Пĕр харăсах - икĕ аслă пĕлÿ
Раççейре Студент кунне паллă тăвасси ырă йăла пулса тăчĕ. Çак уява аваллăхпа çыхăнтарса Татьянăсен кунĕ те теççĕ. Вĕсен икĕ уяв та тейĕн. Çапла Элĕк муниципаллă округăн администрацийĕн ĕçченĕпе Татьяна Козловăпа калаçма интереслĕ те хаваслă пулчĕ.
Вăл аслă пĕлÿ тĕнчин ытамĕнчен тухнăранпа вăхăчĕ нумаях та иртмен-ха. Çавна май Таня хăйне студент пек те туять иккен. Мĕнех калăн, çамрăклăхăн чи лайăх вăхăчĕ ку. Студент çулĕсем ахăртнех кашнинех хавхалантарнă, савăнтарнă. Çирĕп те ыйтнă вĕсем, малтан-мала чĕннĕ. Ахальтен мар чăлкăм куç хупмасăр ирттернĕ каçсем пулман мар. Йăлтах ĕлкĕрмелле-çке. Юлса пыма юрамасть. Чăннипех те мĕн тери яваплă вăл студент пуласси. Кулленех тăрăшмалла, вăй хумалла, тимлемелле. Унсăрăн аслă пĕлÿ илме май çуках. Çавна шăпах палăртрĕ те Ураскилт хĕрĕ Таня.
- Ăнăçлăхĕ хамăртанах - тăван килтен, çывăх çынсенчен, юратнă шкултан пуçланать. Вĕсем пирĕн çине тимлĕх уйăрсах тăнă. Ăс панă, пулăшнă, çирĕп ыйтнă. Хамăр енчен çине тăни те кирлех, - терĕ çамрăк.
Вăл каланă тăрăх, Козловсен килĕнче йĕркелĕх, туслăх хуçаланнă. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Ватă кил хуçи Анатолий Степанович мăнукĕсене питĕ юратнă. Вăл Таньăна пĕчĕклех шашкăлла, доминолла выляма хăнăхтарнă иккен. Сăмах майĕн каласан, Анатолий Козлов хăй вăхăтĕнче «Молния» колхозра агрономра ĕçлетчĕ. Тăрăшуллă специалистчĕ вăл. Çĕрĕç культурине ÿстерсе пысăк тухăç илессишĕн вăй-хала шеллемен. Унăн мăшăрĕ Раиса Порфирьевна ялти библиотекăра пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартнă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ вăл. Мăнукĕсене вулама вĕрентессишĕн те пайтах тăрăшнă. Çавна Татьяна Козлова хальхи пекех астăвать.
Вĕсен килĕнче ĕç династийĕ вăй илсех пынă вĕт. Хунямăшĕн ĕçне кинĕ Альбина Павловна малалла тăсни мĕн тери килĕшÿллĕ. Хăй, авă, Элĕк муниципаллă округра малта пыракан культура ĕçченĕсен шутĕнче. Унăн савнă мăшăрĕ Георгий Анатольевич хуçалăхра зоотехникра, ял тăрăхĕнче те тăрăшса ĕçлерĕ. Ашшĕ-амăшĕ мĕнле - ачисем те çапла теççĕ халăхра. Таня çывăх çыннисенчен кирлине, лайăххине вĕренсе ăса хывни те паллах.
Хĕрача шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Вăл хăйĕн пĕрремĕш учительницине Антонина Витальевна Стефиновăна, класс ертÿçине Ольга Александрвна Григорьевăна тата ыттисене те ырăпа кăна асăнать. Физкультурăна вĕрентекен Сергей Аркадьевич Филиппов вара спортпа туслаштарнă хĕр пĕрчине. Хăвăрт утасси, чупасси, йĕлтĕрпе каясси, футболла вылясси уйрăмах çывăх-мĕн Татьяна Козловăшăн. Пур енлĕ аталанса пыракан хĕрача Ураскилт шкулĕпе 2014 çулта сывпуллашнă. «Тăваттă», ытларах «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухнă вăл. Пĕрлехи патшалăх экзаменне те çăмăллăнах парăнтарнă. Апла пулсан аслă шкул алăкне уçма та шанчăклă хĕршĕн. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлать те Татьяна Козлова. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрет.
Хастар хĕрача кунта технологипе экономика факультетне суйласа илет. Вăл кунпа та çырлахман-ха. Шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех вĕрентекен пулма шутланăскер ют чĕлхесен факультетне те вĕренме кĕрет. Студентшăн хĕрÿ кунсем, лекцисем пуçланаççĕ, яра куна тăсăлаççĕ вĕсем. Çĕнни, пĕлмелли темĕн чухлех, ăса хывса çитер кăна. Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх кирлех студента. Ял хĕрĕ вара парăнма хăнăхман. Ырă шухăш-кăмăлпа малаллах талпăнать. Таньăшăн талăкĕпех заняти тейĕн. Кăнтăрлахи вăхăтра технологипе экономика енĕпе пĕлÿ илет. Каçхине каллех лекцире, ют чĕлхесен вăрттăнлăхне тишкерет. Куллен лекцисенче пулнипе лăпланаймăн. Студентăн нумай тĕрлĕ ĕç-хĕл. Мĕнле кăна мероприяти иртмест-ши? Пурне те хутшăнмалла, пултарулăхпа та палăрмалла. Теорипе практика занятийĕсем, сăмахран, черетленсех пынă. Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсем те. Пĕринчен те аякра тăман Татьяна. Ырă енĕпе палăрни вара хавхалану кÿрсех тăнă. Лайăх вĕреннĕрен сесси вăхăтĕнче ÿсĕм тăвать çамрăк. Çапла стипендие те тивĕçет.
- Теори пĕлĕвне практикăпа çирĕплетсе пынă. Виççĕмĕш курс хыççăн урок ирттерме тивĕçрĕм. Шупашкарти 11-мĕш шкулта, тăван Ураскилт шкулĕнче те хама тĕрĕслерĕм. Унти педагогсем ăс, сĕнÿ-канаш пани хамăн пулас профессипе пĕлĕве чылаях ÿстерме май пачĕ. Хам тĕллĕн пуçласа урок ирттерни асрах. Чăн-чăн педагог пулас шухăш та вăйланчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте вожатăй тивĕçне тăрăшсах пурнăçларăм. Ачасемпе ĕçлени чун киленĕвĕ вырăннех пулчĕ, - савăнса та хумханса аса илчĕ Татьяна Георгиевна.
Технологипе экономика факультечĕ Ураскилт хĕрне ал ĕçне юратма та хистенĕ. Темĕн те ăсталанă вăл тантăшĕсемпе. Хăй калашле, тимĕртен те чечексем тунă. Шăрçа пек çĕвĕсем тума, илĕртÿллĕ тĕрĕсем маçтăрлама та вĕрентнĕ Ураскилт хĕрне студент пурнăçĕ.
- Общежитире туслă пурăнтăмăр. Хĕр тантăшсемпе ĕмĕрлĕх тус-юлташ пулса юлтăмăр. Пирĕн ушкăнра ентешсем те пурччĕ. Питĕшкасси тăрăхĕнчи Вера Филипповăна, Шĕмшеш енчи Максим Мамуткина курсан кăмăлпах калаçатпăр. Студент çулĕсене хавхаланса аса илетпĕр, - терĕ чун-чĕреллĕ те чипер хĕр.
Вăл пĕр харăсах икĕ аслă пĕлÿ илме пултарнă. 2017 çулта ют чĕлхесене вĕрентекен. 2018 çулта технолог- вĕрентекен профессийĕсене илнĕ. Хĕрÿ те яваплă тап-хăр хыçа юлнă ĕнтĕ. Çапах та лăпкăн пурăнать тееймĕн Татьяна Георгиевнăна. Вăл кулленех ĕçе васкать. Хăйĕн çăмăл автомашинипе тÿрех Элĕк енне çул тытать. Кирлĕ те усăллă, çав вăхăтрах яваплă ĕçре вăй хурать çамрăк. Пиллĕкмĕш çул Элĕк муниципаллă округăн администрацийĕнче тимлет. Ăна йĕркелÿпе тĕрĕслев тата право пайĕнче ĕçлеме шаннă. Хастар та пултаруллăскер должноç картлашкипе çÿлеллех хăпарать. Халĕ асăннă пай пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлет. Аслă та опытлă ĕçтешĕ-сем, пай ертÿçи Владимир Васильев вĕрентсе, пулăшса пынине асăнчĕ хĕр. Паллах, хăй те тăрăшуллă та пултаруллă вăл. Мĕнех, ĕçĕр ăнсах пытăр Сирĕн, Татьяна Георгиевна.
Елена ТИМОФЕЕВА.