Мăшăр çул пĕрлешсе телей тупнă
Мăн Кăканар ялĕн тĕп урамĕ тÿп-тÿрĕ те вăрăм. Çурчĕсем те пĕринчен тепри капмар. Часах тăван кĕтесĕ çинчен пĕлтерекен те тупăнчĕ.
- Çапла, халĕ кашниех хăтлă пÿрт-çурт çавăрма тăрăшать. Ял çĕнелсе улшăннишĕн чун савăнать. Эпир ачарах чухне вара урăхларахчĕ, - терĕ килĕ умĕнче тимлекен Николай Фомин.
Курăнать, вăл та пурнăçран юласшăн мар. Арçын тивĕçне вуçех те манман тейĕн. Çирĕп кил-çурт çавăрнă. Тăватă ывăлтан виççĕмĕшĕ пулнă-çке вăл. Ашшĕ-амăшĕн ырă пилĕпе тĕп килти пурнăçа тытасси ăнах пÿрнĕ. Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлесен ăнăçу пулатех çав. Паллах, хăвăртах та мар, пурнăçăн хăйĕн йăли-йĕрки. Иртнĕ çулсенче, авă, ялта механизатор тĕп фигура тетчĕç. Çавна тĕпе хурса «хурçă ут» хуçи пулма тĕллев лартнă та Николай Фомин. Ассакасси шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ хыççăнах Калининăри профессипе техника училищине çул тытнă çамрăк. Тăрăшса вĕренсе тракторист-машинист правине илнĕ.
- Практика вăхăтĕнче Казахстанăн анлă уйĕсенче пулнине нихăçан та манас çук. Кунта хамăн ĕмĕрти пĕрремĕш суха кассине хыврăм. Вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан уйсем савăнтарнă, хумхантарнă та. Суха тунипех лăпланман-ха. Йĕтем çинче тырă та чылай сăвăртăмăр, аларăмăр, типĕтрĕмĕр. Эпир, чăваш çамрăкĕсем, тав сăмахне те илтнĕччĕ, - хăпартланчĕ Николай Никитич.
Тракторист пулнипех çырлахман-ха каччă. Водителе те вĕреннĕ. Тăван «Авангард» хуçалăхра вăй хума çул яриех уçăлнă темелле. Шăпах çав вăхăтра каччăн ят та тухнă. Ăна салтак çулĕ Украинăна илсе çитернĕ. Службăра - телее, водитель. Николай хăйĕн çар машинипе Киев, Харьков хулисенче пулать. Йывăр тиевпе çула тухнă Кăканар яшĕ. Автомашина рульне яланах çирĕп тытнă, чăваш ятне яман. Пурнăç шкулĕ витĕр тухнă çамрăк тăван кĕтесре те кирлех. Ăна тÿрех трактор шанса панă.
- Лев Никифоров ертÿçĕ ĕçшĕн çирĕп ыйтатчĕ. Ака-сухана лайăх пахалăхпа пурнăçласа ял хуçалăх культурисене тухăçлă ÿстерес тесе сахал мар тăрăшнă. Пирĕн хуçалăхра опытлă механизаторсем те чылайччĕ. Эпир пĕр-пĕринпе ăмăртсах ĕçленĕ. Юмахри пек каласан, эпĕ «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче вăтăр виçĕ çул тимлерĕм, - аса илчĕ Николай Фомин.
Уй-хирте кăна-и - кайăк-кĕшĕк фабрикинче те тар тăкма тÿр килнĕ ăна. Çак хуçалăх территорийĕнче пĕр вăхăт производство предприятийĕ ĕçлерĕ. Чăхсене чылаях усратчĕç, çăмарта туса илетчĕç. Продукцие сутлăх та ăсататчĕç. Кунта Николай Никитич вун пĕр çул ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Зоя Николаевна ытларах та. Çак фабрикăра пĕрле ĕçленĕ чухне пĕрлешнĕ те Фоминсем.
- 1984 çулта мăшăр çул туй кĕрлеттертĕмĕр. Мăшăрсăррине кĕтнĕ пулсан юратнă çынсăр тăрса юлаттăмччĕ пулĕ. Йĕркеллех шăкăлтатса пурăнатпăр. Пĕр-пĕрин çине ÿпкелешÿ çук, - шÿтленĕ пек пулчĕ ултă теçетке урлă каçнăскер.
Ĕмĕр сакки сарлака та, темĕн те килсе тухать мар-и? Николай Никитичăн Чернобыль аварине сирме ят тухнă. Шел, патшалăх ыйтнине тивĕçтерме май килмен унăн. Сывлăхĕ хавшанăран медицина комиссийĕ витĕр тухайман арçын. Операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ унăн. Сывалса çирĕпленсен, 1989 çулта пысăк кирпĕч çурт та çĕкленĕ çемье. Объекта анчахрах ĕçе янă тейĕн. Шал енчен, тултан та хальхи строительство материалĕсемпе хитрелетсе çирĕплетнĕрен вĕр çĕнĕ курăнать пÿрт. Тирпей- илем, культура тени те малти вырăнта Фоминсемшĕн.
- Кусем пирĕн тĕпренчĕксем. Виçĕ хĕр çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Таня - сывлăх ĕçченĕ. Ольга педагог профессине суйласа илчĕ. Валя повар ĕçне кăмăлларĕ. Элĕкре, «Вавилон» суту-илÿ предприяти- йĕнче чылай тăрăшрĕ. Халĕ çичĕ мăнукпа савăнатпăр, - илемлĕ сăн ÿкерчĕкпе паллаштарнă май калаçрĕ кил хуçи Николай Никитич.
Мăшăрĕ, Зоя Николаевна, тивĕçлĕ канура тесе ахаль ларма хăнăхман. Вăл «Авангард» хуçалăх ĕçĕсене хаваспах хутшăнать. Вăрлăх аласа тасатмалла-и е фермăна пулăшмалла, - васкать чун-чĕреллĕ хĕрарăм.
Ăна пархатарлă ĕçшĕн темиçе хутчен те Тав тата Хисеп хучĕсем парса чыс тунă. Вĕсем килти хушма хуçалăха аталантарса пырассипе те кулленех тимлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлеме трактор туяннă. Çула тухмалла пулать-и - çăмăл машина та алă айĕнчех.
Елена ТИМОФЕЕВА.