Татьяна Николаевна Гордеева иртнĕ çул «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Вăл паянхи куна та ял хуçалăх производство кооперативĕнче специалистсем хушшинче пултарулăхпа палăрса тăрать. Халĕ тăрăшуллă зоотехника фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа тивĕçтерессишĕн яваплă ĕç шанса панă. Тата çакна та палăртни вырăнлă, Татьяна Николаевна опытлă наставник, вăл пĕрлешÿре çамрăк специалистсене хайĕн ĕçри пуян опычпе усă курса куллен пулăшса, вĕрентсе, усăллă канашсемпе сĕнÿсем парсах тăрать. Вĕсене професси енĕпе пултарулăх конкурсĕсене хутшăнма пулăшать. Уншăн ăна çамрăксем тав сăмахĕ калаççĕ. Пилĕк çул профсоюз комитечĕн ертÿçи пулса хуçалăх аталанăвне нумай тÿпе хывнă.
- Татьяна Николаевна, хăвăрпа паллаштарăр-ха пирĕн вулакансене.
- Эпĕ Ярушкă ялĕнче (халăхра ку яла Пĕчĕк Элĕк тесе калаççĕ) Римма Филимоновнăпа Николай Васильевич Николаевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере эпир пилĕк ача пĕр тăван çитĕннĕ: пĕр ывăлпа тăватă хĕрача, эпĕ асли пулнă. Шкул çулне çитсен Элĕк шкулне пĕлÿ илме çÿрерĕм, кунтан 1988 çулта ăнăçлă вĕренсе тухса алла аттестат илтĕм.
- Эсир ветеринар пулма малтанах шутласа хунă е ку профессие алла илесси ăнсăртран пулса тухрĕ?
- Ветеринар профессине суйласа илесси ăнсăртран пулса тухрĕ тенипе килĕшме пулать. Эпĕ ача чухне лашасене питĕ юрататтăм, çемьере асли пулнă май килти выльăхсене те юратсах пăхаттăм, атте-аннене хуçалăхра пулăшнă ĕнтĕ, пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ. Алла аттестат илсен кÿршĕ хĕрачи мана Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕме хăйпе пĕрле заявлени пама илсе кайрĕ. Вăл документсене парсан манран та вĕренме йышăнакан комисси пайташĕсем эсир ăçта вĕренме кĕресшĕн тесе ыйтрĕç те, тĕрлĕ ыйтусем парса хушамата, ята çырса юлчĕç: «Документсене çитес вăхăтра илсе килсе паратăр», - терĕç. Çапла вара документсене кайса парса экзаменсене ăнăçлă тытрăм та техникума вĕренме кĕтĕм.
- Вĕренсе тухсан Сире шăпа «Сорминский» совхоза илсе çи- тернĕ. Кунта ĕçлесси еплерех пулса пычĕ-ха?
- 1991 çулта совхоз-техникумран вĕренсе тухсан мана «Сорминский» совхоза ветеринари фельдшерĕ пулма ĕçе йышĕнчĕç. Мăн Шĕвĕшри фермăра çулталăк çурă ытларах ĕçлесен 1992 çулта кĕркунне çак ял каччипе - Лев Гордеевпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Манăн мăшăр Иван Гордеевичсен çемйинче тăватă ывăлран кĕçĕнни пулнăран ашшĕ-амăшĕн килĕнчех тĕплентĕмĕр.
- Паллах, Сирĕн ĕç биографийĕ малалла та вырăнти хуçалăхпах çыхăнса пынă.
- Эпĕ ветеринари фельдшерĕ пулса 9 çул ĕçлерĕм, унтан, Таисия Павлова осеменатор тивĕçлĕ канăва тухсан, 2001 çултанпа «Новый путь» хуçалăхра ĕнесене пĕтĕлентерес ĕçре тимлеме пуçларăм. Осеменатор тивĕçĕсене çирĕм çулах пурнăçласа пытăм, çав хушăрах Чăваш Сурăмĕнчи ветеринари участокĕнче те пурĕ ултă çул тăрăшрăм. 2016 çултанпа зоотехник-селекционер пулма шанса пачĕç. Пирĕн кооператив ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет, çавăнпа та ку питĕ яваплă ĕç. Халĕ вара ĕне выльăха наука кăтартнă пек рациона пăхăнса паха выльăх апачĕпе тивĕçтерессипе тимлетĕп.
- Татьяна Николаевна, Эсир çак 35 çулхи тапхăрта хуçалăхшăн, унăн аталанавĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Паллах, çак тапхăрта тĕрлĕ хисепе тивĕçмен мар. Пĕрлешÿ ертÿçинчен тата район пуçлăхĕнчен те Хисеп тата Тав хучĕсем, хаклă парнесене пĕрре кăна мар илнĕ. 2016 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх Министрествин Хисеп хутне тивĕçнĕччĕ, 2022 çулта Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх Министерствин Тав хучĕпе хавхалантарчĕç. Тата çакна та палăртас килет. Эпĕ 2024 çулта республикăра иртекен зоотехник-селекционерсен республика шайĕнчи конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултартăм. 2025 çулта вара «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕм.
- Ĕçри ăнăçу çемье тĕрекĕсĕр пулмастех. Килĕшетĕр-и çак шухăшпа?
- Мăшăрпа 29 çул пĕрле пурăнса виçĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма пултартăмăр. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Асли, Николай, çемйипе Мускавра пурăнать, вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те врачсем, виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Алешăпа Павел ывăлăмсем çемйисемпе Шупашкарта тĕпленчĕç. Алешăсен пĕр ача. Манăн халĕ тăватă мăнук: икĕ хĕрачапа икĕ арçын ача. Аслă мăнукĕ пĕрремĕш класра вĕренет пулсан, ыттисем шкул çулне çитеймен-ха.
Шел, упăшка чире пула тăватă çул каяллах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ те, халĕ килте пĕчченех кун кунлатăп. Ĕçе кайнисĕр пуçне хушма хуçалăхри ĕçсене те йĕркелесе пыратăп, пахчара та ĕçлетĕп, ĕне, сурăхсем тата чăх-чĕп усратăп. Кĕçĕн ывăл, Павел, час-часах канмалли кунсенче е уявсенче кинпе пĕрле яла килсе, уйрăмах хĕрÿ ĕççи тапхăрĕсенче, пулăшсах тăрать. «Ачасемпе мăнуксем пурри мана савăнтарать, пурăнма хавхалантарать, çавăнпа та эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп», - çапла вĕçлерĕ калаçăва пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм.
Петр ЕФИМОВ,
Чăваш Сурăм сали.