Магазинсенче апат-çимĕç çителĕклĕ
Районти потребительсен обществин суту-илÿ предприятийĕсен тĕп тĕллевĕ - çынсен ыйтăвне пур енлĕ, туллин тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра - çĕнĕ коронавирус сарăлассинчен сыхланнă тапхăрта - ĕç-хĕле уйрăмах вăйлатсах пымаллине тĕпе хуратпăр. Паянхи куна илсен, магазинсенче апат-çимĕç продукчĕсем - тĕрлĕ кĕрпе, çăнăх, тăвар, куллен кирлĕ ытти япаласем тулăх. Вĕсене саппас та янтăланă.
Аптекăсем те халăх ыйтăвне тивĕçтерме хатĕр. Кунта кирлĕ эмелсем, медицинăн ытти хатĕрĕсене те туянма пулать. Хаксем малтанхи пекех, ÿстерес тесе шутламастпăр. Санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен йĕркене пăхăнатпăр.
Антонина ЧУГУНОВА,
райпо правленийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.