Педагогсен династине малалла тăсма шутлатчĕ
Куçранах тинкерет-ха яштака пÿ-силлĕ каччă, темĕн каласшăнах туйăнать вăл кунта пухăннисене. Пуринчен ытла салхуллă ашшĕ-амăшĕ çине тĕсесе пăхать тейĕн Станислав Ефимов. 28-ти çамрăк вĕсен чун ыратăвне аванах ăнкарнăн туйăнать. Çав вăхăтрах çывăх çыннисене те, июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкула пухăннă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене те çирĕпрех пулма, Тăван çĕршывшăн çапăçса пуç хунине, çавăнпа та хăйне тата паттăрлăхне асра тытмаллине асăрхаттарать. Çак шухăшсене Станислав Витальевич ятарлă çар операцине хутшăннă вăхăтра çырнă сăввисене вуласан та аванах ăнланатăн. Пурнăç пĕлтерĕшĕ, унăн тĕп пахалăхĕсене, пуçа усма юраманнине палăртнă вăл хăйĕн сăввисенче. Философилĕх сисĕнет унта. Сăмах май, малтанхи çулсенче шăрçаланă сăввисенче Тăван çĕршыв, тăван кил, ашшĕ-амăшĕ тĕп вырăнта пулни курăнать.
Станислав Ефимов 1995 çулхи августăн 24-мĕшĕнче кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Тивĕш салинче çуралса ÿснĕ. Йăх тымарĕ вара Какаçран тухать. Çиччĕмĕш класран пуçласа Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ-ха çамрăк. Мĕн ачаранах яваплăха туйса ÿснĕскер вĕренÿре тăрăшуллăхпа палăрнă. Спортра та малтисен ретĕнче пулнă вăл. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă, вĕренÿ учрежденийĕн волейбол командинче шутланнă. Виталий Архиповичпа Елена Михайловна Ефимовсем пĕлтернĕ тăрăх, сăвăсем çырас туртăм та вăтам классенче çуралнă. Ÿкерес ăсталăхĕ те пысăк пулнă, тĕрлĕ жанрпа ĕçленĕ ку енĕпе çамрăк. Кунсăр пуçне гитарăпа каласси унăн чун киленĕçĕ вырăннех пулнă.
Аслă классенче пĕлÿ илнĕ тапхăрта Ефимовсен педагогсен династине малалла тăсассине пĕлтернĕ. Çавăнпа та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне педагог-психолога вĕренме кĕнĕ.
Алла диплом илсен вара Станислав Ефимов салтак аттине тăхăннă. Çамрăка çар служби Урал тăрăхĕнчи стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене илсе çитернĕ. Стрелок вăрттăнлăхĕсене хăнăхнă вăл. Унтан таврăнсан хăй вĕреннĕ университетра акăлчан чĕлхин кафедринче лаборантра ĕçленĕ, каярахпа строительство организацийĕнче тăрăшнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Тивĕшрен вăл тапхăрта пĕртен-пĕр çамрăк мобилизаципе ăсаннă. Елена Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш повестка панă хыççăн Стас шăнса пăсăлнăран икĕ эрнене яхăн вырăнпах выртнă. Уралансан вара хăех тепĕр хут Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариатне кайса повестка илнĕ.
- Пытармастăп, унта каяссинчен тăхтаса тăма та ыйтрăм. Çук, килĕшмерĕ ывăлăмăр. «Анне, ун пек тума пултараймастăп эпĕ. Каймаллах манăн терĕ», - иртнине каласа парать амăшĕ. 2022 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче мобилизациленĕ ăна.
Ульяновскинче чухнех Станислав Витальевич разведчик-наводчик пулассине пĕлтернĕ. «Док» хушма ятпа çÿрекен çамрăк Чăваш Республикинчи ытти разведчиксемпе пĕрле çыхăнса ĕçлеме вĕреннĕ. Çирĕплĕхе туптас тĕлĕшпе кулленех темиçешер çухрăм инçĕшне чупнă.
Вăрçă хирне ăсансан тÿрех разведчиксене малтисен ретне ăсатнă. Разведчик ĕçĕ çăмăлах мар-ха, вĕсен ытти çынсем курманнине те асăрхамалла, ыттисем илтменнине те илтмелле. Стас юлташĕсемпе Донецк, Луганск Халăх Республикисен тата Херсонпа Запорожье облаçĕсен территорийĕнче иртнĕ çапăçусене хутшăннă.
Çарти юлташĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кирек епле йывăр самант- ра та пуçа усман, тус-юлташне хавхалантарма пĕлнĕ, йывăр самантсенче яланах пулăшма тăрăшнă. Ку пахалăх вара Станиславра ача чухне тĕвĕленнĕ. Çакна класс ертÿçи пулнă Алина Петрова та палăртрĕ. Виталий Архипович та çирĕплетрĕ. Стас çиччĕмĕш класра чухне Ефимовсем пурăнмалли çурт тăррине çĕнетме палăртнă. Ĕçе тытăннă ашшĕ. Анчах та ăнсăртран арçын ура хуçнă. Шăллĕне пулăшма Петр Архипович пиччĕшĕ килнĕ. Унпа пĕрле вара ĕçе Стас та кÿлĕннĕ. Платник ĕçне çавăн чухне пуçласа хăнăхнă та çамрăк. Ун чухне те, каярахпа та йывăрлăх умĕнче нихăçан та нăйкăшман вăл.
- Отпуска килсен Стаспа калаçнă май ывăннипе кăсăклантăм та, вăл: «Çăмăлах мар, апла пулин те çĕнтеретпĕрех эпир. Унтан таврăнсан кăштах канса илĕп те пурнăç тума тăрăшăп. Хваттер илмелле, çемье çавăрмалла. Хам профессипех ĕçе вырнаçма, Ефимовсен педагогика династине малалла тăсма шутлатăп», - тенĕччĕ, - ывăлĕн пурнăçланман ĕмĕт-тĕллевне пĕлтерет Елена Михайловна.
2023 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Станислав Витальевич кĕçĕн сержант юлташĕсемпе Запорожье облаçĕнчи Работино-Вербовое сали патĕнче каллех малти линире задани пурнăçланă. Шăпах черетлĕ çапăçу вăхăтĕнче татăлнă та паттăрăн пурнăçĕ. Çамрăка вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă.
- Неонацистсене хирĕç кĕрешекен кашни паттăрах асра тытмалла çитĕнекен ăрăвăн. Шкул ачисене вара фронта çыру çырса тăма, паттăрсене хавхалантарма сĕнес килет. Вĕсемшĕн тылран килекен çырусем çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ыт ахальтен каламастăп. Стасăн пурнăçĕ татăлнă вăхăтра унăн кăкăр умĕнчи кĕсйинче шкул ачин пĕр çырăвĕ пулнă. Вăл ывăлăмăр аманнă чухне кăштах сиенленнĕ. Апла пулин те ăна вулама пулать, - пĕлтерчĕ Виталий Архипович. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта Станислав Ефимова асăнса Герой парттине уçнă çĕре унăн ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕсем тата çывăх çыннисем хутшăнчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ Петр Павлов, Муркашпа Элĕк районĕсен çар ĕç комиссарĕ Владимир Казаков, вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Çак мероприятие кадетсемпе çамрăк армеецсем хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Герой партти хушшине чи малтан Даниил Гавриловпа Камилла Филиппова ларма тивĕçрĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА.