Нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ
Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн пулăшма тăрăшать: çăмăллăхсемпе, тĕрлĕ тÿлевпе тивĕçтерет. Патшалăх пулăшнине кура Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен нумайланса пырать. 2012 çулпа танлаштарсан, кăтарту 2 хут ÿснĕ. Паянхи кун республикăра 18 пине яхăн нумай ачаллă çемье пурăнать. Вĕсен мĕнле тÿлевсемпе тата çăмăллăхсемпе усă курма май пур-ха? Кун пирки ЧР Ĕçлев министерствин Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕн сахал тупăшлисене регистрацилекен пай пуçлăхĕ Алена СЕМЕНОВА каласа кăтартать.
- Алена Геннадьевна, чи малтанах ăнлантарăр-ха: нумай ачаллисен йышне камсем кĕреççĕ?
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памалли мерăсем пирки» Указа алă пуснă, унта нумай ачаллă çемьесен статусне çирĕплетнĕ. Çак йыша 3 е ытларах ачана воспитани параканнисем кĕреççĕ. Статусăн срокĕ çук. Социаллă пулăшусене вара аслă ача 18 çула çитиччен параççĕ. Вăл куçăн мар майпа вĕренет пулсан - 23 çул тултариччен.
- Паянхи кун нумай ачаллă çемьесем мĕнле пулăшусемпе усă курма пултараççĕ?
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ачаллă çемьесене пулăшмалли пĕрлехи система йĕркеленсе пырать: тÿлеве тивĕçекен çемьесен шучĕ ÿсет, социаллă пулăшу илмелли мерăсен процедурисем ансатланаççĕ. Соцпулăшу илес тесен заявлени кăна çырмалла, ăна Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та яма пулать.
2023 çултанпа Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутчен паракан тÿлев (сертификат) илме пултараççĕ. Вăл 250 пин тенкĕпе танлашать. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çурт-йĕр черетĕнче тăрать пулсан ку тÿлеве илме пултарать. Çак укçана çурт-йĕр тума е пурăнмалли кĕтес туянма параççĕ. Çĕр лаптăкĕ те туянма юрать, анчах унта çурт хăпартмалла е харпăр хушма хуçалăх йĕркелемелле. Тÿлеве ипотекăна татмашкăн та яма юрать. Пĕлтĕр кун пек сертификата 801 çемье тивĕçнĕ. Кăçал республика бюджетĕнче ку тĕллевпе 155 миллион тенкĕ пăхса хунă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне кунашкал сертификата 205 çемье илнĕ.
2023 çултанпа Чăваш Енре кун çути курнă кашни ачана «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне параççĕ. Паянхи кун тĕлне ăна 17 пин ытла çемье илнĕ.
Тата, пĕлетĕр ĕнтĕ, виçĕ е ытларах ачана воспитани паракан çемьесене (вăтам тупăш пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçинчен ытларах мар пулсан) республикăри Амăшĕн капиталне параççĕ. Ку укçапа пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, сывлăх енчен хавшак ачасем валли социаллă адаптаци тата интеграци таварĕсене туянма пулать. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас нуша çук пулсан капитал укçипе çăмăл машина туянма юрать. Пĕлтĕр ку тÿлеве 1574 çемье тивĕçнĕ, çав йышран 15-шĕ - Элĕк округĕнчен. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне Элĕк тăрăхĕнче республикăри Амăшĕн капиталне 1 çемье илнĕ.
- Патшалăх ача кĕтекен хĕрарăмсене те пулăшать. Кун пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
- 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнченпе ача кĕтекен ĕçсĕр тата ытти хăш-пĕр категорие кĕрекен хĕрарăмсене ĕçлекен çынна пĕр уйăх пурăнма кирлĕ виçен (2025 çулта - 19 пин тенке яхăн) çуррине тÿлеççĕ (ăна çуратиччен 70 кун юлсан шутласа параççĕ). Пĕлтĕр ку пособие республикăри 212 хĕрарăм тивĕçнĕ, пĕри - Элĕк округĕн-чен. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне ку пособие Элĕк тăрăхĕнчен 2 çын илнĕ.
- Кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен патшалăхран пулăшу илме май пур-и?
- Çапла. Ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен лайăх апатланмалла. Çавна май куншăн вĕсене компенсаци параççĕ. Кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен паракан компенсаци 1905 тенкĕпе танлашать. Кун пек тÿлеве 3 çула çитмен ачасемшĕн те илме май пур: уйăхне - 1548 тенкĕ. Компенсацие илес тесен малтан тухтăр патне каймалла, вăл справка парать. Анчах çемьен вăтам тупăшĕ пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ виçерен пысăкрах пулмалла мар. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне ку компенсацие Элĕк округĕнчи кăкăр ĕмĕртекен 11 амăшĕ тата ача кĕтекен 2 хĕрарăм тивĕçнĕ.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Тĕплĕнрех хаçатăн 21-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.