Пахча ытарми ешерет
Пурнăç çулĕ çине тăракан çамрăкăн çĕр тĕрлĕ шухăш. Хăш профессие илсен аван-ши?; Çак ыйту ывăл-хĕре, ашшĕ-амăшне те канăç памасть. Кашниех кирлĕ те усăллă çын пулма ĕмĕтленет-çке. Синер ялĕнчи Лебедевсен те ку енĕпе пайтах пуç ватма тивнĕ. Элĕк вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн «вĕри точкăра» Чечен Республикинче службăра тăнă Эдикăн хăйне май пĕтĕмлетÿ тума тивнĕ. Каччă Шупашкарти коопераци институтĕнче пĕлÿ илет. Кунта вĕренсе ăс пухни те çырлахтарман-ха ăна. Çамрăк патшалăх службин университетĕнче куçăмсăр майпа хăйне малалла аталантарать.
Епле пулсан та чун-чĕре туртăмĕ çĕнтеретех çав. Эдуард Лебедев çĕр çинче ĕçлеме çирĕп тĕллев лартать. Ял хуçалăх отраслĕ сулăнчăк авăрне лексен ку шăпах кирлĕ пулнă та ĕнтĕ. Йĕри-таврара, çывăхрах усă курман çĕрсем сарăлса выртни килĕшмен Эдуард Евгеньевича. Ырă улшăну тăвас тесе ĕçе кÿлĕнет те вăл. «Хурçă утсăр» мĕн тăвăн. Трактор туянма май тупать. Унăн штурвалне çирĕппĕн тытса суха ĕçĕсене тытăнать. Ял çыннисен пай çĕрĕсене арендăна илет. Сахал мар лаптăка сухаласа çемçетсе пусă çаврăнăшне кĕртет Эдуард Лебедев. Тĕш тырă культурисене ÿстерет. Ял çыннисене пай çĕрĕсемшĕн тулăпа тата урпапа тивĕçтерет. Çавăншăн ăна ял-йыш халĕ те тав тăвать.
Йăлкăш уйĕсенче - çĕр улми. Купăста туса илессипе те вăй хурать Эдуард Евгеньевич. Ку ĕçе çынсем йышлăн хутшăнатчĕç. Мĕншĕн тесен лайăх услови туса панă хресчен-фермер. Ÿркенмен çын малаллах пăхать. Пурнăçпа тан пыма тăрăшмалла-çке унăн. Ятран киллĕ-çуртлă та пулмалла. Ку енĕпе çине тăрать Эдуард Лебедев. Ашшĕн тĕп килне çĕнетессипе вăй хурать. Халĕ, авă, кермен евĕр çурт, ытти хуралтăсем те çĕкленнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕлле ĕçе йĕркелесе ярассипе те пуçарулăх кăтартнă кил хуçи. Унăн тĕллевĕ – хушма хуçалăха аталантарасси. Улма-çырла, пахча çимĕç туса илессине мала хурать. Ку енĕпе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Çамрăк улмуççисем, çырла тĕмĕсем парка ешереççĕ. Курăнать, вĕсене кирлĕ пек пăхаççĕ, апатлантарсах тăраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн пуçарулăхĕпе килĕшÿллĕн сад-пахча ĕçĕ-хĕлĕ вăй илсех пымалла-çке. Çавна тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ Лебедевсем. Хăйсен килти хуçалăхĕнче икĕ пысăк теплица çĕкленĕ. Халĕ кунта юмах тĕнчи тейĕн, пĕтĕмпех ешерет, илемĕпе илĕртет.
- Калчасене вăхăтра хатĕрлесе çитерессишĕн тăрăшатпăр. Çавна май ĕç-хĕле маларах пуçăнатпăр. Тĕрлĕ чечексем хатĕр те ĕнтĕ. Вĕсене куçарса лартма юрать. Кусем - астрăсем, бегони, виола, петуни, статица, гацани (Африка шур чечекĕ) тата ыттисем те. Помидор, хăяр, пăрăç, баклажан калчисем те ÿссех пыраççĕ. Вĕсемпе çынсен ыйтăвне тивĕçтерме хатĕр, - паллаштарчĕ пĕрремĕш теплицăри ĕç-хĕлпе Эдуард Евгеньевич.
Иккĕмĕшне вара купăстана халалланă тейĕн. Пахча çимĕç калчи талккăшпех ешерет. «Ариела», «Июньский» ятлисем васкасах ÿснĕ пек. Çапла пулмалла та ĕнтĕ. Вĕсем иртерех пулаканнисем-çке. Черетре, паллах, ыттисем те – каярах пулса çитекен купăста калчисем. Кусем «Пекинский», «Брокколи», «Чечеклĕ купăста» тата ыттисем те.
- Ĕçе виçĕ тапхăрпа йĕркелесе пыратпăр. Калчана пĕр харăс ÿстернипе май çук. Пĕрин хыççăн тепри ÿссе пыни лайăхрах. Çакă хамăршăн та, калчана туянакансемшĕн те меллĕ, - каласа пачĕ тăрăшуллă ĕçчен.
Мĕнле май килнĕ, çапла ĕçлеймĕн кунта. Пĕтĕм ĕç-хĕл ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать тейĕн. Чи пĕлтерĕшли, паллах, технологие пăхăнни. Пули-пульми вăрлăхпа та усă кураймăн. Ăна Мускавран ятарлă хуçалăхран илсе тăраççĕ иккен. Вăрра акса ÿстерме тĕрлĕ оборудовани, пулăх тăварĕсем, им çамĕ те кирлĕ. Чăн-чăн агроном вырăнĕнче эппин Лебедевсем.
- Паха вăрлăха ятарлă кассетăсем çине пулăхлă торф çине акатпăр. Перлит препарат хушатпăр, ку нÿрĕке упрама пулăшать. Хыççăн шăварасси, апатлантарасси черетленсе пыраççĕ. «Çумăр çутаракан» агрегатпа усă куратпăр, - ĕç технологийĕпе паллаштарчĕ Лебедевăн ывăлĕ Константин.
Вăл ашшĕ-амăшĕн пархатарлă ĕçне хаклани, ăна малалла тăсма хатĕрленни куç кĕрет. Константин - студент, Чăваш ял хуçалăх аграри университетĕнче вĕренет, чăн-чăн специалист пулма ĕмĕтленет. Алена Анатольевна вара пур тĕрлĕ ĕçе тахçанах хăнăхса çитнĕ, мăшăрĕн шанчăклă пулăшаканĕ вырăннех. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Яна хĕрĕ те ĕçе хутшăнать. Теплица ĕçченĕсене хĕрÿ тапхăрта Андрей Денисов, Юрий Маслов тата ыттисем те пулăшаççĕ. Хатĕр калчана сутса пĕтермелле те малалла купăста, хăяр, помидор тата ытти пахча çимĕçе туса илессипе ĕçлемелле. Çапла тĕллев лартнă хресчен-фермер çемйи.
Лебедевсем тирпей-илеме хаклаççĕ. Тăван тавралăх, картишĕсем, палисадниксем хитре пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Çавна май илем кÿрекен ÿсен-тăрансем те ÿстереççĕ. «Овсяница» текенни, авă, чăп-чăмăр, малтанах кăвак тĕслĕн курăнать, хыççăн сип-симĕс ешерет-мĕн. «Лаванда», «Самшит» та илем кÿрекен тĕмсем. Вĕсене туянакансем те тупăнсах тăраççĕ-мĕн. Çĕр çырли, хăмла çырли, хура хăмла çырли туса илессипе те тимлеççĕ Лебедевсем. Ку енĕпе çынсене те пулăшу кÿреççĕ. Лартмалли материалпа тивĕçтереççĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.