Мăн аслашшĕн вăрçă çулне тĕпченĕ вĕренекен
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 79 çул çитрĕ. Сакăр теçеткене çула яхăн тапхăрта тăшмана парăнтарма пултарнă паттăрсене Элĕк муниципаллă округ территорийĕнче те пÿрне хуçсах шутласа тухма пулать. Апла пулин те ентешсен паттăрлăхне паян вĕсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем упраççĕ, асра тытаççĕ. Ку çеç те мар, çывăх çыннисен вăрçăри çул-йĕрне йĕрлеççĕ, шырав ĕçĕсем ирттереççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ.
Элĕк вăтам шкулĕнче вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекен Дарья Филиппова республикăра иртекен «Кĕçĕн мăнукĕсем вăрçă çинчен» акцие хутшăннă. Çавна май мăн аслашшĕ пирки пысăк тĕпчев ирттернĕ. Асăннă конкурса тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен 1,5 пин ĕç тăратнă. Дашăн ĕçĕ чи лайăх 100 ĕç шутне кĕнĕ. Халĕ ачасен тĕпчевĕсене пĕр кĕнекене пухса пичетлеççĕ. Ку çеç те мар, Дарья Филиппова вĕренекен Светлана Ефремова вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе «EXCELSIOR» республикăри конференци-фестивале те хутшăннă. Муниципалитет тата республика шайĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
Ку çĕнтерÿсем вара ыт ахальлĕн килмен-ха. Светлана Геннадьевна вĕренекенсене конкурссем иртессине 2023 çулхи октябрь уйăхĕнчех пĕлтернĕ. Кашнинех унта хутшăнма, тĕпчев ирттерме сĕннĕ. Дашăна вара çак сĕнÿ тÿрех тыткăнланă. Хĕрача Сафрон Филиппович Филиппов мăн аслашшĕн вăрçă çулне «утса тухма» тĕв тытнă.
- Эпĕ унчченех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мăн асатте çинчен сахал мар пĕлеттĕм. Ара, Коля шăллăмпа çулсеренех «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă-çке. «Кĕçĕн мăнукĕсем вăрçă çинчен» акци валли татах та ытларах материал пухас тесе Интернетра «Память народа» сайтра чылай ларма тиврĕ. Вăрçă ветеранĕсем çинчен каласа паракан ытти сайтсене те нумай тишкернĕ. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа кунне виçшер-тăватшар сехет те пулсан уйăраттăм шырав çине. Ытларах, паллах, каçпа лараттăм,- каласа парать тăрăшуллă вĕренекен.
Даша пĕлтернĕ тăрăх, унăн мăн аслашшĕ Сафрон Филиппович Хирлеппуç ялĕнче 1920 çулта çуралнă. 1940 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çара ăсаннă. Салтак çулне ахаль рядовойĕнчен пуçланă, каярахпа кĕçĕн сержант званине илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вара аслă сержант званипе вĕçленĕ. 22-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă Проскуровски 22-мĕш Миномет бригадин управлени батарейин çыхăну уйрăмĕн командирĕ пулнă. 1940 çулхи сентябрьтен пуçласа 1943 çулхи апрель уйăхĕччен 175-мĕш артиллери полкĕнче телефонист пулнă. 1943 çулхи апрель уйăхĕнчен тытăнса 1946 çулхи май уйăхĕччен 22-мĕш минометсен бригадинче связист пулса тăшмана хирĕç çапăçнă.
- 1943 çулхи майăн 8-мĕшĕнче 22-мĕш минометсен бригади Брянск фрончĕ еннелле çул тытнă: Солнечногорск, Тушино, Истра, Звенигород, Калуга, Одоево хулисене ирĕке кăларнă. Августăн 3-мĕшĕнче Орел хули патне çитнĕ, августăн 5-мĕшĕнче ирхине хулана ирĕке кăларнă. 1943 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче Украинăн тĕп хулине тăшмантан туртса илнĕ. Киев хыççăн Житомир совет салтакĕсен аллине куçнă. Сăмах май, çак операцире паттăрлăх кăтартнăшăн ватă асаттене «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă та. 1943 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче харсăрлăхпа палăрнăшăн ватă асатте «Паттăрлăхшăн» тепĕр медале тивĕçнĕ. «Память народа» сайтра тупнă наградăсен страницинче ăна мĕншĕн панине те палăртнă. Сафрон Филиппович снарядсемпе минăсем çурăлнине пăхмасăр çыхăну катушкине йăтса чи малтан бригада командирне полкпа çыхăнма май паракан линие юсама, çыхăну йĕркелеме чупнă тенĕ. Çапла майпа бригада командирне пехотăпа çыхăнма, пулăшу кÿме май панă та, - каласа парать 17-ри хĕрача. Калăн, мăн аслашшĕпе пĕрле хăй те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă тесе, çывăх çыннин кашни паттăрлăхĕ çинчен пĕлет.
1945 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Сафрон Филипповсен дивизийĕн пĕр пайĕ Раудтен хулан хĕвелтухăçĕ еннелли (Одер юхан шыв патĕнче) плацдарма йышăннă. Кунта та пирĕн салтаксем харсăрлăхпа палăрнă, тăшмана çавăрса илсе Грюнберг, Нейзалы тата ытти хуласене ирĕке кăларнă. Çакăн чухне паттăрлăхпа палăрнă ентеше Совет Союзĕн Аслă Çар пуçĕн Сталинăн Тав хучĕпе чысланă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшне С.Ф.Филиппов Прагăра кĕтсе илнĕ. Икĕ кун маларах вара ăна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденпа иккĕмĕш хут чысланă.
- Ватă асаттен вăрçă çулне тĕпченĕ чухне çакăн пек интереслĕ материал тупрăм. 1945 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче 30 минут хушшинче вăл 2,5 çухрăм çыхăну линине хурса тухнă. Çитменнине тăшман тĕрлĕ хĕç-пăшалтан персе тăнă вăхăтрах лини татăлнă 7 вырăна сыпнă. Кунсăр пуçне 1945 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Берлинтан кăнтăрарах вырнаçнă тăшмансен ушкăнне çапса аркатнă чухне татăлнă çыхăну линине сыпнă анчах мар, совет салтакĕсем хупăрлава илнинчен хăтăлма пуçланă 12 нимĕçе тĕл пулнă. Мăн асатте хăйне шеллемесĕр вĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Çакăн чухне 5-шне вĕлернĕ, 7-шне тыткăна илнĕ, хăй бригада штабне илсе çитернĕ, - çывăх çыннин паттăрлăхĕ çинчен интереслĕ пулăмсем каласа парать шкул ачи.
Вун пĕрмĕш класри Дарья Филиппова Сафрон Филиппович Филипповăн вăрçă çулне йĕрлесе ăна картта çинче те паллă тунă. Кунсăр пуçне хĕр «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальсене, вĕсен удостоверенийĕсене те тупнă.
Ватă аслашшĕн Анатолий ывăлĕ каланă тăрăх, вăрçă паттăрĕ 49 хулана ирĕке кăларма хутшăннă. Вăрçă пĕтсен тата икĕ çул службăра тăнă.
- Ватă асаттен вăрçă çулĕ çинчен халĕ те пĕтĕмпех пĕлместĕп. Çавăнпа та малалла та шырама, тĕпчеме палăртатăп. Пĕлмеллех хальхи ăрусен çывăх çыннăмăрсен паттăрлăхĕ çинчен. Вăл пирĕн истори тата малашлăх, - çирĕплетсех калать 17-ри хĕр.
Даша вĕренÿре тăрăшулăхпа палăрать, «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ăс-хакăл çивĕчлĕхне ÿстерме тата пултарулăхне аталантарма тĕрлĕ предмет олимпиадине, конкурса хутшăнать. Паллах, çитĕнÿсем те пур. Спортра вара çăмăл атлетикăна кăмăллать. Пушă вăхăтра çемçе теттесем çыхассипе аппаланать, биссерпа ĕçлет. Кунсăр пуçне питех те кĕнеке вулама юратать. Эрне варринче илемлĕ литература вулама вăхăт питех çитмест пулсан, канмалли кунсенче темиçе сехетех уйăрма тăрăшать кĕнеке çине.
Вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илнĕ май халĕ ытларах Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем çине вăхăт уйăрать. Акăлчан, обществознани, вырăс чĕлхипе математика предмечĕсемпе экзамен тытма хатĕрленет.
Эльвира КУЗЬМИНА.