Пĕр çыхăнура пулни пĕлтерĕшлĕ
Цифра технологийĕсемпе усă курса укçа-тенкĕ вăрланă е преступлени тума явăçтарнă саманара кашни телефон шăнкăравĕ е смс-хыпар аслисен пуçне пăтратса ярать те. Пытарма кирлĕ мар, хăш чухне хамăр та вăл е ку лару-тăрура мĕнле йышăну тумаллине вăхăтра ăнкараймастпăр, пусма ларакан кăлăк чăххи пек унта е кунта хуравне шыратпăр. Ача-пăчан, çамрăксен вара ку чухне мĕнле пулмалла? Çитĕнекен ăрăва йăнăш утăм тăвасран камăн сыхламалла; Куншăн педагог е çемьен ытларах тăрăшмалла? Ашшĕ-амăшĕпе ача-пăча хушшинче çыхăну çухалсан камран пулăшу ыйтмалла? «Симĕс çĕлен» серепине лекнĕ ашшĕ-амăшĕн пурнăç тĕллевне мĕнле улăштармалла; Сахал мар ыйту сиксе тухать кулленех. Ку ыйтусем уйрăмах профилактика енĕпе ĕçлекен специалистсене канăç памаççĕ.
Çак тĕллевпех ĕнтĕ республикăра «Чăваш Ен ачасен хÿтлĕхĕшĕн» автокараван йĕркеленĕ те. Регионти Вĕренÿ, Шалти ĕçсен министерствисен, прокуратура ĕçченĕсене, Следстви Комитечĕн сотрудникĕсене, ачасен прависене хÿтĕлессишĕн яваплисене, çула çитменнисен комиссийĕнче, опекăпа попечительство органĕсенче, халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче тăрăшакансене, психологсене пĕрлештерет вăл. Кашни муниципалитетах çитет автокараван. Иртнĕ эрнекун Элĕк округĕнче пулчĕ вăл, хăйне евĕрлĕ анлă профилактика мероприятийĕ Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта иртрĕ. Кунта округри шкулсенчи директорсем, социаллă педагогсем, профилактика ĕçне йĕркелесе пыракан мĕнпур тытăм хутшăнчĕ. Кунсăр пуçне ачисем çине сахалтарах тимлĕх уйăрма пуçланă, эрех серепине лекнĕ çемьесене те илсе килнĕ. Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ çинчен манма пуçланине палăртас тĕллевпе вĕсемпе психологсем ĕçлерĕç.
Виçĕ секцине пайланса педагогсене, ашшĕ-амăшне, профилактика субъекчĕсене канăç паман ыйтусене татса пама тăрăшрĕç. Право хуралĕн сотрудникĕсене ытларах çула çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси ÿсни пăшăрхантарать. Ачасем хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнманнине, çамрăксем шикленмесĕрех автомототранспорт рулĕ умне документсăр ларнине палăртрĕç. Кăçал республикăра сакăр уйăхра ачасем хутшăннипе 23 авари пулнă, вĕсенче икĕ ача пурнăçĕ татăлнă пулсан, 21-шĕ - аманнă. Çавăнпа та çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çине ытларах пусăм тумалли çинчен калаçрĕç.
Право хуралĕн сотрудникĕсен статистики тăрăх, право йĕркине пăснă çула çитмен çамрăксенчен 60 проценчĕ лайăх çемьесенче ÿсет. Тĕрĕс çултан пăрăннин сăлтавĕ вара - ача-пăча пушă вăхăта мĕнле ирттерме пĕлменнинче, спортпа туслашманнинче иккен. Теприсем компьютер вăййисен серепине пуçĕпех лекнĕрен, ăçта вăйă е чăнлăх уйăрма пăрахнинче. Кун пек чухне ача психики самаях хавшать, çакă ăна пĕр-пĕр преступлени тума явăçтармалли чи лайăх мел шутланать.
Юлашки çулсенче наркотиксемпе ăс-тăна минретекен япаласене сутма ытларах 18 çула çитмен ачасене явăçтарма тытăнни те сисчевлентерет право хуралĕн сотрудникĕсене. Пысăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе çак тыткăна лекеççĕ те çамрăксем. Саккун çирĕплĕхне пĕлменни вара айăплавран никама та хăтармасть.
«Терроризм» тата «экстремизм» сăмахсен ăнлавĕсене те шкул ачисем аванах пĕлеççĕ. Ку енĕпе тăтăшах профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, апла пулин те ачасем хушшинче Украинăн ятарлă службисен аллине çакланса преступлени тунă е çакна валли хатĕрленнĕ тĕслĕхсене республикăра та шута илеççĕ. Мĕншĕн тетĕр; Каллех ача-пăчана пысăк укçа-тенкĕпе астараççĕ.
Кунсăр пуçне çамрăксем хушшинче пĕр-пĕрне кÿрентересси вăй илни те сисĕнет иккен. Яваплăха туймасăр шкул ачисем е студентсем пĕр ушкăна пĕрлешсе тантăшĕсене хĕнеççĕ, тăрăхлаççĕ. Куншăн та яваплăх çирĕп.
Çав вăхăтрах право хуралĕн сотрудникĕсем ачасене виçесĕр «çирĕп тытакан» ашшĕ-амăшĕ пурри, çавна май ачисем çине алă çĕклекенсем çинче те чарăнса тăчĕç. Кун пеккисем тĕлĕшпе республикăра темиçе уголовлă ĕç те пуçарнă, явап тыттарнă. Усрав çемьесем те пысăк тимлĕхре. Хăш чухне аслисем хăйсен хÿттине илнĕ тĕпренчĕксен прависене хÿтĕлес вырăнне вĕсене пăсаççĕ иккен.
«Чăваш Ен ачасен хÿтлĕхĕшĕн» автокараван ĕçне хутшăннă Элĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйăн аппарачĕн ертÿçи Марина Скирневская, Вĕренÿ министерствин хушма пĕлÿ паракан уйрăмăн консультанчĕ Светлана Звонилова, округра ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Эдикт Волков пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулнине палăртрĕç. Çав вăхăтрах ачасен прависене пур енлĕ хÿтĕлесси уйрăммăн çемьен е шкулăн пулмалла маррине пĕлтерчĕç. Ку ĕçре яланхиллех право хуралĕн сотрудникĕсен, социаллă службăсен, ашшĕ-амăшĕпе педагогсен çыхăнса ĕçлемеллине çирĕплетрĕç. Çакăн чухне çеç ачасен пурнăçне сыхласа хăварма май пуррине каларĕç.
Сăмахăма вĕçленĕ май çакна палăртас шухăш пур. Паянхи куна профилактика ĕçĕ чăхăмлать е ку енĕпе ĕçлекен мĕнпур тытăм хушшинче çыхăну çук теме чĕлхе çаврăнмасть. Çакна Чăваш Сурăм шкулĕнчи автокараван ĕçне хутшăннă кашниех çирĕплетме пултарать. Çак мероприятие йĕркелеме чылай çын хутшăннă. Мăн Шĕвĕшри «кĕмĕл» волонтерсем ачасемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене валли пурнăçа çăлма пулăшакан сулă хатĕрлерĕç. Çак ĕçе ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Пĕрре мар ачасемпе аслисем пĕр пулса вăрçă хирне гуманитари пулăшăвĕ янă. Кунсăр пуçне Чăваш Сурăм музейĕн ĕçченĕ Юлия Степанова та вĕренÿ учрежденине пуçласа килмест. Патриотизм мероприятийĕсем нумай чухне вăл хутшăннипе иртеççĕ. Ку хутĕнче, авă, эреш-тĕрĕпе çыхăннă ăсталăх сехетне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем кăмăлпах хутшăнчĕç. Патриотизм е профилактика ĕçĕ ача садĕнченех пуçланать. Çак тĕллевпех ача сачĕн воспитателĕ Инна Федотова йывăç-хăмапа усă курса чăваш «пикине» илемлетес ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ. Ал ĕçĕпе кăсăкланакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ ку хăйне евĕрлĕ урок. Кадетсем, ытти вĕренекенсем хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА,
Элĕк округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.